Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ч&#258Н-Ч&#25Н ХРЕСЧЕНЕ &CcedilАНТАЛ&#258К Х&#258РАТАЙМАСТЬ

Сахăр чĕкĕнтĕрĕсĕр пуçне, «Искра» кооператив мĕнпур лаптăк çинчи ял хуçалăх культурисене пуçтарса кĕртнĕ. Пылак тымарç-çимĕçе кăларнă çĕрте те ял-йыш пысăк хастарлăх кăтартать. Пирĕн корреспондент хуçалăхăн тĕп агрономĕпе Р.П.СЕВРЮГИНПА тĕл пулса калаçнă. --Радик Петрович, халăхра «чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ» теççĕ. Ну, мĕнле, уй-хир тухăçпа савăнтарчĕ-и кăçал; --Çанталăк пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ пулин те, ял хуçалăх культурисен тухăçне хурлама çук. Кĕлет виçипе 1400 тонна е кашни гектартан 23-шер центнер ытла тырă пуçтарса кĕртрĕмĕр. 270 тонна – хамăра кирлинчен икĕ хут ытла вăрлăх хатĕрлерĕмĕр. Çурхи тулăпа сĕлĕ вăрлăхĕсене ытти хуçалăхсене те сутатпăр, вĕсем пĕрремĕш класлă тата пысăк репродукциллĕ. Çĕр улми тухăçĕ те аван – 74 гектар çинчен 154-шар центнер пуçтарса кĕртрĕмĕр. --Ытти çулсенче эсир пахча-çимĕç сутса та самаях тупăш кураттăрччĕ... --Кăçал пире севок сухан савăнтарчĕ – пурĕ 40 тонна ытла тухăç илтĕмĕр. Кĕркунне унăн хакĕ пысăках мар, çавăнпа та çуркуннеччен упрама Патăръел районĕнчи «Звезда» хуçалăх хранилищине хутăмăр. 80 тонна хĕрлĕ чĕкĕнтĕр сутса та аванах тупăш илтĕмĕр. Сутмалли тата та пур-ха. --Хуçалăхри мĕнпур çитĕнĕве çынсем, вĕсен ĕçчен аллисем тăваççĕ. Камсене ятран асăнма пултаратăр; --Пĕртăван Скворцовсене – Михаил Ивановичпа Владимир Ивановича чăн малтан çырăр. Иккĕшĕ те – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕсем, çамрăксен наставникĕсем. Михаил Иванович, тивĕçлĕ канура пулин те, кăçал та гусеницăллă тракторпа ĕçлет. Владимир Иванович – комбайнер, кăçалхи вырмара Андрей ятлă ывăлĕпе тырă çулчĕ тата пухса çапрĕ. Юрий Балянинпа Минхарис Кафизов комбайнерсене, Ферид Каленовпа Камиль Ялатдинов шоферсене, Александр Лысов, Анатолий Мурзабаев, Александр Матвеев трактористсене, йĕтем заведующине Минхарис Хуснутдинова, тырă тасатакан машинăсене ĕçлеттернĕ Владимир Скворцовпа Зинур Бахитова тата ыттисене тав тума сăмах та çитес çук. Эпир çĕртме сухине те çывăх вăхăтрах вĕçлеме тĕллев лартрăмăр. Лайăх çанталăкра кăкарса ĕçлемелли техникăна упрама выранçтаратпăр.


08 октября 2003
00:00
Поделиться