Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

&Ccedil&#276НЕЛН&#276 Ч&#258ВАШ ЕН, АТАЛАНСА ИЛЕМЛЕНН&#276 Ш&#258М&#258РШ&#258 Т&#258Р&#258Х&#276

Кăçал Чăваш Республикин пĕрремĕш Президентне суйланăранпа 10 çул çитет. Çак ятпа кашни районтах наукăпа практика конференцийĕсем пулса иртеççĕ, унта 10 çул хушшинче прунăçланă ĕçсене тĕплĕн тишкерсе тухаççĕ. Ытларикун наукăпа практика конференцийĕ Шăмăршăри Культура керменĕнче пулса иртрĕ, ун ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕпе район пухăвĕн депутачĕсем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн представителĕсем, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ харпăрлăхлă предприятисемпе организацисен ертỹçисем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, ĕç коллективĕсен представителĕсем, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысланă çынсем хутшăнчĕç. КОНФЕРЕНЦИ уçăличчен район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев районти чи хисеплĕ çынсене – ветерансене çакăн пек сĕнỹ пачĕ: атьăр-ха вунă çул хушшинче пурнăçланă ĕçсене куçпа курса ĕненер, район тăрăх экскурсие тухар. Шурă çỹçлĕ ватăсем район пуçлăхĕн сăмахĕпе хапăл тусах килĕшрĕç. Вара, Президент программипе района парнеленĕ икĕ шкул автобусĕ çине ларса, çула тухрĕç. Пирĕн автобус çинче экскурсовод В.П.Фадеев хăй пулчĕ. Чăнах та, районта тунă вун-вун ырă ĕç çинчен унтан лайăхрах урăх кам пĕлет; Çавăнпа та Валерий Петровичăн кашни сăмахнех ватăсем тимлĕн итлерĕç. Ветерансене Шăмăршă урамĕсен илемĕпе тирпейлĕхĕ те, çамрăк çемьесем валли ипотека кредичĕн укçипе туса лартнă хăтлă çуртсем те, Васанти аш-какай комбиначĕпе «Шемуршинская» МСОри пеноблок хатĕрлекен цехра пулни те, «Агростройсервисра» çăнăх авăртакан комплекс тата хура тул кĕрпи хатĕрлекен цех ĕçĕпе паллашани те, ăратлă урхамахсем кăтартни те çав тери килĕшрĕ. Аш-какай комбиначĕ, акă, сменăра 500 килограмм ытла тĕрлĕ йышши кăлпасси кăларать, халăхран выльăх-чĕрлĕх туянни ял çыннисемшĕн питех те лайăх. «Агростройсервисри» арман комплексĕ çулталăкра 3 пин тонна тырă авăртни те ветерансене питĕ тĕлĕнтерчĕ. Çур Шупашкар халăхĕ шăмăршăсен çăкăрне çиет вĕт! Хура тул кĕрпине вара Чăваш Енре çеç мар, Мускавпа Санкт-Петербурга çитиех ăсатаççĕ. Районта сĕтел-пукан туса кăларни те, тасатакан сооруженисем туни те пирĕн ертỹçĕсем ырми-канми ĕçленине çирĕплетеççĕ. Çак çитĕнỹсене ветерансем Н.В.Федоров Президент пысăк пулăшу памасăр тума май çуккине лайăх ăнланаççĕ. Çул çỹрев хыççăн пурте хулари пек чаплă культура çурчĕн аноă залне вырнаçса ларчĕç. Сăмах май, Культура керменĕ те – Н.В.Федоров Президент пулăшнипе çĕкленнĕ объект. Конференцире сăмах илсе, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев вунă çул хушшинчи тапхăра тарăннăн анализ турĕ, Н.В.Федоров Президент тăрăшнипе Чăваш Енре тата хамăр патăрта пурнăçланă ĕçсене пысăк хак пачĕ. Ырă ĕçсем – кашни утăмрах. Унччен юлса пынă «Упа кĕтесĕ» паян Чăваш Енре çеç мар, раççейре те чи илемлĕ районсенчен пĕри пулса тăчĕ. Шăмăршăсем çут çанталăк газĕ кĕртессипе те, çул-йĕр сарассипе те, çурт лартассипе те, ял хуçалăх продукчĕсене тирпейлекен цехсем уçассипе те республикăра малта пыраççĕ. Шăмăршă тăрăхĕ хăнасем пĕтĕм Чăваш Енри общество инфраструктурин аталанăвне хаклама пултараççĕ. Районта Президент программисем туллин те ăнăçлăн пурнăçланаççĕ. 1500 ытла çемье çут çанталăк газĕпе усă курать, пур котельнăйсене те «кăвак çулăмпа» электричество çине куçарнă. Çывăх вăхăтра Асанкассипе Пăчăрлă Пашъелне те газ ырлăхĕ çитĕ. Вунă çул хушшинче районта тимĕр-бетон кĕперсем чылай туса лартнă, ял урамĕсене асфальт сарас ĕç те ăнăçлă пырать. Килес çул районти ялсене шывпа тивĕçтерес ыйтупа çине тăрса ĕçлеме палăртнă. Ялсенче çемье тухтăрĕн офисĕсем уçăлни те, шкулсене компьютерсемпе тивĕçтерсе Интернетпа çыхăнма майсем туса пани те, тĕслĕх библиотеки ĕçлеме пуçлани те Шăмăршă тăрăхĕ улăпла утăмсемпе малалла утнине яр уççăн кăтартса параççĕ. Конференцире сăмах илнĕ ытти юлташсем те – Чăваш Республикин çамрăксемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Е.Г.Петров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика, сывлăха сыхлас ĕç, физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ С.И.Шадрин та, «Искра» кооператив председателĕ М.Х.Хамдеев та, Васанти ветерансен канашĕн председтаелĕ Н.Г.Павлов та, Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренкен Миша Мартынов та Президент институтне йĕркеленĕренпе 10 çул хушшинче ырă ĕçсем питĕ нумай тунине палăртрĕç. Конференцин савăнăçлă пайĕнче ĕçре чапа тухнисене Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысларĕç. Район аталанăвĕнче уйрăмах пысăк вăй хунăшăн И.А.Журавлева тата Н.В.Космовские (вилнĕ хыççăн) «Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят пама йышăннине пурте тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Конференцие хутшăнакансене Чăваш Республикин оперăпа балет театрĕн артисчĕсем пысăк концертпа савăнтарчĕç.


15 октября 2003
00:00
Поделиться