Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

УЯВ КУН&#276НЧИ ВЫСТАВК&#258СЕМ

РЕСПУБЛИКА кунĕнче Шăмăршăри Культура Керменĕнче асра юлмалли мероприятисем чылай пулчĕç. Вĕсенчен пĕри – Чăваш патшалăх ỹнер музейĕ йĕркеленĕ картинăсен выставки. Куракансем Н. Овчинниковăн «Тантăшсем», Р. Терюкалован «Портрет», Н. Садюковăн «Сенкер çуркунне», Н. Егоровăн «Укăлча умĕнче», В. Медведевăн «Çуркунне пуçламăшĕ», В. Милославскаян «Фиалкăсем», Г. Козловăн «Çывхарать-çке ырă çуркунне», «Сан яту çуталтăр чĕрере», «Шупашкарăм, савнă Шупашкар», К. Длгашовăн «Июнь» картинисемпе юратса паллашрĕç. Уяв кунĕ çавăн пекех «Шăмăршă: ĕнер, паян, ыран» фотовыставка уçăлчĕ, вăл Культура Керменĕнче малалла та ĕçлет. Акатуй иррттерекен вырăнта вара «Алăсталăхĕн ылтăн пĕрчисем» выставка халăх кăмăлне çĕклерĕ. Унта Раççейри тата Чăваш Енри алăстисен ытарма çук илемлĕ ĕçĕсене кăтартрĕç. Чăннипех те талантсенчен пуян иккен пирĕн юратнă çĕршывăмăр!


28 июня 2003
00:00
Поделиться