ТỸНТЕРЛЕ ĔÇ ÇИЕЛЕ ТУХАТЕХ
Район территорийĕнче преступлени тăвасси ỹссех пырать. Сăмахран, иртнĕ çулхи 7 уйăхра 109 преступление регистрациленĕ пулсан, кăçал – 133. Преступленисене уйрăммăн илсен, çынна вĕлересси (пĕлтĕр те, кăçал та – виçшер), хĕрарăма ирĕксĕрлесе пусмăрласси (пĕрер) пĕр шайрах юлнă. Çынна çăмăл сурансем кỹресси, çаратасси тата вăрласси (пурĕ 73 тĕслĕх), çынна уççăн çаратасси, экономика преступленийĕсем тăвасси, малтан судпа айăпланнисем каллех кукăр çул çине тухасси, ушкăнпа каварлашса тỹнтерле ĕç тăвасси ỹснĕ. Иртнĕ çулхи 7 уйăхра çынна вăтам шайри сурансем кỹнĕ, транспорт хатĕрне вăрласа кайнă, хурах пуснă (разбой), ултавлă ĕç тунă (мошенничество), взятка илнĕ фактсем пулман, кăçал вара çакнашкал тĕслĕхсене те регистрациленĕ. Ултавлă ĕç тунă тата взятка илнĕ фактсем хăйсем кăна тăватшар (!) пулнă. Хăш-пĕр уйрăм çынсем çапла майпа çăмăллăнах кĕсйисене хулăнлатма хăтланаççĕ, анчах та тỹнтерле ĕç çиеле тухать-тухатех – айăплисен кайран суд сакки çине ларма тивет. Çынна йывăр сурансем кỹресси, хулиганла ĕç тăвасси, ỹсĕр çынсем, ушкăнпа каварлашкансем преступлени çулĕ çине тăрасси чакнă.
Административлă практика ĕçне те районти шалти ĕçсен пайĕ тимлĕхре тытать. Обществăлла вырăнсенче ỹсĕр çỹренĕшĕн – 519 протокол, пĕчĕк хулиганла ĕç тунăшăн – 148, суту-илỹ йĕркине пăснăшăн – 106, паспорт режимне пăхăнманшăн – 190, пăшал тытмалли йĕркене пурнăçламаншăн 24 протокол çырнă, пуринпе те тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.