Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ш&#258М&#258РШ&#258 ЛИЦЕЙ&#276 -- 5 &CcedilУЛТА

Пирĕн лицей 1998 çулхи октябрь уйăхĕнче уçăлнă. ăна Чăваш патшалăх университечĕн Патăръелĕнчи филиалĕн никĕсĕ çинче йĕркелесе янă. 2001 çулхи ноябрьтен пуçласа вăл патшалăхăн муниципаллă вĕрентỹ учрежденийĕ шутланать. Тĕпрен илсен, Шăмăршă лицейĕ университета тата ытти аслă вĕренỹ заведенисене вĕренме кĕме хатĕрлекен «вĕрентỹ лаççи» пулса тăрать. Учрежденире 10-11 классем вĕренеççĕ, тĕрлĕ предметсемпе тарăн пĕлỹ илеççĕ. 5 çул хушшинче лицейрен 105 каччăпа хĕр вĕренсе тухнă, 8 выпускник медале тивĕçнĕ. Медаль илнисем хушшинче – Шăмăршăри Марс Ахметов, Татьяна Бабочкина, Альбина Лукьянова, Ольга Саландаева, пĕртăван Еленăпа Татьяна Тихоновасем, Пăчăрлă Пашъелĕнчи Олеся Кучерова тата Комсомольски ялĕнчи Оксана Павлова. Малтанхи 2 çулта пирĕн выпускниксем 100 проценчĕпех аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ. Каярахпа та çак хисеп нумаях чакман – вăл 95 процентпа танлашать. Выпускниксен ытларах пайĕ экономика (28 çын), медицина (10), филологи (8), юридици (6), информатикăпа шутлав техники (6), строительство (6), истори (5) тата психологи факультечĕсенче пĕлỹ пухать. Учрежденин вĕрентỹ ĕçĕнчи çитĕнĕвĕнче, паллах, пирĕн педагогсен тỹпи пысăк. Лицейре пурĕ 23 педагог урок парать. Вĕсем пурте ĕçре пысăк опыт пухнă: аслă категорие тивĕçнисем –4, пĕрремĕш категори илнисем – 6, çутĕç отличникĕсем – 8, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕсем – 8. Тĕп документсене алла илнисĕр пуçне, лицеистсем математика, вырăс чĕлхипе литература, физика, истори, обществоведени, стилистика, хими, ют чĕлхе тата биологи предмечĕсене тата тарăнрах вĕренеççĕ. Çак ятарлă курссене ЧПУн тата Шупашкарти вĕрентỹ институчĕн пысăк квалификациллĕ Преподователĕсем йĕркелесе ирттереççĕ. Çавна май пирĕн выпускниксем патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене математикăпа, историпе, вырăс чĕлхипе тата химипе çав тери пысăк балсем илеççĕ. Лицеистсем çавăн пекех районти олимпиадăсенче те, наукăпа практика конференцийĕсенче те, конкурссенче те, спорт мероприятийĕсенче те лайăхпа палăрса тăраççĕ. Пирĕн вĕренекенсем университет ирттерекен наука конференцийĕсене, олимпиадăсене, выпускниксен слечĕсене, «Лицейри çуркунне», «Уçă алăксен кунĕ» тата ытти ятпа ирттерекен мероприятисене те активлă хутшăнаççĕ. Ытти лицеистсемпе те туслă çыхăну тытатпăр. Патăръел тата Елчĕк районĕсенчи вĕренкенсем хушшинче йĕркеленĕ КВНсем питĕ интереслĕ иртрĕç. кăçал Комсомольски лицеисчĕсемпе тĕл пулма палăртнă. Çапларах пурăнать тата ĕçлет «Шăмăршă лицейĕ» муниципаллă вĕрентỹ учрежденийĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Валерий Петрович Фадеев учреждение тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăрать. Çакăншăн ăна пирĕн педагогсем те, вĕренкекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те тав сăмахĕсем калаççĕ.


18 октября 2003
00:00
Поделиться