Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«МЕРЧЕН» МЕРЧЕНРЕН КАЯ МАР

Васанти Халăх музейĕ çумĕнчи ачасен «Мерчен» фольклор халăх ушкăнне районта кăна мар, республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пулса курнă вăл, пиншер çынна хăйĕн пултарулăхĕпе—чăвашсен йăли-йĕркисемпе паллаш-арнă. Çамрăк артистсене пур çĕрте те яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ,татах килме ыйтаççĕ. Нумаях пулмасть кăна-ха «Мерчен» Чăваш Республикин Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Ларшников ертсе пынипе,Чĕмпĕре кайса килнĕ, унти чăваш акатуйĕнче хăйĕн ăсталăхĕпе савăнтарнă. Ятарлă автобуспах кайнă унта ачасем Чĕмпĕре, ку тĕлĕшпе вĕсене Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул дирекцийĕ пулăшнă. Мерченçĕсемпе пĕрлех,кунти вĕренекенсем те Атăл хĕрринчи хулана кайса курма хапăл тунă. Васансем Чĕмпĕрти Винковка ращинче икĕ концерт площадкинче куракансене чăваш юрри- такмакĕсемпе паллаштарнă. Ытти пултарулăх ушкăнĕсене çынсем хăйне майлă çеç йышăннă пулсан,»Мерчен» концерчĕ хыççăн сывлăша çурасла алă çупни нумайччен кĕрленĕ, «Тата», «тата» тени вăрахчен янăранă. Эх, кама кăна килĕшмест-ши,хăйĕн ытамне илмест-ши чăваш юрри-кĕвви—мăн асаттесемпе асаннесенчен ламран лама куса пыракан нимĕнпе те виçейми хаклă пуянлăх! Кашни юрри-такмакĕ—хăй мерчен пĕрчи, ташши—ытарайми асамлăх. Концерта ертсе пынă Саша Тюнтеровпа Таня Полякова та пĕр-пĕр чаплă конферасьерен нимĕнпе те кая мар. Саша Сатаров вырăсла-чăвашла юрласа-такмаклани, ура тĕпĕсенчен хĕлхем тухасла ташша иçаптарни те хăйех пысăк искусство çулĕн пуçламăшĕ. Мĕн çитет-ши тата анатри чăвашсен »Ахаяс» ташшине; ăна ансамбльри Наташа Смаевапа Алиса Антонова епле илемлĕ ташлаççĕ! Оля Яковлева,Сашăпа Коля Смаевсем, Клавапа Денис Ларионовсем,Таня Тимофеева,Света Яковлева та тĕрлĕ енĕпе ăста: юрлаççĕ Те,ташлаççĕ Те, такмаксем шăрантараççĕ. Вĕсене те Чĕмпĕр чăвашĕсемпе куракансем чылайччен сцена çинчен ямарĕç. ачасене çапла çеç пулĕ те, çак хушăра вара ансамбль ертỹçи тарне шăлса ĕлкĕреймерĕ,е, сăнарлă каласан, Чĕмпĕр сценине хăйĕн тарĕпе шăварчĕ. Акатуя йĕркелесе пыракан жюри «Мерчене» тивĕçлипе тав туса хакларĕ: пулас артистсем пылак кучченеçсемпе сăйларĕ, хаклă парнесемпе чысларĕ. ...Юлашки концерт вĕçленсен ачасем сцена çинчен анма та ĕлкĕрейменччĕ—Чĕмпĕрти Заводской районĕн ертỹçисем хупăрласа илчĕç: хулана ют çĕршывсен делегацийĕсем килсе çитмелле-мĕн,вĕсене тивĕçлипе кĕтсе илмелле иккен. Кун пек чухне хăнасемшĕн чăваш юрри-такмакĕ,ташшинчен лайăхраххи,пахи мĕн пултăр! Мерченçĕсем Акатуйри тĕрлĕрен вăйăсемпе конкурссене те хаваспах хутшăнчĕç, хăйсен ăс-тăнĕпе ăсталăхне кура хаклă парнесенех çĕнсе илчĕç. --Татах килĕр,эпир сире яланах хапăл,__çакнашкал ырă сунса ăсатрĕç чĕмпĕрсем васансене. «Мерчен» ку сĕнỹпе хапăлласах килĕшрĕ. Апла пулсан, черетлĕ тĕлпулуччен аăхăт ытла вăрах иртмĕ.


02 июля 2003
00:00
Поделиться