Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Республика кун&#277 --- Ш&#259м&#259рш&#259ра

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Республика кунне Шăмăршă районĕнче уявласси çинчен йышăннă Указ пирĕн патăрта туллин пурнăçланчĕ тесе паян шантарсах калама пулать. Уява хатĕрленсе, район центрне тата ялсене тирпей-илем кĕртнĕ, общество инфраструктури аталанăвĕнче палăрмаллах пысăк ỹсĕмсем тунă. Республика кунне увлас умĕн пирĕн корреспондент район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.П.ФАДЕЕВПА тĕл пулса калаçнă. --Валерий Петрович, Чăваш Республикин кунне Шăмăршă районĕнче ирттерме палăртни Сирĕн вăй-халăра нумай илнине, уяв умĕн ырми-канми ĕçлеме тивнине эпĕ питĕ лайăх пĕлетĕп. Калăр-ха, тархасшăн, таçтан-таçтан килекен хăнасене кĕтсе илме, чысласа ăсатма хатĕр-и эпир; --Пытармастăп: чаплă хăнасене йышăнасси мана кăштах хумхантарать те. Кунашкал уяв пирĕн район историйĕнче пĕрремĕш хут иртет. Юлашки çулсенче тăван районăм çĕнелсе илемленнине, общество инфраструктурин аталанăвĕнче питĕ пысăк улшăнусем пулнине курмасăр-асăрхамасăр тăма май çук. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров нумай ертỹçе шăмăршăсенчен тĕслĕх илме сĕнет. Паян «Шăмăршă» сăмах ĕçлĕ пуçарупа, строительствăри, газификаци, сывлăх сыхлавĕн, культура тата информатизаци çитĕнĕвĕсемпе килĕшсе тăрать. Уй-хирте чуна савăнтарса калча ешерет, пысăк тухăç пуласса шантарать. Шăмăршă районĕнчи туслă халăхсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни, пурнăç çине çĕнĕлле, хăюллăн пăхни пĕтĕм Чăваш Еншĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать тесен те йăнăшмăп. Республика кунĕ вăл – черетлĕ ахаль пулăм кăна мар. Вăл Чăваш Республики, çав шутра Шăмăршă районĕ те малашлăха мĕнлерех хăвăртлăхпа тата пахалăхпа утнине яр-уççăн кăтартать. Шăмăршă районĕн хăнисен йышĕнче паян çирĕм ытла облаçпа регионтан делегаци -- Чукоткăран пуçласа Калининград таран. Çавăн пекех Беларуç Республикипе инçетри илемлĕ Италирен те хăнасем килеççĕ. Вĕсене кĕтсе илме те, хăна туса хисеплĕн ăсатма та эпир хатĕр. --Республика уявĕ Шăмăршăра çеç мар, Виçпỹрт Шăмăршăра та, Карапай Шăмăршăра та, Патирекпе Анат Чаткасра та, Пăчăрлă Пашъелĕнче те иртмелле. Тĕрĕссипе, хăнасене пĕтĕм района кăтартатпăр. Шăмăршă вăрманĕнче кăна уявласан хамăра çăмăлрах пулмастчĕ-и; --Паллах, район центрне хула пек илемлетсе хăнасене тĕлĕнтерме пултаратпăр. Анчах Н.В.Федоров Президент та, эпĕ те ял халăхĕн чăн-чăн пурнăçне кăтартас шухăшлă. Ку енĕпе пирĕн ĕç куç умĕнче: ялсене çут çанталăк газĕ кĕртесси те, асфальт сарнă çулсем хывасси те ăнăçлă пулса пырать, ял çыннисем çĕнĕ çурт-йĕрсем нумай лартаççĕ. Çапла вара, эпир уява ятарласа хатĕрленнĕ тесе каламалла мар: общество инфраструктурине аталантарас тĕлĕшпе, урăхла каласан, ял çыннисене хулари пек çăмăллăхсем туса парассипе эпир темиçе çул хушши пĕр ỹркенмесĕр, куллен ĕçлетпĕр. --Чăваш Ене çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă çĕршывĕ, теççĕ. Пирĕн район та çак шутрах ĕнтĕ. Уявăн культура тата спорт программисем пирки мĕн калама пултаратăр; --Пирĕн района «Атăлçи çăл куçĕсем» Пĕтĕм Раççей фестивалĕн 17 коллективĕ, çавăн пекех хамăр республикăри вун-вун юрă-ташă ăсти килсе çитмелле. Уяв программи тулли те анлă, халăха савăнтармалли пурте пур. Спорт ăмăртăвĕсем те чи çỹллĕ шайра иртмелле. Хамăрăн авалхи ырă йăлапа, урхамахсен ăмăртăвне йĕркелесси çине тимлĕ пăхатпăр. Шăмăршăра çĕнĕ ипподром уçăлни – республика шайĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Районта çак кун республикăри спорт уявĕ иртет: хуласемпе районсен командисем волейбол вăййинче, çăмăл атлетикăра, кĕрешỹре, çемье эстафетинче ăмăртĕç. Çĕнтерỹçĕсене чаплă парнесем кĕтеççĕ. Уяв кунĕ Шăмăршăра модельнăй библиотека уçăлни те, ал ăстисен выставкине йĕркелени те, «Шăмăршă: ĕнер, паян, ыран» фотовыставка ĕçлени те, сотовăй çыхăну хута кайни те,ытти мероприятисем те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Хаклă юлташсем! Сире Республика кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Çак кун пирĕншĕн чăн-чăн халăх уявĕ шутланать. Историн вăрăм çулĕнче – Атăлçи Пăлхартан демократи республики пулса кайиччен – Аслă Раççей тытăмĕнче чăваш халăхĕ хăйĕн хăйне евĕрлĕх сăнне, йăли-йĕркине тата чĕлхине упраса хăварма пултарнă. Республика йышĕнчи район – пирĕн тăван Шăмăршă – хăйĕн 76 çулхи историйĕнче палăрмаллах пысăк ỹсĕмсем тунă. Пирĕн пĕрмай малалла утма тăрăшмалла, çитĕнỹсене çирĕплетсе çĕнĕ тĕллевсене çĕнсе илмелле. Ял ĕçченĕсене уй-хирте тар тăкса акнине-лартнине йĕркеллĕ пăхса çитĕнтерме, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене ытларах туса илессишĕн пысăк вăй хума сĕнетĕп. Эпир тăрăшса ĕçлени район экономикине тĕреклетме, пĕтĕмĕшле илсен вара халăх пурнăçне лайăхлатма пулăшĕ. Тепĕр хут уяв ячĕпе сире, тăванăмăрсем!


23 июня 2003
00:00
Поделиться