Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЮНЛ&#259 Й&#276РЕ ПЫТАРАЙМАН...

Кăçалхи апрелĕн 25-мĕшĕнче,çурçĕр иртсен,шалти ĕçсен пайĕнчи дежурнăй пульчĕн телефонĕ янăраса кайнă. --Пăчăрлă Пашьелĕнче, хăйĕн килĕнче, Ю.Тутаев виллине тупнă,_-илтĕннĕ трубкăран. Шалти ĕçсен пайĕн следствин опергруппине прокуратура ĕçченĕсем çийĕнчех вырăна тухса кайнă. Мĕскер пулса иртнĕ-ха; Тутаев вилĕмĕн сăлтавĕ ăçта,мĕнре; Следстви тỹрех ĕçе пуçăннă. Кил хуçине темиçе çĕртен çĕçĕпе чикнĕ иккен6юлашкинчен пырне касса татнă. Витери лаша та вырăнта çук. Тутаева лашашăн вĕлермен-ши; апла пулсан, ку ĕçе кам е камсем тума пултарнă Йĕрке хуралçисем умне темиçе верси те тухса тăнă:хăшне суйласа илмелле; Пахчара икĕ çыннăн ура йĕрĕсем лайăхах палăрса юлнă. Следствие тăснă май, опергруппа ял хĕрринче çухалнă лашана асăрханă. Оперативлă шырав ушкăнĕ преступление тума пултарнă çынсене палăртма тытăннă.Юлашкинчен айăплă теме пултаракан çынсенчен пĕрне тытса чарма май килнĕ. Çакă палăрнă: пĕр кун маларах,каçхине 23 сехет те 20 мнутра Я.А.В. (ятне туллин кăтартмăпăр—следстви вăрттăнлăхĕ) Тутаев патне пынă пулнă-мĕн. Вăл—Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра çуралнăскер,Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнаканскер. ăна малтан та тĕрлĕрен преступленисем тунăшăн икĕ хутчен судпа айăпланă пулнă. Я.А.В. Тутаева вĕлерме малтанах тĕплĕн хатĕрленнĕ пулни палăрнă. Вĕсен хушшинчи çыхăнусем ытла чаплах пулман иккен. Юлашкинчен преступник хăйĕн ирсĕр тĕллевне пурнăçĕ кĕртнĕ-кĕртнех: Тутаева тĕрлĕ çĕртен вунă хута яхăн çĕçĕпе чикнĕ, юлашкинчен унăн мăйне касса янă,пырне касса татнă,унтан, йĕрне пытарас шутпа,витери лашана кăларса янă... Пахчари икĕ çын ура йĕрĕсем тенĕрен...Вĕсене иккĕшне те Я.А.В. хăварнă иккен. Çакна та вăл йĕре пытарас, следствие йăнăш çулпа ярас шутпа тунă-мĕн. Çакă палăрнă: преступник çак каç Тутаев патне икĕ хутчен пынă иккен, малтан—калушпа, унтан—атăпа. Акă, ăçта иккен икĕ çын ура йĕрĕсен вăрттăнлăхĕ! Малтанласа Я.А.В. преступлени тунине йышăнасшăн пулман, тунма хăтланнă. Юлашкинчен вара ирĕксĕрех айăпа йышăнма тивнĕ. Следстви вăхăтĕнче преступник хăйĕн килĕнче наркотик хатĕрĕ—мăкăнь упрани те палăрнă. Халĕ унăн икĕ статьяпа ответ тытма тивет.


05 июля 2003
00:00
Поделиться