ШКУЛСЕНЧЕ ТĂРАТЬ ĔÇ ШАВĔ
Ачасен çуллахи каникулĕн пĕр уйăхĕ хыçа юлчĕ те ĕнтĕ. Кану кунĕсене савăк кăмăлпа ирттерни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Шкулсенче вĕренекенсем валли ĕçпе кану лагерĕсем те йĕркеленĕ. Апла шкул алăкĕсем каникул вăхăтĕнче хупăнса тăмаççĕ, вĕсенче хаваслă кулă, ĕç шавĕ янраса çеç тăрать. Мĕнле ĕçсем туса ирттереççĕ-ха ачасемпе вĕрентекенсем;
Р. А. Егорова, Пуянкасси шкулĕн директорĕ: Кăçал пирĕн шкул 10 гектар сахăр 6 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕрсене «Колос» агрофирмăпа килĕшỹ туса çумлама килĕшрĕ. Ачасем çак сĕнĕве хаваспах йышăнчĕç. Пĕр ачана çумлама пай та çитеймерĕ, кăмăлсăрланчĕ ĕнтĕ çав вĕренекен. Пĕрремĕш хутне çумласа пĕтернĕ те ĕнтĕ, уншăн ачасене 200 тенкĕ укçа парса хавхалантарнă. Иккĕмĕш хутне çумран тасатнăшăн та тỹрех тỹлесе тататпăр. Мĕнле ĕçлеççĕ, укçине те çаплах илĕç.
Шкул çумĕнчи пахчара та ĕçсем пыраççĕ. Кунта вăтам класри ачасем тăрăшаççĕ.
А. В. Чумуркина, Анат Чаткас шкулĕн воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ: Каникул вăхăчĕ тесе ачасем ĕçсĕр урам тăршшĕпе йытă хăваласа çỹремеççĕ. Малтанах хатĕрленĕ график тăрăх вĕренекенсем шкул çумĕнчи пахчана ĕçлеме килеççĕ. Тăрăшса вăй хураççĕ вĕсем.
Çавăн пекех шкул 10 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕре те çумран тасатать. Кунта вуннăмĕш классем пуçарулăх кăтартаççĕ. Класс пỹлĕмĕсенче юсав ĕçĕсене пуçăннă. Тăрăшсах тирпей-илем кỹрессишĕн ĕçлетпĕр.
О. М. Еремеева, Чукал шкулĕн воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ: Çанталăк çумăрлă пулсан та шкул çумĕнчи пахчара çимĕçсемпе чечексене çум-курăкран тасатсах тăратпăр. Вĕренекенсем кутăнлашса тăмасăрах каланă вăхăтра килеççĕ.
Аслăрах класрисем шкулти юсав ĕçĕсенче тăрмашаççĕ. Хăйсен иккĕмĕш килне хăтлă та илемлĕ тăвассишĕн çунаççĕ.
Шел те, пирĕн колхоз саланнăран чĕкĕнтĕр таврашĕ çук. Çĕр улми те шкул столовăйĕ валли ачасен хăйсен килĕнчен илсе килме тивет. Хамăр акса çитĕнтерме вăй çитерейместпĕр. Пирĕн ун валли техника та çук.
В. В. Хорькова, Шăмăршă шкулĕн воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ: Кашни çулах шкулта юсав ĕçĕсем иртеççĕ. Кăçал кивĕ çуртăн иккĕмĕш хутне çĕнетесшĕн. Çакă ачасен вăйĕпе пулĕ.
Вун пĕрмĕш класа куçнисем ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă виçĕ гектар чĕкĕнтĕр çумлама килĕшрĕç. 68 ача кĕçех иккĕмĕш хутне те çумласа пĕтерĕç.
Шкул çумĕнчи пахчара та ĕç вĕресе кăна тăрать. Тухăçлă çимĕç пултăр тесе ывăннине пĕлмесĕр ĕçлеççĕ ачасем.