ЫРĂ УЛШĂНУСЕМ -- КУÇ УМĔНЧЕ
Чăваш Республикин пĕрремĕш Президентне суйланăранпа 10 çул çитсе пынă май, пирĕн хаçат редакцийĕ çак пысăках мар тапхăрта пурнăçланă ĕçсене тишкерсе тухать. Хаçат корреспонденчĕ, Н.В.Федоров ертсе пынă 10 çул хушшинчи тапхăра тĕрĕс хак парас тĕллевпе, район çыннисемпе тĕл пулса калаçнă.
Н.Г.ПАВЛОВ, Васан ялĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ:
--Эпĕ çамрăк çын мар, сакăрвун тăваттăра пыратăп. Вăрăм ĕмĕрĕмре хурапа шурра çав тери нумай куртăм. Çĕршывра ахăрсамана пуçлансан, халăх пурнăçĕ вуçех арканать пуль тесе кулянаттăм. Телее, «тилхепене» ăслă-тăнлă çынсем тытрĕç. Чăваш ене Н.В.Федоров Президент -- пысăк авторитетлă, çивĕч ăслă, халăхшăн чунтан тăрăшакан çын ертсе пыни – пирĕншĕн çав тери пысăк телей.
Вунă çул хушшинчи ырă улшăнусене таçта шырамалла мар – хамăр районтах, тăван ялтах лайăххи тем чухлех. Ял пурнăçĕ хулари шая çитсе пырать, илемленет. Çут çанталăк газĕ кĕртни те, çĕнĕ çуртсемпе çулсем туни те, ытти ырă ĕçсем те Президент ятне-сумне çĕклеççĕ.
М.Х.ХАМДЕЕВ, «Искра» кооператив председателĕ:
--Президент пире çĕнĕлле шухăшлама, пуçаруллă ĕçлеме, рынок тапхăрĕнче хăюллă та тавçăруллă пулма вĕрентет, ĕçлеме тăрăшакансене пулăшсах пырать.
Акă, пирĕн хуçалăха Президент икĕ хутчен -- 1994 тата 1995 çулсенче -- трактор парнелерĕ. Тĕпрен илсен, яла газификацилесси вĕçленсе пырать. Камăн кăмăл пур, çурчĕсене телефон кĕртрĕç. Ял урамĕсене асфальт саратпăр, общество инфраструктурине аталантарсах пыратпăр. Çакăн пек маттур Президентпа хастар район ертỹçи пур чухне пирĕн япăх ĕçлеме юрамасть.
В.Н.СИМУРЗИН, Çĕнĕ чукалти фермер:
--Ĕçлес текене ĕçлеме никам та чармасть. Президент пĕчĕк предпринимательствăна, фермер юхăмне аталантарма тăрăшни чуна ăшăтать. Малашне Президент пулăшăвĕ тата та ытларах пуласса шанатпăр.
В.И.УКИН, Асанкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ:
--Çывăх кунсенче пирĕн патăрта историе кĕрсе юлмалли событи пулса иртмелле – яла çут çанталăк газĕ çитет, Н.В.Федоров Президент пулăшса-хавхалантарса пынипе, райое ертỹçисем газификаци ĕçне килес çул вĕçлессишĕн мĕнпур мерăсем йышăнаççĕ.
Президент Программине пурнăçласа, ялта вĕренỹпе культура тата сывлăх комплексĕ ĕçлеме пуçларĕ, урамсене асфальт саратпăр. Яла чĕрĕ сăн кĕчĕ, халăх ырă ĕмĕт-тĕллевпе пурăнма тытăнчĕ.
А.С.ЯСТРЕБОВА, Кивĕ Шăмăршăри ĕç ветеранĕ:
--Турă сывлăх патăрах пирĕн Президента. Чăн-чăн арçын вăл, сăмахне çирĕп тытать. Мĕн шантарать -- пурнăçа кĕртет. Вунă çул хушшинче чăваш халăхĕн ятне çỹллĕ шая çĕклерĕ, çакăншăн Николай Васильевич чи пысăк хисепе тивĕç.