Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

&Ccedil&#276Н&#276 ТЕХНОЛОГИЕ -- МАЛАШЛ&#258Х

ÇАК кунсенче «Шемуршинская» МСОн автомашинăсем чарăнмалли площадкинче питĕ илемлĕ, тирпейлĕ туса хатĕрленĕ блоксем асăрхарăм. Сутма, халăха кăтартма илсе тухнă продукцин сертификачĕ те пур. 400х200х300 миллиметрлă размерпа кăларнă блоксем çурт-йĕрсен тулашĕнчи тата шалти стенисене купалама та, пỹлĕмсем пỹлсе хăпартма та питĕ меллĕ-мĕн. Гараж, мунча, лупас тума та вырăнлă. 20 килограмлă блок 12 кирпĕче улăштарма пултарать, биологилле пахалăхĕпе йывăçа çывăх тăрать. Ахаль кирпĕчпе танлаштарсан, пысăк технологиллĕ строительство материалĕ нỹре хăй патне ытлашши туртмасть, сывлăш çỹремелли пушă вырăнсем çителĕклĕ пулнă май, ăшă тытаслăхĕ те çỹллĕ шайра. Çакнашкал блокран купаланă 30 сантиметрлă стена кирпĕчĕн 60-90 сантиметрĕпе танлашать. Ун çине пăта çăмăллăнах кĕрет, тĕпретмесĕрех касма-татма пулать. Кĕскен каласан, строительсвăра усă курмалли питĕ паха материал. Блоксене «Шемуршинская» МСОрах туса кăлараççĕ иккен. Çак организаци руководителĕсем çуллен çĕнĕрен те çĕнĕ производство участокĕсем йĕркеленине, район халăхĕ валли хушма ĕç вырăнĕсем туса панине лайăх пĕлетпĕр-ха эпир. Анчах та кунта халиччен пĕлмен-илтмен строительство материалĕ хатĕрлеме пуçлани мана, пытармастăп, самаях тĕлĕнтерчĕ. --Килĕшеççĕ-и сире çак блоксем; - терĕ администраци çуртĕнчен тухса организацин машинăпа трактор паркнелле çул тытакан «Шемуршинская» МСОн генеральнăй директорĕ Н.Н.Быков. --Питĕ лайăх блоксем, - хуравларăм эпĕ. -- Çак производство участокĕнчи ĕç-хĕлпе паллаштараймăр-ши мана; --Тархасшăн. Эпĕ шăпах çак цехалла çул тытатăп. Утнă май, эпĕ ыйтнине тивĕçтерсе, Николай Никонович мана çĕнĕ цеха мĕнлерех уçни пирки те каласа пачĕ. Кăпăклă раствортан хатĕрленĕ бетон блоксене вăл Марий Эл Республикинчи пĕр строительсво организацийĕнче курнă-мĕн. Вĕсем ăна тỹрех килĕшнĕ. Çỹллĕ технологиллĕ производство оборудованине Шăмăршăра вырнаçтарас тĕллевпе, мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕ тỹрех Мускаври О.В.Коротышевский академик ертсе пыракан «Фибробетон» фирмăпа çыхăннă. Унтан часах кирлĕ оборудованипе тивĕçлĕ документаци хучĕсене кỹрсе килнĕ, блоксем кăларма ирĕк паракан лицензи туяннă. Мини-завода икĕ эрнерех хута янă. Нумаях пулмасть, майăн 27-мĕшĕнче, кунтан продукцин пĕрремĕш партийĕ тухнă. Çакнашкал блоксене Чăваш Енре халлĕхе кăлармаççĕ-ха, çавна май «Шемуршинская» МСО республикăн строительство ĕçĕ-хĕлĕнчи историйĕнче хăйне евĕр паллă йĕр хăварать темелле. Цехри хĕрỹ ĕç шавĕ Кăмăла çĕклерĕ. кунти производствăна кирлĕ пек йĕркелесе пыни тỹрех сисĕнчĕ. Çамрăксен бригади ĕçре вăр-вар та тăрăшуллă. 200 литр кĕрекен савăта ала витĕр тасатса кăларнă хăйăр, цемент тата ятарлă шĕвек янă хыççăн агрегата пĕр минут хушши ĕçлеттереççĕ те, кăпăкланса тăракан раствор гидронасуса юхма пуçлать. Насус вара раствора шланг тăрăх формăсен тăваткал савăтне хăвалать. Формăсенче типсе хытнă блоксене цех картишне куçараççĕ, понтонсем çине купалаççĕ. Кирпĕчрен икĕ хута яхăн йỹнерех ларакан паха продукципе организацин строительсво объекчĕсене анлăн усă курма, ăна халăха сутма (пĕр штукĕ – 35 тенкĕ) палăртаççĕ. --Раствор хатĕрлекен агрегатăн хăвачĕ çав тери пысăк, – калаçăва малалла тăсать Николай Никонович. -- Çывăх кунсенчех формăсен хушма комплекчĕсене кỹрсе килетпĕр. Ун чухне производство калăпăшĕ тата тепĕр хут ỹсмелле. Н.Н.Быков хастар рабочисене хаçатра ятран асăнса хăварма ыйтрĕ. Вĕсем -- Ярăславри Геннадий Марков, Сергей Саманин, Василий Краснов, Виçпỹрт Шăмăршăри Аркадий Харитонов тата Çĕнĕ Шăмăршăри Николай Константиновпа Вячеслав Поляков. Бригада ĕç-хĕлне Шăмăршăри Юрий Хураськин йĕркелесе пырать. Цеха техника енĕпе Олег Федоров инженер пăхса тăрать. Хаклă вăхăта сая ярас мар тесе, мини-завода производство корпусне туса пĕтермесĕрех ĕçлеттерме пуçланă. Хальхи вăхăтра Ярăславри Петр Иванов ертсе пыракан платниксен бригади цех çивиттине витет. Малашне ытти вак-тĕвек ĕçсене тума, ăшă системине вырнаçтарма палăртаççĕ. «Шемуршинская» МСОра çĕнĕ технологиллĕ Производство участокне хута яни районти строительсво отраслĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак цех транспорт тăакакĕсене чакарма, строительсво ĕçĕсен хакне пĕчĕкрех тума май парать. Паллах, мини-завод орагнизацин пурлăх никĕсне çирĕплетме пулăшать. Район çыннисем кунта ĕç вырăнĕ тупни те лайăх пулăм. --Çĕнĕ производство участокĕсем йĕркелессине малашне те куçран вĕçертмĕпĕр, - палăртрĕ Юлашкинчен Николай Никонович. – Рынок тапхăрĕнче малти вырăнта суту-илỹ мар, производство тăмалла. Хамăр продукцие çуллен ытларах та ытларах туса кăларсан, тĕрлĕ предприятисемпе орагнизацисем тата фирмăсем – патшалăхăн-и е уйрăм çыннăн – пĕр-пĕринпе конкуренцие тухсан кăна рынок хальхи йывăрлăхран тухма, вăл малалла аталанма пултарать.


23 июня 2003
00:00
Поделиться