НАРКОМАНИ - ХĂВĂРТ ВИЛĔМ
Вăхăчĕ çапла килсе çитрĕ пулмалла, этемĕн пурнăçĕ ытла та ылмашса кайрĕ, нумай-нумай çыннăн пурнăç тĕрекĕ çухалчĕ. +ухалнă тĕреке шырама та, хытарма та пăрахрĕç хăшĕсем. +авăнпах ĕнтĕ чылайăшĕ хум ăçта илсе каять – унталла каяççĕ. Ишме, кĕрешме пăрахнă, хумран уйрăлас тесе пĕр вăй та хумаççĕ, уйрăмах çамрăксем çапла пурăнаççĕ. Юлашки çулсенче çамрăксем хушшинче наркомани чирĕ вăй илсе кайрĕ.
Наркомани – хăрушă чир. Пĕр хут тытанса курсан, унран хăтăлма пĕрре те çăмăл мар. Хăйĕн «аллисемпе» пăтранакан авăрса сĕтĕрсе кĕртет. Вăл хушни пек пурăнма пуçлатăн. Сире мĕн хаклă пулнă – вĕсем сирĕншĕн ют. Норкотикпа туслашрăн пулсан, этемĕн туймĕсем çинчен манатăр: юратма, савăнма, хурланма та пĕлместĕр. Наркотик тытăмне лекнĕ çыннăн прунăçĕ романтика мар, кулленхи хăрушлăх, хăвна ыттисен умĕнче мĕскĕннĕн тытни, çынлăха çухатни. Самантлăх киленỹ илнĕшĕн тĕрлĕрен гепатит, ВИЧ – инфекци çакланас хăрушлăх пысăк.
«Анăç парни» ырри патне илсе çитерменни каламасăрах паллă. Эсир «чĕртнĕ» чир куллен - кун нумайрах «апат» ыйтма пуçлать, шурă порошок дозине ỹстерсех тăмалла. +акăнпа пĕрлех сывлăх хавшани палăрма пуçлать. Чир вара пĕр шелсĕр шалтан шала кĕрсе пырать.
Каларăмăр ĕнтĕ, наркотикпа туслашнисен йышĕ çулран çул ỹссех пырать. Нумай ашшĕ-амăшĕ ачисен характерĕ Улшăннине сисет, çапах та ăнланма тăрăшмасть. Час-часах йывăр вăхăт, самана çинче йăвантарать. Тĕпрен илсен, чылай ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕ наркотикпа туслашни пирки шутлама та пултараймасть. Уйрăмах çакă шкул пĕтерсе хулана вĕренме кайнисен хушшинче пулать. Вĕсем ирĕклĕ пурнăçа хăнăхаççĕ, ыттисенчен нихăш енĕпе те «катăк» мар тесе шурă порошок тыткăнне çакланаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ, сирĕн ача хăйне урăхларах тытма пуçларĕ пулсан, килтен укçа, хаклă япаласем çухалсан, шкула çỹресси çине алă сулсан, сирĕн ачăр наркомани енне ура ярса пусман-ши тесе шутласа пăхăр. Ку пуçламăшĕ çеç пулма пултарать. +авăнпа та çамрăксене сăнасах тăмалла. Ал-ура çинче укол тунă паллăсем сĕтел çинче трубка евĕр çавăрнă хут таткисем, порошок евĕр веществосем асăрхасан, ним шутласа тăмасăр ачана нарколог патне илсе каймалла.