Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

С&#258МАХ СУБСИДИ ПИРКИ

Сахал тупăшлă çемьесене çуртсене хутса ăшăтма вутă, топливо туянма пулăшу укçи (субсиди) парассине ЧР Министрсен Кабинечĕ 2001 çулхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче тунă йышăнăва тĕпе хурса пурнăçласа пыраççĕ. Пулăшу укçин виçи çемьере пĕтĕмĕшле тупăшран, хутса ăшăтмалли лаптăк мĕн чухлĕ пулнинчен килет. Çак йĕркене РФ Правительствин «Сахал тупăшлă çемьесем, пĕччен пурăнакан çынсен вăтам тупăшне палăртмалли йĕрке тата вĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен» Йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн çирĕплетнĕ. Нумайăшне интереслентерекен ыйтусем çине районти социаллă хỹтлĕх пайĕн тĕп специалисчĕпе А.Ларионова хуравланă. --Мĕнле документсем кирлĕ-ха çак пулăшăва (субсидие) илес тесен; --Чи малтанах райадминистрацинче вырнаçнă социаллă хỹтлĕх пайĕнче заявлени çырмалла. Паллах, çумра паспорт кирлĕ. Вутă е çĕр кăмрăкĕ туяннине ĕнентерекен квитанци е накладной пулмалла. Ултă уйăхăн ĕç укçине кăтартакан справка ĕç вырăнĕнчен илсе памалла. Çакна та каласа хăвармалла, пурăнмалли ĕç укçин виçи иккĕмĕш кварталта 1693 тенкĕпе, канлĕ ватлăхрисен 1281 тенкĕпе танлашать. Çемье çинчен калакан тата çĕр пуррине пĕлтерекен справкăсем кирлĕ. --Пĕлтĕрхипе танлаштарсан справкăсемпе хутсем тĕлĕшĕнчен уйрăмлăхсем пур-и; --Суя хутсемпе усă курнине шута илсе ĕç кĕнекин ксерокопине те тăратмалла халĕ. --Çулталăкне çак справкăсене пĕр хут çеç тăратмалла-и; --Вутă-çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтакансен пĕр хутчен, çутçанталăк газĕпе усă куракансем ултă уйăх иртмессерен заявлени çырма пултараççĕ. Калăпăр, пĕлтĕр çурла уйăхĕнче кирлĕ хутсене эсир хатĕрлесе панă, тепĕр хут вара ултă уйăх хыçа юлсан, (вăл нарăс уйăхĕ пулĕ) пирĕн пата килме пултаратăр. --Субсиди тỹлесси пирĕн районта мĕнлерех пынине те пĕлес килет... --Пĕлтĕр пурĕ 2300 çемье 3327400 тенкĕлĕх пулăшу укçи илнĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта 670 çемье 1605049 тенкĕлĕх çак пулăшупа усă курнă та ĕнтĕ. Субсиди тỹлессипе халăх умĕнче парăм çук.


04 июня 2003
00:00
Поделиться