ÇУЛУ ЯЛАНАХ ТАКĂР ПУЛТĂР
Республикăри çул-йĕрсем çинче çутă сарă тĕслĕ, чăваш тĕрриллĕ шкул автобусĕсене курма хăнăхнă ĕнтĕ эпир. Вĕрентỹ тытăмĕнчи çак çĕнĕлĕх пирĕн районти тăватă шкула та савăнтарчĕ. Президент парнеленĕ ырлăх Анат Чаткас вăтам шкулĕн вĕренекенĕсен чун хавалне уйрăмах хăпартлантарчĕ. Ара, Тури Чаткас ачисене шкула турттарнисĕр пуçне районта иртекен тĕрлĕ ăмăрту-олимпиадăсене, мероприятисене те тăтăш тухса çỹретпĕр. Иртнĕ çулсенче сивĕ автомашинăсемпе тĕртленнине аса илес те килмест. Николай Ухорский ăста водитель çỹрекен илемлĕ те хăтлă автобус кирлĕ çĕре вăхăтлă та канăçлăн илсе çитерессе пĕрре те иккĕленместпĕр.
Хамăрăн транспорт пулнă май, ял ачисен халĕ культурăпа паллашма та май пур. Ку, паллах, савăнтарать. Çак тĕллевпех эпир Чĕмпĕр, Шупашкар хулисене çитсе куртăмăр, унти паллă вырăнсемпе паллашрăмăр. Район пĕлтерĕшлĕ конкурссене хутшăнни те ачасен шкула çỹрес хавалне ỹстерет. Каникул кунĕсенче çак автобуссене музейсен, театрсен тата курав залĕсен çурчĕсен умĕнче тăнине курсан питĕ савăнатăп. Акă, эпир те çу кунĕсенче çывăхри хуласене çитсе курма палăртрăмăр. Çак кунсенче районти Саманта Смит ячĕллĕ туслăх клубĕн йышĕнче пирĕн шкулти тăватă ачана «Шкул автобусĕ» аякри Хусан хулине илсе çитерĕ. Çак ырлăха туйма пулăшнăшăн вĕренекенсемпе вĕрентекенсен ячĕпе Николай Федоров Президент умĕнче пуç таятăп. «Шкул автобусĕн» çулĕ вара яланах такăр пултăр!