Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Ч&#258ВАШ В&#258РМАН&#276» НАЦИ ПАРК&#276 - ВУНН&#258РА

Шăмăршă тăрăхĕнчи çут çанталăк ытарма çук илемлĕ,пирĕн пата килен-каянсем яланах вăрман пулнине палăртаççĕ. Анчах та çак пуянлăх вĕçсĕр мар, иртнĕ çулсенче вăрмансене нумай касни çут çанталăка чылай чухăнлатрĕ. Çакăн пек ỹкерчĕке пĕтĕм республикипех асăрхама пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Федерацийĕн правительстви 1993 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче 588-мĕш номерлĕ постановленипе «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ туса хума йышăннă. Çапла вара,Наци паркĕн коллективĕ хăйĕн пĕрремĕш юбилейне паллă тăвать. Пирĕн корреспондент парк директорĕпе,Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕпе В.И.Елисеевпа тĕл пулса калаçнă. --Наци паркĕ--çут çанталăкăн хăйне евĕрлĕ лабораторийĕ,__тенĕ В.И.Елисеев.__Чи пахи—кунти пысăках мар лаптăкра экологи ретĕнчи типĕ хыр-чăрăш вăрманĕсемпе шурлăхĕсемлĕ кăнтăр тайгин тата вăрманлă çеçен хир биоценозĕсем пурри. Наци паркĕн пĕтĕм лаптăкĕ 25200 гектар йышăнать,çав шутра вăрман фончĕн çĕрĕсем—24796 гектар,йывăçпа витĕнмен çĕрсем—1115 гектар. Пирĕн икĕ лесни-чество—Баскак тата Пашьел лесничествисем.Вăрман фончĕ çурçĕртен кăнтăралла 24 километра,хĕвелтухăçĕнчен хĕвеланăçнелелле 17 километра тăсăлать. Хырпа чăрăш вăрманĕсем 11033 гектар,хытă çулçăллă йывăçсем 39 гектар (çав шутра юман—377 гектар), çемçе çулçăллă йывăçсем 12196 гектар йышăнаççĕ. Наци паркĕн флорипе фауни, ỹсентăрансемпе чĕрчунсен тĕнчи иртнĕ вунă çул хушшинче палăрмаллах пуянланчĕ. Вĕсен шутĕнче Раççей тата Чăваш Республикин Хĕрлĕ Кĕнекисене кĕртнисем те пур. --Василий Иванович, паркăн тĕп тĕллевĕ--çак пуянлăха çитес ăрусем валли упраса хăварасси вĕт-ха; --Тĕрĕсех калатăр.Эпир__çут çанталăкăн тĕп управçисем. Наци паркĕн территорийĕнче йывăçсене касма та,чечек татма та,кĕтỹ çỹретме те юрамасть, вĕçен кайăксемпе тискер кайăксене çеç мар, лĕпĕшсене тытма та чарнă. Йĕркене пăсакансене пысăк штраф тỹлеттеоеççĕ. Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ученăйĕсем тĕпченĕ тăрăх, парк территорийĕнче 120 тĕрлĕ вĕçен кайăк, 16 тĕрлĕ çĕрпе шывра пурăнакан тата шуса çỹрекен чĕрчунсем, 19 тĕрлĕ пулă тата 40 тĕрлĕ сĕтпе ỹстерекен чĕрчунсем пурăнаççĕ. Апполон,хирти тĕкĕлту-ра тата восковик-отшельник хурт-кăпшанкăсене Раççейĕн Хĕрлĕ Кĕнекине кĕртнĕ. Халăха экологи пĕлĕвĕ парасси те—пирĕн тивĕçех. КУ тĕлĕшпе эпир кулленех «Парксен маршĕ» акци ирттеретпĕр,лекцисем вулатпăр, районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра тăтăшах тăван çутçанталăка упрама чĕнекен статьясем пичетлетпĕр. 1996 çулта «Чăваш вăрманĕ» ятлă буклет кăларнăччĕ, кашни çулах календарь çутă курать. Район библиотекинче çутçанталăк темипе çырнă кĕнекенсен выставкине йĕркелеççĕ. Наци паркĕн дирекцийĕ туризмпа халăх канăвне йĕркелесси çине те тимлĕ пăхать,çак ĕçе лайăхлатсах пыма тăрăшатпăр. Эпир туризма атлантарасси пирки йышăннă Федераллă программа çине пысăк шанăç хуратпăр. Вунă çул хушшинче парк территорийĕнче çуран çỹремелли 16 маршрут йĕркелерĕмĕр, вĕсен пĕтĕмĕшле тăрăшшĕ—328 километр. Çавăн пекех туристсем валли пысăках мар çуртсем тăватпăр. --Василий Иванович, вăрман хуралĕ йышлă-и; --Вăрман хуралĕ 56 çынран тăрать. Вут-кăварпа кĕрешме 2 пушарпа хими станцийĕ, пушар инвентарĕпе пуянлатнă 20 опорнăй пункт, 2 пушар сăнавĕн вышки пур. Парк кашни çулах «Çулталăк летопиçне» çырса пырать. Пирĕн 2 наука сотрудникĕ,вĕсемсĕр пуçне лексниксем те кашни кунах сăнав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Хаçатра вырăн панипе усă курса, «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн коллективне юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, тăван çутçанталăк пуянлăхне ỹстерес ĕçре çĕнĕ çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх сунатăп.


28 июня 2003
00:00
Поделиться