«МЕРЧЕН» ТАТА «ДЕЖКИН КАРАГОД»
Çу уйăхĕн 23-24-мĕшĕнче Курск хулинче Раççейри регионсенчи ачасен фольклор ушкăнĕсен фестивалĕ пулса иртнĕ. Çак фестивале Карели, Буряти, Коми республикисенчен, Белгород, Вологда, Мускав, Тула, Томбов, Липецк, Курск тата ытти облаçсенчен чи лайăх фольклор ушкăнĕсем пухăннă. Чăваш çĕршывĕн чысне вара пирĕн районти Васанти музей çумĕнчи ачасен «Мерчен» халăх фольклор ансамблĕ хỹтĕлеме тивĕç пулнă. Фестивале Раççейри халăх пултарулăхĕн Башкулăх Çурчĕ, РФ культура министерстви тата курск облаçĕн культурăпа ĕçлекен комитечĕпе наукăпа методика центрĕ йĕркеленĕ.
Тăватă куна пынă фестивалĕн программи тулли те пуян, интереслĕ пулнă. Фестивале кайса килни çинчен пирĕн корреспондент «Мерчен» ансамбль ертỹçипе Г.Н.Ларшникова каласа пама ыйтнă.
--Герман Николаевич, мĕн вăл «Дежкин карагод» тени;
--Курск хулинчен инçех мар ялта çĕршывĕпех паллă халăх юрăçи Надежда Васильевна Плевицская çуралса ỹснĕ пулнă. Пĕчĕк чух ăна амăшĕ Надежда вырăнне «Дежка» тенĕ. «Карагод» тени вара вăл – Курск тăрăхĕнче сарăлнă вăйă ташши.
--Çак фестивале кайма мĕнле сирĕн ушкăна суйласа илнĕ-ха; Чăвашра лайăх коллективсем татах та пур вĕт;..
-- Тивĕçлĕрех пулнă пуль ыттисенчен. «Мерчен» юлашки çулсенче хăйĕн пултарулăхне тата палăрмаллах лайăхлатрĕ, «Халăх» хисеплĕ ята та республикăра чи лайăххисенчен пĕри илме тивĕç пулчĕ. Çавăнпах пуль республикăри культура министерствипе халăх пултарулăхĕн наукăпа методика центрĕ те пирех суйласа илнĕ.
--Çапах та инçе вĕт курск хулине çитме. Укçа-тенĕпе кам тивĕçтерчĕ
--курск хулинчен йыхрав илсенех эпир ятарлă программăна хатĕрленме пуçларăмăр. Пире пулăшма Шупашкарти Ф.павлов ячĕллĕ музыка училищин фольклор уйрăмĕн преподователĕ И.Ф.Яковлева ятарласа килсе çỹрерĕ (вăл пирĕн ял кинĕ, манăн кỹрше качча тухнă). Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев ачасене фестивале кайма тỹлевсĕрех микроавтобус уйăрса пачĕ. Çул тăкакĕсене саплаштарма вара Чăваш Патшалăхĕн Совечĕн депутачĕ Н.Н.Быков, Шăмăршă район Совечĕн депутачĕсем А.В.Максимовпа («Агростройсервис» ертỹçи) О.М.Ефимов (ДРСУ директорĕ) укçа парса пулăшрĕç. Çул укçин пĕр пайне вара ачасен ашшĕ-амăшĕсен хăйсен тỹлеме тиврĕ. Раççей шайĕнчи çак пысăк фестивале хутшăнма пулăшнăшăн эпĕ ачасен, вĕсен ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе В.П.Фадеева, Н.Н.Быкова, А.В.Максимова, О.М.Ефимова тата пире автобуспа тĕрĕс-тĕкел илсе кайса килнĕшĕн автобус водительне Юрий Эскиванова чун-чĕререн тав тăватăп.
--Герман Николаевич, инçе çул-çỹрев çинчен кĕскен каласа парăр-ха.
--Курск хулинче эпир пĕр сутка ытларах кайрăмăр. Ульяновск, Пенза, Тамбов, Липецк, Воронеж, Курск облаçĕсем витĕр тухма тиврĕ. Çак облаçсенчи хуласем, ялĕсем, çутçанталăкĕ Пирĕн асра яланлăхах юлĕ. Дон шывĕпе çăвăннине епле манăн тата! Вырăна çитсен пире турбазăна вырнаçтарчĕç. кăнтăрлахи апат хыççăн облаçри филармони çуртĕнче фестивале _______ тата хула ертỹçисем, Мускавран ятарласа килнĕ ăсчахсем уçрĕç. Паллă юмахри патшана унăн ялан йĕрекен хĕрĕ («Несмеяна») тỹрех фестивале килнĕ ушкăнсенчи арçын ачасенчен хăй валли «принц» суйлама пикенчĕç. Виçĕ кун хушши, фестиваль пынă хушăра, хăш ушкăнри «каччă» «принц» ятне çĕнсе илесси пирки «тупăшу» пычĕ ташă-юрăра. Фестивалĕн юлашки кунхине фольклор ушкăнĕсем каллех филармони çуртне пухăнчĕç. Гала-концерт вăхăтĕнче вара «принцесса» арçын ачасенчен чи лайăххисем тепĕр хут пултарулăхне тĕрĕслерĕ: хăшĕ такмак калать, юрă юрласа парать, ташша çаптарать. Çапах та чи лайăххисенчен пĕрне суйласа илчĕ-илчех чипер патша хĕрĕ: «Чăвашран килнĕ ансамбль солисчĕ, ташă-такмакра чи пултаруллă пулнă Вячеслав Смаев манăн «принц» пулать!» - тесе пĕлтерсен вара пĕтĕм зал тăвăллăн алă çупрĕ. «Мерчен» ушкăна уйрăммăн тепĕр хут сцена çине чĕнсе хăпартрĕ «патша». В.Смаева ятарласа Диплом тата хаклă парне парса чысларĕç. «Мерчен» вара РФ культура министерствин Дипломĕпе фестиваль лауреачĕ Хисеплĕ ята пачĕç. 41 ушкăн хушшинче «Мерчен» чи пултарулли пулнишĕн эпир чунтанах савăнтăмăр.
--Курск тăрăхĕнче вăрçăри çапăçусем хаяр пулнине пĕлтĕмĕр. Çапăçусем пулнă вырăнсене те курса çỹрерĕр пуль;
--Фестиваль вăхăтĕнче концертсемпе хулара кăна мар çывăхри ялсенче те пулма тỹр килчĕ. Çав вăхăтра тĕрлĕ музейсемпе çапăçусем пулнă вырăнсене те илсе кайса кăтартрĕç. Уйрăмах пире Свобода ял çывăхĕнчи Рокосовский маршăлăн команда пункчĕ, землянкăри штабĕ, хулари Триумфлă Çĕнтерỹ аркин комплексĕ, çав тери пысăк та илемлĕ чиркỹсемпе храмсем, «таса» Шыв юхса выртакан çăлкуç, арçынсен мăнастирĕнче апатланни асра юлчĕç. «Курск» атомла подводнăй лодкăпа пĕрле путса вилнĕ моряксен вил тăприсем çинче пулса курнине те манма çук.
--Герман Николаевич, «Мерченĕн» малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштараймăр-ши;
--Паллах, çывхарса килекен Республика кунне Шăмăршăри ирттерни пирĕншĕн пысăк савăнăç та, яваплăх та. Çак мероприятисене «Мерчен» те хастар хутшăнĕ, хăйĕн пултарулăхне кăтартĕ. Çитес эрнере вара Ульяновск хулинче пулса иртекен Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсен Акатуйне кайма шутларăмăр. Районта, ялта пулса иртекен уявсене те хутшăнмасăр юлмăпăр.