ÇУЛĔСЕМ ТЕ, ХĂЙСЕМ ТЕ ИЛЕМЛĔ
«Шăмăршăри ДРСУ» ГУП – районта çеç мар, республикăра та малта пыракан коллективсенчен пĕри. Çак хастар тата нумай çул хушши Чăваш Республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ О. М. Ефимов пултаруллă ертсе пырать.
1. «УТМĂЛĂН, УТМĂЛĔШ ТЕ ХАМĂРĂН!»
ÇУЛ_ЙĔР тăвакансен хĕрỹ ĕçĕ апрель уйăхĕн вĕçĕнче пуçланнă та, паян кун та вĕресе кăна тăрать. Хресчене çумăрлă çанталăк чăрмантарать пулсан, çул саракансем йĕпе-сапана парăнмаççĕ. Кашни ирех ДРСУ картишĕнчен тĕрлĕ йышши 31 техника тухса каять, утмăл çын хастар ĕçе пуçăнать.
_ Ĕçре чăн малтан çирĕп дисциплина тата тирпейлĕх кирлĕ, _ терĕ ДРСУ ертỹçи О. М. Ефимов. _ Пăхăр-ха пирĕн картишне – пĕр çỹп-çап куратăр-и; Е тата ĕçсĕр сулланса çỹрекен пĕр çынна асăрхарăр-и; Çук ун пек тĕслĕхсем, çавăнпах ĕçĕмĕр те кал-кал пырать.
Кермен пек патвар, çынпа чунне уçса калаçакан çак илемлĕ арçын тỹрех кăмăла каять. Хăш-пĕр чухне усал та пуль-ха, анчах виçеллĕ кăна, никама та сăмахпа кỹрентерсе пĕтермест. Олег Михайлович пирки тăван коллективра çеç мар, районта та ыррине çеç илтнĕ эпĕ.
Çапла, кăçал çул тăвакансем нихçанхинчен те тăрăшарах ĕçлерĕç. Çакна район администрацийĕн пуçлăхĕ В. П. Фадеев та кашни канашлурах палăртать, ытти ертỹçĕсене Олег михайловичран тĕслĕх илме сĕнет.
Акă, сезон пуçланнăранпа пурнăçланă хăш-пĕр ĕçсене тишкерсе тухар: Шăмăршăра 3 километр тăршшĕ çула тĕпрен юсанă, шкул патне çити 400 метр асфальт сарнă. Карапай Шăмăршăра 1,5 километр асфальт çула юсаса тухнă. Часткаспа Патиреке каякан çулсене – пурĕ 1800 метр тăршшĕ – тĕпрен юсанă.
Шăмăршăри Хĕвеланăç урамĕнче 800 метр, Акатуй вăрманне çити 1 километр çул çине асфальт сарни те - çав тери пысăк ĕç. Район центрĕнчи К. Маркс урамĕнче те хĕрỹ ĕç пуçланнă – 550 метр çула, вак чул сарса çирĕплетнĕ. Кĕçех çак урамра асфальт та сарăлĕ. Çавăн пекех Красный Бор урамĕнче пурăнакансем те малашне пылчăк мĕнне манĕç.
2. «РЕКОРД ТУРăМăР, НИКАМ ТА ПĔЛМЕРĔ ...»
Çапла ỹпкелесе кĕтсе илчĕç журналиста ДРСУн асфальтпа бетон заводĕнче.
Чăнах та, кăçалхи икĕ уйăхра вĕсем 7 пин тонна ытла асфальт «пĕçернĕ». Унчченхи çулсенче пилĕк уйăхра та кунтан ытла хатĕрлеймен иккен. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр, канмалли кунсемпе уявсене пăхмасăр ĕçлет асфальт çавочĕ. В. Вашуркин мастер ертсе пыракан туслă коллектив кунсерен 200-250 тонна продукци туса кăларать.
Н. Захаров оператор, С. Любимов, Н. Краснов дозировщиксем, Ю. Ильин битумовар сменăри нормăна яланах ирттерсе тултараççĕ.
Каярах юлса пулин те, ĕçри рекордпа чун-чĕререн саламлатпăр сире, асфальт хатĕрлекенсем!
3. ПĔРИНЧЕН ТЕПРИ МАТТУР
ДИРЕКТОР çумĕ В. Г. Федотов лайĕх ĕçлекенсене тулли кăмăлтан асăнчĕ. АБЗра вăй хуракансем пирки каларăмăр-ха маларах. Вĕсемсĕр пуçне С. Харитоновпа Н. Кудряшов мастерсене, А. Родионов механика, В. Краснов грейдериста, тиекен техникăпа ĕçлекен пĕртăван Михаилпа Николай Сергеевсене, водительсенчен пĕртăван Александрпа Евгений Стратилатовсене, В. Погашова, Ф. Насыбуллинпа И. Саыдеева, В. Вашуркина ăçтан манса хăварăн; Çавăн пекех А. Шамеев, В. Кудряшов, В. Кисамеев, А. Старый, С. Ларионов тата ытти рабочисем те пире тикĕс те тỹрĕ çул парнелесшĕн нумай тăрăшаççĕ.
4. ИППОДРОМ – ТĔП ОБЪЕКТ
ШăМăРШăРА хальчен ыйтусене тивĕçтерекен ипподром тăвассси пирки шухăш çуралсанах, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. П. Фадеев «Агростройсервис» тата ДРСУ ертỹçисемпе А. В. Максимовпа тата О. М. Ефимовпа тĕл пулса канашланă.
_ Сирĕн çине пысăк шанăç хуратăп _ ипподром кăçал хута каймаллах! – тенĕ яланхилле çирĕппĕн Валерий Петрович. Александр Васильевичпа Олег Михайлович район администрацийĕн пуçлăхĕн ыйтăвне ырласа йышăннă, лаша спорчĕ Аталанни Шăмăршă тăрăхĕн ятне-сумне çĕклессине вĕсем лайăх ăнланнă.
ДРСУ вăйĕпе ипподромра утсем чупмалли 800 метр тăршшĕ, 12 метр сарлакăш çаврака çул тумалла, асфальт сарса çирĕплетмелле. Вăхăта пăхмасăр, çанталăк чăрмантарнине сирсе ĕçленин кăтартăвĕ куç умĕнче: ипподромри тĕп объекта тăвасси вĕçленсе килет. О. М. Ефимов директор халĕ те, ытти ĕçченсем те ир пуçласа тĕттĕмленичченех район администрацийĕн заданине пурнăçланă çĕрте тăрăшаççĕ.
Паллах, коллектив валли ытти ĕçсем те чылаă. Анат Чаткас урамĕпе автомашинăсемпе автобуссем çаврăнмалли вырăн туни те, Пăчăрлă Пашъел клубĕ патне пыракан çул çине чул сарни те, вак-тĕвек урăх ĕçсем те ДРСУ пĕр кун та ахаль ларманнине çирĕплетеççĕ. Анат Чаткасра тата Шăмăршăра илемлĕ автопавильонсем туса лартни те – район сăн-сăпатне илемлетни.
ДРСУ администрацийĕ тăрăшнипех Европа шайĕллĕ трактир тата хăна çурт çĕкленчĕ, унта хуть те мĕнле чаплă хăнана йышăнма та вăтанмалла мар. Çавăн пекех çул тăвакансем Чукал тăрăхĕнчи çĕрсене те сухаласа-акса хăварчĕç, малашне ял хуçалăх отрасльне те алла илес емĕтпе пурăнаççĕ.
Ĕçлекенсене, тăван районшăн ырми-канми тăрăшакансене мухтамасăр ăçтан чăттăр чун;