ТĂВАН РЕСПУБЛИКА УЯВĔ ИЛЕМЛĔ ИРТРĔ ШĂМĂРШĂРА
ПУРНăÇРА тĕрлĕ уявсем нумай. Официаллă уявсене эпир канмалли кунсем туса панăшăн хисеплетпĕр. Июнĕн 24-мĕшĕ вара пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн паллă. Çак кун – Чăваш Республикин тĕп уявĕ. ăна кĕтсе илме нихçанхинчен те тăрăшарах, пĕтĕм вăя хурса хатĕрлентĕмĕр.
Чăваш патшалăхĕн уявĕ (2000 çултанпа – Республика кунĕ) çç 1995 çулта ахальтен çуралман. 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче ВЦИКпа Совнарком Чăваш автономине туса хурасси çинчен йышăннă Декрета хисепе хурса, республикăмăр Президенчĕ Н.В.Федоров хăйĕн Указĕпе çак куна пĕтĕм халăх уявĕ туса хурасси çинчен пĕлтерчĕ. Уява Шупашкарта çеç мар, общество инфраструктури аталанăвĕнче уйрăмах палăрнă районта та ирттерме йышăнни те Республика кунĕн пĕлтерĕшне ỹстерчĕ. 2003 çулта çак чыса пирĕн юратнă Шăмăршă районĕ тивĕçрĕ.
ÇĔНЕЛСЕ илемленнĕ, çамрăкланнă Шăмăршă вĕçĕ-хĕррисĕр Раççейĕн тĕрлĕ региосенчен, çавăн пекех чикĕ Леш енчен те килнĕ хăнасене çăкăр-тăварпа, чун ăшшипе кĕтсе илчĕ. Респуюлика кунĕн программи анлă та пуян, пирĕн корреспондентсем уявăн пур мероприятийĕсенче те пулма тăрăшрĕç.
Вунпĕр сехет тĕлне Шăмăршă çывăхĕнчи çĕнĕ ипподрома республикăри районсемпе хуласен администраци пуçлăхĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, уяв хăнисемпе республика кунне паллă тума пуçтарăннă халăх йышлăн килсе çитрĕç.
Часах янкăр хĕвеллĕ тỹпере вертолет курăнса кайрĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ертсе пыракан делегацие çăкăр тăварпа кĕтсе илме район администраци пуçлăхĕ В.Фадеев тин çеç анса ларнă вертолет трапĕ Патне çитсе чарăнсан ипподрома пухăннă халăх тăвăллăн алă çупса ячĕç.
Республика кунне уявлама Шăмăрша ЧР Президенчĕпе пĕрле Раççей Федерацийĕн Национальноç ĕçĕсен министрĕ В.Зорин, ЧР патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский, С.П.Королев ячĕллĕ «Энергия» ракетăпа космос корпорацийĕн космонавт- испитателĕ, Раççей Геройĕ Н.Бударин ентеш, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Совечĕн представителĕ П.Лебедев килсе çитрĕç.
Район администраци пуçлăхĕ В.Фадеев Республика кунне уявламашкăн Шăмăрша килнĕ Президентпа хаклă хăнасене, район çыннисене ăшшăн саламларĕ, уяв уçăлнине пĕлтерчĕ.
Республика ялавне çĕклеме ирĕк пачĕ. Чăваш Гимнĕн çеммипе республика ялавне çĕклеме иртнĕ çулхи призерсем А.Максимов, Е.Краснов тата А.Каргин тивĕçрĕç. Унтан Н.Федоров Президент саламлă сăмах илчĕ. Вăл тăван Республика кунĕпе пурне те хĕрỹллĕн саламларĕ, ĕçчен те пултаруллă, тарават та сăпайлă Шăмăршă халăхне уява лайăх хатĕрленсе чаплăн кĕтсе илнĕшĕн тав турĕ, телейпе ăнăçу сунчĕ.
Раççей Федерацийĕн национальноçсен ĕçĕн министрĕ В.Зорин та хăйĕн саламлă сăмахĕнче чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕпе пултарулăхĕнчен чăннипех те тĕлĕннине палăртрĕ.
Уяв программин тĕп шăнăрĕ – урхамахсен ăмăртăвне уçнă хыççăн Президентпа тата унпа пĕрле килню хăнасем капăрлатса илемлетнĕ Шăмăршă еннелле çул тытрĕç.
Республика кунĕ Шăмăршăсемшĕн тепĕр савăнăçлă та чаплă самантпа паллă юлчĕ. Çак кун Шăмăршăри Хĕвел анăç урамĕнче пурăнакансем патне çут çанталăк газĕ илсе çитерчĕç. Нумаях пулмасть кунти çула асфальт сарнă. Çавна май Н.В.Федоров ДРСУра ĕçлекен Ильяс Садеевпа «Карлинская» агрофирма водителĕ В.Мишин çемйисем пурăнакан килсенче газ çутнă çĕре хутшăнчĕ.
Ипподромри тĕлпулура шăмăршăсен газ кĕртес, пурăнмалли çурт-йĕр лартас, çул тăвас тĕлĕшпе уйрăмах хастар пулнине Николай васильевич ăнсăртарн мухтамарĕ Иккен. Чăнах та Президент çитсе курнă çак урам таврашĕнче кăна кăçал тăватă километра газ пăрăхĕсем тăснă. 10 çурта газ кĕртме хатĕрлесе çитернĕ тата 12 хуçалăхра çывăх вăхăтрах «сенкер çулăм» çитмелле.
Пĕтĕмĕшле илсен, республика ертỹçисем пулăшнине тата райадминистраци пуçлăхĕ В.Фадеев тăрăшнине районта кĕске хушăрах çав тери нумай та пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Районти 31 ялтан 16-шне çутçанталăк газĕ илсе çитернĕ. Иртнĕ çул çеç 25 километра яхăн газ пăрăхĕсем хывнă, 500 çурта «сенкер çулăмпа» тивĕçтернĕ. Кăçал вара газ пăрăхĕсене 80 километр хывма палăртнă, çав шутран 20-мĕшне хушма укçа-тенкĕпе. 2003 çулта кăна ялсене газификацилеме тĕрлĕ çăлкуçсенчен 23 миллион ытла укçа-тенкĕ яма палăртнă. Кăçал кăна 157 киле газ çитнĕ. Çакна палăртма та кăмăллă, района газификацилеме уйăрнă укçа-тенке пĕтĕмпех усă курнă.
Çак кун Шăмăршăри Кузьминсен çемйинче те пысăк савăнăç пулчĕ. Ипотека корпорацийĕ Пулăшнипе кунти Уруков урамĕнче икĕ уйăхрах Кузьминсем валли пурăнмалли çурт туса лартнă. Вăл хулари е ют çĕршывсенчи пурăнмалли çуртсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Виçĕ пỹлĕмлĕ хваттерте газ, хутса ăшăтмалли система, вĕри тата ăшă шыв, ванна, туалет. Пурăн, савăн кăна. Çак ырлăха лекме çурт хуçисене Федерацин «Яла 2010 çулччен аталантарасси» программипе килĕшỹллĕн 30 процент каялла тавăрса памалла мар субсиди пани те пулăшнă.
ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров ытти хăнасем Кузьминсен çĕнĕ çуртне кĕрсе курчĕç вĕсемпе пĕрле савăнчĕç. Кузьминсем Николай Васильевичăн çĕнĕ пỹрт парнине хаваспах йышăнчĕç, чĕререн тав турĕç.
Шăмăршă халăхĕшĕн çав кун тепĕр самант та яланлăхах асра юлĕ – кунта тĕслĕх библиотека уçни. Кун пек библиотека республикăра пĕрремĕш хут уçăлать. Шутласа пăхсан, тĕлĕнтермĕшĕн виçи те çук. Малашне Шăмăршăри библиотекăна кĕрсен интернетпа çыхăнатăн та унтан кирек ăçта та – Франци и Америкăри, кирлех пулсан Австралири чи пысăк библиотекăсене лекме-çитме пултаратăн. Шăмăршăри тĕслĕх библиотекине уçнă çĕре республикăри пур районти тĕп библиотекăсен ертỹçисем те хутшăнчĕç.
Библиотека ĕçченĕсемпе Н.В.Федоров Президентпа, унта пынă хăнасем тĕл пулчĕç. Николай Васильевич вĕсемпе ăш-пиллĕн калаçрĕ, библиотекăсен пĕлтерĕшне пысăк хак пачĕ.
ШăМăРШă хапхи – автовокзал умĕ. Ирпе вунă сехетрех кунта çăмăл автомашинăсем те, автобуссем те пĕрин хыççăн тепри пыра-пыра чарăнчĕç. Акă, хĕвелпе çуталса, куçа илĕртсе речĕпех вĕр-çĕнĕ автобуссем лараççĕ. Пурин çине те «Шкул автобусĕ» тесе çырнă. Эх, кама парнелĕ-ши Президент паян çак хаклă транспорта. Çак хисепе тивĕç пулассишĕн миçе шкул директорĕ ĕмĕтленмест пуль. Республикăра «Шкул атвобусĕ» программа ăнăçлă пурнăçланса пырать, унпа килĕшỹллĕн пĕлтĕр районти 4 шкул автобуслă пулса тăчĕç.
--Килеççĕ! Килеççĕ! - савăнăçлăн кăшкăрчĕç кĕтсе тăракансем Шупашкар енчен килекен автобуссемпе çăмăл автомашинăсене курсанах. Пĕрин хыççăн тепри делегацисем килсех тăраççĕ. Чăн малтан Елчĕкпе Комсомольски тата Патăръел районĕсенчи фольклор коллективĕсем килсе çитрĕç. Вĕсем хыççăн – Эстони, Беларусь, Çурçĕр Осети, Калмăк, Тутарстан, Удмурти, Мари-Эл, Мордва, Чукотка çĕрĕсенчен килнĕ хаклă хăнасем. Аякри хĕвеллĕ Итали çĕршывĕнчен те пысăк делегаци çитнĕ.
Эх, тумĕсем епле илемлĕ тата! Кашни халăх хăйĕн музыка инструменчĕсемпе, инçе çултан килнĕ пулсан та хăнасем ывăнни пĕрре те палăрмасть.
Хаклă хăнасем хушшинче хамăрăн хисеплĕ ентешĕмĕре, СССР халăх артистне В.Н.Яковлева асăрхарăм. Валерий Николаевичăн сăн-пичĕ хĕвел пек çиçнинченех унăн кăмăлĕ лайăххи палăрать.
--Республика кунне Шăмăршăра ирттерни -- пысăк телей, - терĕ чаплă артист. – Ку вăл Чăваш Ен уявĕ çеç мар, тĕнчери вун-вун халăх уявĕ те. Çанталăкĕ Те паян ытармалла мар, уяв та çавăн пекех илемлĕ иртессе çирĕп шанатăп.
Чукоткăран килнĕ хăна – Тимерэн Ягудин та Чăваш çĕршывĕн илемĕпе, халăх тараватлăхĕпе çав тери кăмăллă пулни çинчен пĕлтерчĕ. Тимерэн пирĕн пекех ялта пурăнать иккен, пăлан ĕрчетет, пулă тытать. Вĕсем патĕнче колхозсем арканнишĕн, уйрăм хуçалăхсем çеç тăрса юлнишĕн хытă пăшăрханать. Эпир ăна Чăваш Республикинче ял хуçалăхĕ те, хула пурнăçĕ те начар мар аталанни çинчен савăнсах пĕлтертĕмĕр. Ку вăл пĕрре те мухтанни мар, пурнăç чăнлăхĕ.
ПĔРИН хыççăн тепри йĕркеленсе тăнă делегацисем Шăмăршăн аслă урамĕпе юрласа утнин илемне çырса кăтартма та май çук. Çĕр-çĕр çын пăхса тăчĕ хăнасем çине, çĕр-çĕр çак кун чунтан савăнчĕ.
Акă, хăнасем хулари пек чаплă Культура Керменĕ умне çитрĕç. кунта вĕсене Васанти музей çумĕнчи ачасен «Мерчен» халăх ансамблĕ чыслăн кĕтсе илчĕ. Чуна хумхантарса, кăмăла çĕклесе чăваш юрри-кĕвви янăрать.
Уяв халăхĕ Акатуй ирттерекен вăрмана куçрĕ. Кунта «Атăлçи çăлкуçĕсем» ятлă Пĕтĕм Раççейри вунпĕрмĕш юрă-ташă фестивалĕ пуçланчĕ. Тĕрĕссипе, çак фестиваль Атăл тăрăхĕнче çеç мар, пĕтĕм Раççейĕпех, тата чикĕ леш енче те иртет.
Район администрацийĕ ертсе пынипе, промышленность предприятийĕсем Акатуй ирттерекен вырăн чи çỹллĕ шайра пултăр тесе питĕ нумай тăрăшнă. Уяв сцени те, канмалли вырăнсем те ытарма çук илемлĕ. Кĕскен каласан, юрла, ташла, чунтан савăн, ĕçчен халăх!
Акă, хумхануллă самант: уяв сцени çине хаклă хăнасем – Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, Раççей Федерацийĕн национальноç ĕçĕсен министрĕ В.Ю.Зорин, Раççей Геройĕ Н.М.Бударин летчик-космонавт, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.А.Михайловский, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев тата ыттисем хăпараççĕ. В.П.Фадеев уяв халăхне Шăмăршăсен ятĕнчен чунтан саламларĕ, пурне те савăк кăмăл тата ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Ун хыççăн Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров сăмах илчĕ. Николай Васильевич Республика кунĕн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулнине, уяв кану çеç мар, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме те пулăшнине палăртрĕ. Çак çыхăнусем республикăна хушма укçа кĕме, халăх пурнăçне малалла лайăхлатма майсем туса параççĕ.
Президент икĕ «Шкул автобусне» пирĕн районти Пăчăрлă Пашъел тата Васан шкулĕсене панине Акатуй халăхĕ тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Вĕр-çĕнĕ автобуссем çавăн пекех Канаш, Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи шкулсене те тивĕçрĕç.
Официаллă пай хыççăн чаплă концерт пуçланчĕ, Акатуй вĕçленсен вăл Культура Керменĕ умĕнчи сцена çине куçрĕ.
Вăйă-кулă, ташă-юрă сĕм çĕрлечченех пычĕç. Çапах та пурне те тĕлĕнтерекенни, савăнтараканни уяв фейерверкĕ Пулчĕ. Унăн вун-вун тĕслĕ йăлтăратăвне Шăмăршăра çеç мар, таврари ялсенче пурăнакансем те курса савăнчĕç.
ХХХХХ
Районта вăй илсе, аталанса пыракан спортăн тепĕр енĕ – лаша спорчĕ. Çакă юлашки вăхăтра çулсерен иртекен акатуйсенче те лайăх палăрать. Кăçалхи Республика кунĕнче те урхамахсен ăмăртăвĕ куракансене пысăк савăнăç кỹчĕ. Унăн малтанхи тапăхрĕ ипподромра иртрĕ. Çумăр хыççăн трасса типсе çитеймен пулин те, хаклă парнесемшĕн тупăшма кăмăл тунисем чылайăн -- жокейсем хамăр районтан çеç мар, ытти çĕртен те йышлăн килнĕ.
ăмăртун пĕрремĕш тапхăрĕ Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртрĕ. Старта опытлă, тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çĕнтернĕ жокейсем тухрĕç. Вĕсенчен пĕри – Шăмăршăри «Агростройсервиз» пĕрлешỹ директорĕ А.Максимов. Александр Васильевич ку тĕлĕшпе республикăра виçĕ хутчен мала тухнă, 2001 тата 2002 çулсенче Етĕрнере ЧР Президенчĕн парнисемшĕн иртнĕ ăмăртусенче те çĕнтернĕ. Патăръел районĕнчи А.Каргинпа А.Краснов та – паллă спортсменсем.
Урхамахсем 2400 метрлă дистанцире тупăшрĕç. Финиша чи малтан А.Максимовăн Хорезмĕ Вирхĕнче çитрĕ, ун хыççăнах – хăнасем. Çĕнтерỹçĕсене Н.Федоров Президент ăшшăн саламларĕ, сумлă спонсорсем çирĕплетнĕ хаклă парнесемпе – видеокамерăпа, холодильникпа, телевизорпа чысларĕ.
Иккĕмĕш турта район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн парнисемшĕн кĕрешрĕç. Ку тупăшăва Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев та хутшăнмаллаччĕ, анчах вăл кил хуçи сăпайлăхне кăтартрĕ: ан тив, тĕп парнешĕн хăнасем кĕрешчĕр, терĕ. 1600 метрлă дистанцие чи малтан Н.Глуховăн (Патăръел) Накачĕ Вĕçлерĕ. Иккĕмĕшĕ – Е.Яранскийĕн (Етĕрне) Эмигрантки. Жюри А.Князевпа (Шупашкар) Н.Миллин (Елчĕк) виççĕмĕш вырăн пама йышăнчĕ. Спонсорсен парнисем те курăмлă: музыка центрĕ, телевизор, çичĕ пин тенкĕ тăракан сотовăй телефонсем.
Чăваш Республикин чемпионачĕ шайĕнчи ăмăртусем те хĕрỹ иртрĕç. Кунта чи малтанах старта Луков (патăръел), Н.Яковлев (Елчĕк), В.шашкин (Патăръел) тухрĕç. Финала тухассишĕн пыракан ăмăртусем вунă тапхăрпа иртрĕç.
Тур хыççăн – тур. 1600 метрлă дистанцие çилçунатсем пĕрин хыççăн тепри лайăхрах результатсемпе вĕçлеççĕ – кашниех финала тухма ĕмĕтленет. Ара, çĕнтерỹçĕсене хаклă парнесене республика Президенчĕ Н.Федоров хăй парать-çке! Куракансем вара лаша спорчĕ Енĕпе республика чемпионĕ хамăр районтанах пуласса кĕтеççĕ. Шанăçĕ Вара чăннипех те пысăк: ку тĕлĕшпе самаях опыт пухнă, тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çĕнтернĕ, виçĕ хутчен республикăра мала тухнă, 2001 çулта Етĕрнере Чăваш Республикин Президенчĕн парнине çĕнсе илнĕ тата И.Матвеев çамрăк спортсмен тытса пыракан урхамахсем – чи хăвăрт чупаканнисем. Хăнасем те хаклă парнесене вĕçертесшĕн мар. Патăръел, Елчĕк, тутар Республикинчи Пăва спортсменĕсем такампа та тупăшма хатĕр. ăмăртусене Чĕмпĕртен килнĕ пĕртен-пĕр хĕрача – Елена Лининцева та хутшăнчĕ. Чăнах та, хăйĕн тапхăрĕнче начар мар вăхăт кăтартрĕ Унăн Водавиль урхамахĕ, финала тухас шанăçа вăрахчен çухатмарĕ – анчах ытти урхамахсен кăтартăвĕсем ункинчен лайăхрах пулчĕç...
Кĕрлет, шавлать иппордом. Тур хыççăн тур. Кĕрешỹ хыççăн хĕрсе, кăтартусем лайăхланнăçемĕн лайăхланса пыраççĕ. Хăшпĕр спортсменсем тĕрлĕрен лашасемпе темиçешер хутчен те старта тухрĕç. сăмахран, шăмăршăри И.матвеевпа Н.Концовах илер. Çакă та вĕсен финала тухас шанăçне чылай ỹстерме май пачĕ. Юлашкинчен çакă палăрчĕ: хăйсен турĕсенче Н.Концовăн Милорчĕ Чи лайăх вăхăт кăтартрĕ – 2 минут та 28 çеккунт, И.Матвеевăн Чудеснăйĕ – 2,29 çекунт. Çавăн пекех, А.Былинăн Файлазĕ (Патăръел) А.Саблинăн (Шăмăршă) финала тухма пултарчĕç. Кам пулĕ-ши лаша спорчĕ Енĕпе Чăваш Республикинабсолютлă чемпионĕ Çакă финиша çитме шутлă метрсем юлсан çеç палăрчĕ. Чемпион_хамăрăнах, Шăмăршăри И. Матвеев, район чемпионĕ – Н. Концов.
Уява чувашпотребсоюзăн ачасемпе çамрăксен лаша спорчĕн шкулĕнче ăсталăха туптакансем те самаях илем кỹчĕç, турсем хушшинчи тăхтавсем вăхăтĕнче куракансене лашасемпе фигурăсем туса, чăрмавсем витĕр иртсе (конкурс) савăнтарчĕç. Тăххăрăн пулчĕç вĕсем, çамрăк спортсменсем.
ăмăрту çỹллĕ шайра, интереслĕ иртнине Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров та палăртрĕ, çĕнтерỹçĕсене хаклă парнесемпе чысларĕ. Кунта çакна палăртма та кăмăллă: спонсорсен шутĕнче – хамăр ентешсем Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралнă, халĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан В. Ермолаев тата Васанта çуралса халĕ Санкт-Петербургра тĕпленнĕ Н. Измуков.
Юланутсен ăмăртăвĕ хĕрỹ, çивĕч кĕрешỹре иртрĕ. Унта хамăр районти 27, Патăръел, Елчĕк, Комсомольски, Етĕрне, Тутар Республикинчи Пăвапа Çĕпрел районĕсенчен килнĕ 20 урхамах хутшăнчĕç. Малтанхи тапхăр ăнăçлах пулмарĕ пулсан (юланутçăсене, йĕркене пăснăшăн, судьясем ăмăртуран кăларса пăрахрĕç) малалла вара çивĕчлĕх ỹссех пычĕ. 15 тапхăрпа иртнĕ стартсенчен финала тухма жюри чи лайăх вăхăт кăтартнă урхамахсене суйласа илнĕ.
Калас пулать: юланутçăсен тупăшăвĕ виçĕ номинаципе иртрĕ - республика, район чемпионĕн ятне çĕнсе илессишĕн, хăнасем хушшинче мала тухассишĕн иртрĕ. Çакна палăртма уйрăмах кăмăллă: ку ăмăртăва та пĕртен пĕр хĕрача – Диля Фазлиева Булатка урхамахпа («Искра» ял хуçалăх кооперативĕ) хутшăнчĕ, черченкĕ пулсан та арçынсенчен чылай ăстарах пулнине кăтартса пачĕ: вăл – Чăваш Республикин абсолютлă тата район чемпионĕ! Пĕрремĕш номинацире иккĕмĕш вырăна Орлик лашапа Р. Шанасов (механизациленĕ вăрман хуçалăхĕ), виççĕмĕшне Пират çилçунатпа М. Камалов (Патăръел районĕ), йышăнчĕç. Районта иккĕмĕшпе виççĕмĕш – Р. Шанасов (Шăмăршă), А. Дубанов («Восход» ял хуçалăх кооперативĕ).
Хăнасем хушшинчи кĕрешỹре малтанхи виçĕ вырăна Н. Сорокин (Тутарстан, Пăва), М. Камалов (Патăръел районĕ), Д. Пахомов (Тутарстан, Пăва) йышăнчĕç, хаклă парнесене тивĕçрĕç.
ХХХ
Ачасен сассипе пуçланчĕç Республика кунĕнчи спорт ăмăртăвĕсем. Палăртнă сехет тĕлне районти шкулсенче 1-3 – мĕш классенче вĕренекенсен «Хаваслă старчĕсем» тытăнчĕç. Чупса, сиксе, шуса тупăшас текенсен йышĕ пысăк пулчĕ. Спорта юратакан ачасем хăйсем те хутăш командăсем йĕркелерĕç. Сăмахран, Карабай Шăмăршă шкулĕ виçĕ команда тăратнă. И. Сабаев физкультура вĕрентекенĕ каланă тăрăх, хаваслă старта хутшăнас текенсем татах та пулнă. Пĕрремĕш вырăна палтиел шкулĕн кĕçĕн классенче вĕренекенсем çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕсенче Карабай Шăмăршă шкулĕн 1- мĕшпе 2 – мĕш командисем. Çак вăйăсене ирттерме пулăшса спонсор Шăмăршăри райпо пулчĕ, хутшăннă ачасене пурне те парнесемпе хавхалантарчĕç.
«Атте, анне, эпĕ – спорт çемйи» ятпа иртнĕ эстафета кăçал Çемье çулталăкĕ пулнине ĕнентерсе пачĕ. Тăрăшса пĕр-пĕринчен ирте-ирте чупрĕç командăсем. Ара, малти вырăнсене çĕнсе илсен хаклă парнеллĕ пулатăн-çке. Парнесемпе тивĕçтерекенĕсем – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. В. Семенов, Шăмăршăри ДРСУ.
Сакăр çемье команди вăйне виçсе пăхрĕ. Пуринчен те хăвăртрах чупаканĕсем вара Шăмăршăри Хафизовсем. Дистанцие ашшĕ Сергей, амăшĕ Ирина тата вун икĕ çулхи ывăлĕ Спартак. Шăпах Павел Семенов депутатăн магнитоли вĕсене лекрĕ. Сăмах май, Хафизовсен çемйи кăçал çĕртмен 22-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ «Ашшĕ, амăшĕ тата виçĕ ачи» çемье эстафетинче те пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Унта вĕсен кĕçĕнрех Толикпа Андрей ывăлĕсем те чупнăччĕ. Республика шайĕнче те Шăмăршă команди малти вырăнсене йышăнни савăнтарать.
«Атте, анне, эпĕ – спорт çемйи» эстафетăра иккĕмĕш вырăна Пуянкассинчи Пушкинсем (Сергей, Марина тата ывăлĕ Саша). Вĕсене депутатăн электрочайникне парнелерĕç. Виççĕмĕшсем Анат Чаткас ялĕнчи Зиновьевсен çемйи. Вĕсене чей сервизĕпе саламларĕç.
Шăмăршăри ДРСУ мала тухнă командăсене спорт костюмĕсемпе тата хутшăннисене тортпа чысларĕ.
Эстафета тенĕрен, ял администрацийĕсем хушшинче иртнĕ эстафета та хĕрỹ пулчĕ. Командăсенчи икĕ хĕрпе виçĕ каччăн черетленсе 500 метрлă дистанцире ăмăртма тиврĕ. «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ спонсор пулчĕ. Вĕсен парнисене çĕнсе илессишĕн пынă эстафетăра малти вырăнсене Карапай Шăмăршă, Пуянкасси, Анат Чаткас ял администрацийĕсен командисем йышăнчĕç.
Волейбол вăйисем те те хĕрỹ тупăшура иртрĕç. Финалта карапайшăмăршăсем пуянкассисенчен 2:1 шутпа выляса илсе чемпионсем пулса тăчĕç. Виççĕмĕш вырăнта Карапай Шăмăршă шкулĕн вĕренекенĕсем пулчĕç. Çĕнтерỹçĕ Командăсем «Шăмăршă рынокĕ» МУПăн парнисене илме тивĕçрĕç.
Футбол – халăх вăййи тесе ахальтен каламаççĕ Пулĕ çав. Мини-футболла выляс текенсем кỹршĕллĕ Тутар республикинчен те тупăнчĕç. Ултă команда хушшинче пынă вăйăсенче малти вырăнсене Шăмăршă ял администрацийĕпе шкулĕн командисем йышăнчĕç, «Тайфун», «Авангард», «Колосок» П. В. Семенов депутат парнисене тивĕçрĕç.
«Спорт ăмăртăвĕсенче выляса яракансем çук. Пурте çĕнтерỹçĕсем теес килет. ăнăçу вара сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан пулатех,» - саламланă май каларĕ П. В. Семенов депутат пулăшакан Л. А. Борисова. Эпир те çак сăмахсемпе килĕшетпĕр, çĕнтерỹçĕсене саламлатпăр. Малашне татах та çĕнĕ çитĕнỹсемпе савăнтарчçĕр.
ХХХХХХХ
Тĕрлĕ уявсене илсен, çынсем тỹрех хăйсем килĕштерекен спорт мероприятийĕ Иртекен вырăналла çул тытаççĕ. Кире спортне юратакансем йышлăн пухăнчĕç кунта. Спортсменсем вара, вĕсен кăмăлĕсене çĕклесе, çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ турĕç. 24 килограмлă кире пуканĕсемпе икĕ упражнени туса, 79 очко пухса, 60 килограмм таран виçеллĕ спортсменсем хушшинче Анат Чаткасри Андрей Еремеев пĕрремĕш вырăна тухрĕ. 70 килограмм таран виçеллисем хушшинче вара Шăмăршăри Владимир Шурякова çитекенни пулмарĕ. Хăй вăхăтĕнче спортăн тĕрлĕ енĕсемпе виçĕ хутчен республика чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕскер, вăл халĕ те, 50 урлă каçнă пулин те, хăйĕнче çирĕп вăй-хал вĕресе тăнине кăтартса пачĕ. Спорт ветеранĕ çак ăмăртура 80 очко пухма пултарчĕ. 80 килограмм таран виçеллĕ спортсменсем хушшинче Шăмăршăри Виктор Галкин чи вăйли пулчĕ. Пултаруллă çамрăк 91 очко пухрĕ. 80 килограмран ытларах виçеллĕ спортсменсем хушшинче вара Канаш хулинчен килнĕ Алексей Фомин, 144 очко пухса, пурне те кая хăварчĕ.
Судьясен коллегийĕ призлă вырăнсем йышăннă спортсменсене парнесем парса хавхалантарчĕ.
Чăваш наци кĕрешĕвне пăхма-сăнама килĕштерекенсем арена çывăхне яланхи пекех питĕ йышлăн пуçтарăнчĕç. 11 сехетре вара хĕрỹ кĕрешỹ пуçланчĕ. Пĕчĕккисем, яшсем, çамрăксем тата вăтам çулти спортсменсем кĕрешỹ площадкине темиçе хутчен те тухрĕç, хăйсем палăртнă тĕллевсем патнелле вăй-халĕсене шеллемесĕр талпăнчĕç. Çурма финалта тата финалта кĕрешнĕ хыççăн, 25 килограмм таран виçеллисем хушшинче Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи пуçламăш класра вĕренекен Андрей Волков пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ытти виçеллисем хушшинче Ульяновск облаçĕнчи Егор Трифонов (30 килограмм), Шăмăршăри Алексей кузнецов (35 килограмм), Шăмăршăри Денис Кузьминпа Михаил Сетнеров (40 тата 45 килограмм), Çĕрпỹри Евгений Николаев (50 килограмм), Пуянкассинчи Валерий Горбунов (55 килограмм), Патăръелĕнчи Фанис Купкенов (60 килограмм), Елчĕкри Алексей Горшков (65 килограмм), Патăръелĕнчи Владимир Фомин (70 килограмм), Шăмăршăри Алексей Рябов (75 килограмм), Шупашкарти Сергей Устякинпа Сергей Емельянов (80 тата 85 килограмм), Канашри Александр Сергеев (90 килограмм) тата Патăръелĕнчи Рашид Хлебников (95 килограмм) Пĕтĕм Раççейри Чăваш наци кĕрешỹçисен турнирĕн чемпионĕсем пулса тăчĕç. Судьясен коллегийĕ çак спортсменсене тата иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăннă кĕрешỹçĕсене тивĕçлĕ степеньлĕ медальсемпе, Дипломсемпе тата призсемпе чысларĕ.
Кун хыççăн вара кĕрешỹçĕсем республика уявĕн тĕп парнисене илессишĕн вăй виçрĕç. Абсалютлă виçе категорийĕ Спортсменсен кĕрешĕвне 11 çын хутшăнчĕ. Чи вăйлă спортсменсем çак тапхăрта куракансене хăйсен çирĕп вăй-халне туллин кăтартса пачĕç. Вăл е ку кĕрешỹçĕсен çĕнтерỹ сунакансем тата ентешĕсем те вĕсене хавхалантарсах пычĕç. Виççĕмĕш вырăншăн Патăръелĕнчи Владислав Самакинпа Рашид Хамбиков тупăшрĕç. Çак кĕрешỹре Хамбиков вăйлăрах пулнипалăрчĕç. Пĕрремшĕпе иккĕмĕш вырăншăн Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Александр Максимовпа патăръелĕнчи Рамиль Замалтдинов кĕрешрĕç. Патвар кĕлеткеллĕ, пиçĕ хул-çурăмлă Замалтдинов çĕнтерỹ самантне ытлашши вăраха тăсмарĕ – часах тĕп призер пулса тăчĕ. Максимовăн вара иккĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ.
Судьясен коллегийĕ Рамиль Замалтдинова республика уявĕн тĕп парнисене – така тата тĕрлĕ тĕспе кăтартакан телевизор парса хисеп турĕ. Александр Максимов – магнитофон, Рашид Хамбиков спорт костюмĕ илчĕç.
Кĕрешỹçĕсен турнирне пурĕ 108 спортсмен хутшăнчĕ. Вĕсен результачĕсене пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Чăваш наци кĕрешĕвĕн – хăйĕн йĕркисем, çĕнĕлĕхĕсем. Судьясен коллегийĕнчи Виталий Васильев (Шупашкар), Сергей Краснов (Ульяновск) тата Александр Ичанкин (Шăмăршă) чăннипех те тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Вĕсем çак мероприятие кирлĕ пек йĕркелесе ирттерме пултарчĕç.
Раççей шайĕнче иртнĕ кĕрешỹçĕсен турнирĕн спонсорĕсен шутĕнче «Шемуршинская» МСОн генеральнăй директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н. Быков, Шупашкарти А. Аксаков («Раççейри халăх партийĕ») тата Г. Солин («Аграрисен партийĕ») пулчĕç.
ХХХХХХ
Чаплă та пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв районти ялсенче те иртрĕ. Ятарласа ыйтса илнĕ пекех хĕвеллĕ те тỹлĕк çанталăк ял халăхне уяв иртекен вырăнсене йыхравларĕ. Таврана хаваслă юрă-кĕвĕ,ача-пăчан савăк кулли сарăлчĕ.
Карапайшăмăршăсем Калмăк республикинчен килнĕ «Торга» («Жаворонок») халăх ансамбльне çăкăр-тăварпа,чăвашăн кăпăклă хăмла сăрипе чыслăн кĕтсе илчĕç. Йĕри-тавра мăнаçлăн кашлакан симĕс вăрман,ялти çуртсем, ăшпиллĕ çĕр ĕçченĕ тата вăл туса илнĕ кĕрпеклĕ çĕр улми çеçенхир тăрăхĕнчен килнĕ хăнасене питĕ килĕшрĕ, çав вăхăтрах чĕрисене те тыткăнларĕ. Калмăксем те парăмра юлмарĕç: вĕсен юрри-ташши, янравлă кĕвви тĕлĕнмелле асамлă туйăнчĕ.
Эстони çĕршывĕнчен килнĕ фольклор тата Çурçĕр Осети республикин «Фата» ташă ансамбльĕсем Пăчăрлă Пашьел тата ун çывăхĕнчи ялсенче пурăнакансене хăйсен наци хăйнеевĕрлĕхĕпе савăнтарчĕç. Аякри хăнасен илĕртỹллĕ тумĕсем, хăпартланса ташлани-юрлани халиччен «сенкер экрансем» çинче çеç курнă хресченшĕн калама çук пысăк телей пулчĕ.Эстонецсемпе осетинсене чăвашсен ырă кăмăлĕ тĕлĕнтерчĕ, çутçанталăкăн пуянлăхĕ ырă туйăм вăратрĕ. Алани чипер пикисемпе каччисемшĕн чăвашăн чаплă апачĕ—шăрттан тата пашьелсемпе паллашнă телейлĕ самантсем яланлăхах асра юлĕç.
Чаткассем чукотка тата удмурт, виçпỹртсем пушкăртпа ирçе, патирексем тутар тата мăкшă халăхĕсен пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕсене курса савăнчĕç.Вĕсен ламран лама куçса пыракан халăх юрри-ташши пирĕн тăрăха та çитсе курни Шăмăршьеншĕн чыс та хисеп.
Кунсăр пуçне ялсенче суту-илỹ точкисем те ĕçлерĕç, спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Уй-хирте кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшакан хресчсенĕн асĕнчен çак кун нихăçан та манăçа тухмĕ.