« Ш У П А Ш К А Р – G S M » ШĂМĂРШĂСЕНЕ АЛĂ ПАЧĔ
Тĕлĕнмелле хăвăрт улшăнать пурнăç. Халĕрех çеç-ха эпир кашни киле ахаль телефон кĕртесси пирки калаçаттăмăр, телефонсăр ялсем ан пулччăр тесе район ертỹçисем нумай тăрăшатчĕç. Шăмăршă районĕ ку тĕлĕшпе республикăра начар шутра мар, кашни çулах абонентсен йышĕ ỹссех пынине те асăнмалла.
Паян вара республикăра цифрлă сотовăй çыхăну вăй илет, «Шупашкар – GSM» акционерсен обществи çак çăмăллăха кашни районах çитерме тĕллев лартнă.
Июнĕн 17-мĕшĕнче цифрлă сотовăй радиотелефон çыхăнăвĕн офисĕ (дилер точки) Шăмăршăра та уçăлчĕ. Вăл К.Маркс урамĕнчи суту-илỹ центрĕнче вырнаçнă. Офиса уçма хаклă хăнасем – Чăваш Республикинчи промышленность министрĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Ю.П.Волошин, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев, «Шупашкар –GSM» ЗАО генеральнăй директорĕ А.Д.Николаев хутшăнчĕç.
А.Д.Николаев пĕлтернĕ тăрăх, сотовăй радиотелефон çыхăнăвĕ Шăмăршă районне тĕнчене тухма май парĕ. Урăхла каласан, малашне тĕнчери хуть те хăш вырăнпа та калаçма пултарăпăр.
Дилер точки хуçи Я.В.Кудряшов районта 150-200 мобильнăй телефон пулатех тесе шутлать. Çак телефон уйрăмах ертỹçĕсене тата бизнеспа ĕçлекенсене питех те кирлĕ. Дилер точкинче телефонсем çăмăллăнах туянма пулать.