Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ОФИСРА СИПЛЕНМЕ К&#258М&#258ЛЛ&#258

Мĕнле саманара пурăнсан та, обществăн пысăк пуянлăхĕ -- çынсен сывлăхĕ. Çакна республика тата район ертỹçисем те лайăх ăнланаççĕ, сиплев ĕçĕнчи ыйтусене палăртса вĕсене вырăнтах татса памалли майсемне шыраççĕ. Çакна тĕпе хурса, Президент программипе килĕшỹллĕн, пирĕн республикăра çумăр хыççăнхи кăмпа евĕр пĕрин хыççăн тепри «Çемье тухтăрĕн» офисĕсем уçăлаççĕ. Сиплев ĕçĕнчи паянхи куна тивĕçтерекен оборудованисемлĕ, çĕнĕ сĕтел-пуканлă хăтлă та илемлĕ офиссен шучĕ пирĕн районта виççĕ тан. Çак учреждени уçăлни палтиелсемшĕн те питĕ меллĕ пулчĕ. Аякри район центрне çитиччен вырăнтах пур майлă медицина пулăшăвĕ пани ял çыннисен вăхăтне те перекетлет, чире кĕске вăхăтрах палăртса сиплеме пулăшать. Н.П.Яковлев тухтăр ертсе пыракан коллектив кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшать, сывлăх хуралĕнче шанчăклă тăрать. А.Вахитова, Д.Азизова, Н.Кузьмина, Г.Афиатуллова медсестрасем кăнтăрла та, çĕрле те чирлисене ура çине тăратас тесе эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та, ырă кăмăлпа та сиплеççĕ. Профилактика ĕçне те манăçа хăвармаççĕ вĕсем, шкул ачисемпе, ял çыннисемпе усăллă тĕл пулусем ирттереççĕ. Темиçе нациллĕ ялта тутарĕпе чăвашĕ те, вырăсĕпе ирçи те те пулăшу ыйтма пыраççĕ офиса. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупса, чире вăхăтра сирме пултараççĕ ăста шур халатлă ĕçченсем. Ял халăхĕ вĕсен ĕçĕпе питех те кăмăллă.


23 июня 2003
00:00
Поделиться