Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ОБЩЕСТВО ИНФРАСТРУКТУРИН АТАЛАН&#258В&#276 -- Т&#276П ВЫР&#258НТА

Нумай-нумай ырă пуçару çỹлте мар, аялта, тỹрремĕнех халăхпа ĕçлекен ертỹçĕсен пỹлĕмĕнче çурални вăрттăнлăх мар. Акă, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев кашни эрнерех «Руководитель кунне» ирттерме йышăннă. Тĕллевĕ мĕнле-ха çак куна ирттернин; Чи малтан, кашни шăматкунах пĕр-пĕр ял администрацийĕн территорийĕнче пулса общество инфраструктурин аталанăвне тишкересси, çитмелĕхсене пĕтерме вăйсене пĕрлешетересси. Кăçалхи декабрьте Н.В.Федорова Чăваш Республикин Президентне суйланăранпа 10 çул çитет. Çак тапхăрта Чăваш Енре çав тери пысăк ырă улшăнусем пулса иртнине курмасăр тăма май çук. Президент социаллă экономика аталанăвĕ пирки йышăннă Указсене пурнăçлас тĕлĕшпе район администрацийĕ мĕн тунă-ха, ку енĕпе вырăнсенче мĕнле ĕçлеççĕ Шăпах çак ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç те ĕнтĕ шăматкун Анат Чаткас ял администрацийĕнче ирттернĕ «Руководитель кунĕнче». Унта район тата ял администрацийĕсен ответлă ĕçченĕсем, ял хуçалăх кооперативĕсемпе предприятисен, шкулсен, ача сачĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç. 1. Чечексем, чечексем, ытарма çук илем... Анат Чаткасра хуть те хăш учреждение çитсе курсан та пахчари тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Ял администрацийĕ «Чи илемлĕ учреждени» ятлă конкурс йĕркелени çинчен пĕлтерчĕç пире, пĕрремĕш вырăна вăтам шкула е «Чебурашка» ача садне парасси пирки иккĕленсе тăраççĕ иккен. Çак учрежденисенче иккĕшĕнче те пулса куртăмăр, хĕрарăм руководительсен – Ф.А.Тазетдиновапа Т.А.Захарован маттурлăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр. Шкул чечексемпе çеç мар, сад пахчипе те, тухăçлă пахча-çимĕçпе те палăрса тăрать. Картишĕнче те, коридорсенче те, кабинетсенче те – илемлĕ чечексем. Шкула çĕнĕ вĕренỹ çулĕ валли тĕплĕн юсанă, паян вăл вĕр-çĕнĕ пекех туйăнать. Кабинетсен хăтлăхĕ хула шкулĕнчинчен пĕрре те кая мар. Президент прогрммине пурнăçласа, шкула компьютерсемпе пуянлатаççĕ. Халлĕхе 13 компьютер пур, пурте юсавлă. Президент парни – «Шкул автобусĕ» вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче пысăк пулăшу парать. Ачасене кỹршĕ ялтан турттарнисĕр пуçне, автобуспа экскурсисене çỹреççĕ, чи лайăх вĕренекенсене олимпиадăсемпе конкурссене илсе каяççĕ, спорт ăмăртăвĕсене çул тытаççĕ. Шкулăн 3 гектар çĕр пур. Столовăй валли пĕр вăкăр самăртаççĕ. Пахча-çимĕçпе аш-какай çителĕклĕ пулни апат хакне йỹнетме май парать. «Чебурашка» ача сачĕ пирки те ыррине çеç каламалла. «Хулари чи лайăх садик пек!» - çакăн пек хак пачĕç «Чебурашкăна» курма килнисем. Ача садне вĕри шыв пырать, вылямалли теттесемпе вырăн хатĕрĕсем çителĕклĕ. Садикăн пĕрремĕш хутĕнче 2002 çулта пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕ уçăлнăччĕ. Çулталăк хушшинче офис ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ, кунти ĕçченсем халăх сывлăхĕн хуралĕнче сыхă тăраççĕ. Çутă та ăшă пỹлĕмсенче медицина оборудованийĕ çителĕклĕ. «Васкавлă пулăшу» машини талăкĕпех çула тухма хатĕр. Офис, Анат Чаткас, Тури Чаткас, Патирек ялĕсемсĕр пуçне, М.Горький тата Хĕрлĕ Васан паççулккисенче пурăнакансен сывлăхĕшĕн те яваплă. 2. Шăнкăр-шăнкăр çăлкуç... Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ялсен илемĕшĕн, культурăшăн пĕрмай тăрăшать, районсен ертỹçисенчен те тирпей-илемшĕн хытă ыйтать. Пирĕн район центрĕ – Шăмăршă -- тирпейлĕхпе республикăра чи лайăххисен шутĕнче пулсан, ялсен мĕншĕн малта пулмалла мар-ха; «Руководитель кунне» хутшăннисем Анат Чаткас ялĕ илемленсе-пуянланса пынине хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç. 2000 çулта юхăнса ларнă кивĕ чиркĕве çĕнетсе илемлетнĕ, кăçал вара алтарь айĕнчен юхса тухакан, кĕмĕл шывĕпе хĕвел çинче йăлтăртатакан Таса çăла тирпейленĕ. Малашне кунта ялшăн çеç мар, район çыннисемшĕн те чуна тасатмалли илемлĕ вырăн пулмалла. Анат Чаткасри пур урама та асфальт сарни те çак ял «Республикăри чи тирпейлĕ ял» конкурсра çĕнтерỹçĕсен йышĕнче пуласса шантарать. Тури Чаткасра та асфальт сармалли тата пĕр урам çеç юлнă. Кăçал, Республика кунне хатĕрленнĕ май, ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе вуншар субботник йĕркеленĕ, вĕсене ял çыннисем кар тăрса хутшăннă. Икĕ çухрăм тăршшĕ карта юсанă е çĕнĕрен тытнă. Анат Чаткас ял администрацийĕ -- çуртсене çут çанталăк газĕ кĕртессипе районта чи лайăх ĕçлекенсенчен пĕри. Анат Чаткасри 229 хуçалăхран халлĕхе газ кĕртейменнисем 38 çурт çеç юлнă. Тури Чаткас ялĕнчи 99 çуртран 22 çурта кăна «кăвак çулăм» ырлăхĕ çитеймен. Газ кĕртессине вĕçлесси – Н.В.Федоров Президентăн чи çивĕч Указĕсенчен пĕри. Анат Чаткас ял администрацийĕнче ĕçлекенсем çак задачăна тĕрĕс ăнланаççĕ. Кăçал сахалтан та 32-35 çурта газ кĕртесшĕн. Халлĕхе 8 çемье газ валли çăмăллатнă кредит илнĕ. Тăватă çурта газ кĕртме монтаж ĕçĕсем пурнăçланă, виçĕ çурт паян-ыранах «кăвак çулăмпа» усă курма пуçлĕ. Ялти пур учреждение те газпа хутса ăшăтаççĕ. Кăçал Анат Чаткасри Культура çуртне тĕпрен юсанă, шалта тата урамра çĕнĕ туалетсем те тунă. Шухăшласа пăхар-ха: республикăри хăш ялти клубра шалти ăшă туалетсем пур-ши; Ял культури шăпах «патша та çуран çỹренĕ вырăн» тасалăхĕпе хăтлăхĕнчен пуçланмасть-и-ха; Вĕрентỹ, культура тата сывлăх учрежденийĕсемсĕр пуçне, ял администрацийĕн территорийĕнче почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ, райпон тата уйрăм предпринимательсен 6 лавкки вырнаçнă. Кашни шăматкунах пасар ĕçлет. Пасар укçине яла тирпей-илем кĕртме тата культурăпа спорт мероприятийĕсем иртерме тăкаклаççĕ. Сăмах май, Анат Чаткасри вăтам шкул спортсменĕсем – районта чи вăйлисен шутĕнче. 3. Кашни руководителĕн ача-пăчашăн тăрăшмалла Н.В.Федоров Президент 2003 çула «Çемье çулталăкĕ тесе йышăнни вырăнти влаç ораганĕсене ашшĕ-амăшĕсемшĕн тата ачасемшĕн ытларах тăрăшма хушать. Çак ыйтăва район администрацийĕ çирĕп контроле илни те ачасен пурнăçĕнче сахал мар ырă улшăнусем пуласса шантарать. «Восход» кооператив хăйĕн вăйĕпе Анат Чаткасри «Чебурашка» ача сачĕ валли хулари пек илемлĕ вылямалли площадка туса пани - Президент программине пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшнин ырă «çимĕçĕ». Район админитсрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев çак пуçарăва пур çĕрте те анлăн сарма кирлине палăртрĕ. Пуçарăва ырласа, кашни руководителех ачасем валли вылямалли пĕрер площадка е кану вырăнĕ тума сăмах пачĕ. Ппаллах, вылямалли площадкăсем ача сачĕсенче çеç мар, шкулсенче те, ял урамĕсенче те пулĕç. 4. Умри задачăсем, тĕллевсем Руководитель кунĕнче паянхи хĕрỹ ĕçсем пирки те çивĕч калаçу пычĕ. Çанталăк йĕпе-сапаллă тăнине пула вырма ĕçĕсем вăраха тăсăлни те, ялсене çутçанталăк газĕ кĕртессине хăвăртлатасси те кашнинех шухăшлаттарать. Кĕр тыррисене акмалли чи лайăх вăхăт иртсе пынă май, мĕнпур вăя çĕр хатĕрлесси тата кĕраки çине хумаллине палăртрĕç. Çавăн пекех çĕртме сухи çинчен те манма юрамасть, выльăх-чĕрлĕх ввитисене хĕл валли хатĕрлесе çитермелле. «Руководитель кунне» ялсене тухса ирттерни халăхпа тытакан çыхăнăва вăйлатма, ĕçри çитменлĕхсенчен вăхăтра хăтăлма пулăшĕ, - терĕ семинар ĕçне пĕтĕмлетнĕ май район самоуправленийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев. – Пирĕн паян пурсăмăрăн та Н.В.Федоров Президентăн программисене пурнăçа кĕртессишĕн çине тăрса ĕçлемелле, çак ĕçре ỹрĕк-сỹрĕклĕхпе ответсăрлăх пулмалла мар». Семинар-канашлу вăхăтĕнче пухăннисене тин çеç çаптарнă телефонограммăпа паллаштарчĕç: сентябрĕн çурринче республикăра ялсене тирпей-илем кĕртессине, общество инфраструктурине мĕнле аталантарнине тĕрĕслемелли рейд ирттереççĕ. Апла пулсан, çанăсене тепĕр хут тавăрар, район çыннисем!


27 августа 2003
00:00
Поделиться