ЧăВАШ ЕНРЕ ЯЛСЕНЕ ХУЛА СĂНĔ КĔРТЕÇÇĔ
ЧăНАХ та! Шăмăрша çитсе курăр-ха эсир. Мĕнрен кая вăл хуларан; Тикĕс те тỹрĕ урамсем çитмеççĕ-и; Асфальт сарман-и вĕсенче; Е тротуарсем çук-и; Пурне те, пурне те тунă кунта! Урампа иртсе пыракан ăнсăртран пирус чĕртсе мăкăрлантарчĕ пулсан, унăн тĕпне ăçта чарăннă унта пăрахса хăварма санăн та, манăн та совĕç çитместех. Мĕншĕн тесен юнашарах -- çỹп-çапа пуçтармалли урна е ытти савăт. Сăра е тутлă шыв ĕçнĕ хыççăн кĕленчине унта-кунта пăрахса хăварма та именетĕнех. Чĕрỹнте лăпланусăр ыйту çуралать: кам пуçтарĕ-ха эпĕ паян çỹренĕ тирпейлĕ те капăр урама е халăх йышлăн çỹрекен лапама; Унта йăлтăлтатса тăракан такăр çул, кăмăла каякан музыка, ыранлăха курма, ĕненме чĕнекен, хавхалантаракан фонтан тапса тăрать пулсан; Чăн-чăн хулари пек...
Шăпах çакна ăнланма-пĕлме, унпа чунне ыраттарма пĕлекенсем -- архитеркторсем – ял-хула сăнне тăвакансем пухăнчĕç те Шăмăршă районне. Хăнасен шутĕнче РФ хулисемпе ялĕсене çĕклес тата территорисене аталантарас ĕç управленийĕн начальникĕнчен А.А.Акимовран пуçласа республикăри ялсене çĕнетес тата тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе яваплисем таранах пулчĕç.
Чăннипе илсен, паянхи шăмăршă ялĕ чăн-чăн хулана е пысăк поселока аса илетерет: асфальт сарнă тỹп-тỹрĕ урамсем, çамрăксем тата ытти халăх валли тỹлевсĕрех е кивçенле тăвакан капăр та хăтлă çурт-йĕрсем, чуна тыткăнлакан илемлĕ скверсем... Пурне те, пурне те çынсем хăйсем тăваççĕ-çке-ха.
Хăнасем чи малтан районти тĕслĕх библиотекине кĕрсенех хăйсем «çĕнĕ тĕнчене» лекнине ăнланчĕç. кунти вулакансем хăйсенчен аслисенчен пур енĕпе те уйрăлса тăраççĕ: кĕнекесене е хаçат-журналти курăмлă статьяна унта-кунта шырамалла мар – компьютер хăех тупса парать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев каларăшле: «хăш урам е лапам мĕнле тасалăхра-тирпейлĕхре пулни» таранах.
Кунта тирпейсĕр урамсем е çуртсем кураймастăн: пурте хăйĕн йĕркипе, ку чухнехи пурнăç ыйтăвĕпе килĕшỹллĕн пулса пырать. Пĕрисем çамрăксене çурт-йĕр тумалли, теприсем социаллă ыйтусене татса памалли, виççĕмĕшсем – яла аталантармалли анлă программăсемпе хăйсен пурнăçне тата малашлăхне çыхăнтараççĕ. Ленин урамĕнчи матвеевсем, юнашарти кузьминсем халь-халь пурăнма тытăннă е пырса кĕме хатĕрленнĕ çуртсене пăхăр-ха. Ун пек условисем хулара е хула çывăхĕнче пурăнакансен те яланах пулмаççĕ: вĕри тата сивĕ шыв, хăтлă та пур енĕпе тивĕçтерекен кухня, канмалли, çывăрмалли пỹлĕмсем, бассейн... Вĕсене, тĕпрен илсен, патшалăхăн тĕрлĕ программисемпе, сахал процентпах е пĕр пуссăр паракан кивçен укçа-тенкĕпе тунă е сутăн илнĕ.
Района килнисене, яланхи пекех, пурне те ĕлкĕрекен, çĕнĕлĕхе пуринчен те малтан татса илме тата ĕçе кĕртме пĕлекен хуçалăхсем хушшинче «Шемуршиинская» МСО пуçарулăхĕ тĕлĕнтерчĕ. Кунта çулсеренех социаллă пурнăç ыйтакан вун-вун объект хута яраççĕ: шкул, пурăнмалли çуртсем, культура, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем, уйрăм çынсен çурчĕсем... Çав вăхăтрах республикипех палăрнă строительсем çĕнĕлĕх хыççăн çĕнĕлĕх ĕçе кĕртеççĕ: çурт çине витмелли материал, строительствăна хăвăртлатмалли тата çăмăллатмалли майсем, çĕнĕ йышши строительство материалĕсем... Вун икĕ хваттерлĕ «социаллă пурăнмалли çурт» программипе никĕсленнĕ çĕрте, авă, кирпĕч вырăнне унран темиçе хут йỹнерех материалпа - пенобетонпа усă курма пуçланă. ăна никам та мар, хăйсемех, икĕ производство лаптăкĕнче туса кăлараççĕ. Кĕскен каласан, хăйсене – тупăшĕ, халăха – ырлăхĕ. Çак паха материалпа темиçе объектра усă курма пуçланă. Вăл йỹнĕ те перекетлĕ пулни районти архитекторсене кăна мар, Мускавран килнисене те питĕ килĕшрĕ.
Кĕске вăхăтрах республикăра паха спорт сооруженийĕсен шутне кĕнĕ ипподром, çул-йĕр участокĕ туса лартнă çул-йĕр участокĕ туса лартнă илемлĕ те хăтлă объектсем пурне те тепрер хут та пулин килсе курма хисстеççĕ.
«Эпĕ кунта киличчен ялсен сăн-сăпачĕ çапла çĕнелсе улшăнасса шутламан та», - хăйĕн шухăшне пĕр пытармасăр каларĕ раççейри архитекторсен канашĕн вице-президенчĕ Ю.А.Сдобнов.