Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

В&#259х&#259т васкатать

--Чи маттур трактористсене – Анатолий Ельцовпа Валерий Захарова ака агрегачĕсем шанса патĂмĂр, - терĕ «Надежда» ООО ертỹçи Валерий Еремеев. – Халлĕхе 50 гектар пĕр çул ỹсекен курĂксем, 30 гектар пĂрçа, 85 гектар урпа, 19 гектар тулĂ акрĂмĂр, 10 гектар çĕрулми лартрĂмĂр. Çĕр хĂвĂрт пиçменни ĕçе чарса тĂрать. Валерий Петрович халь çеç Çĕнĕ ШĂмĂршĂ бригадинчен таврĂннĂ. Хире трактор кĕреймест – путать иккен. Пĕрер кун тĂхтама шутлаççĕ. ЛайĂх кĂпкалатса хатĕрлемен çĕр çине тырĂ акнин усси сахал, тĂпра ĕлкерсен çеç кал-кал ĕçлеме пулать. Калас пулать, «Надежда» ООО çур акине тĕплĕн хатĕрленсе пуçĂннĂ. ТехникĂна лайĂх юсанĂ, кирлĕ чухлĕ запас пайсем туяннĂ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ. 50 тонна минераллĂ удобренисем кỹрсе килнĕ. Пур культурĂна та удобренипе пĕрле акаççĕ. В.Еремеева 100 гектар çинчи кĕрхи тулĂ хĕл сиввине тỹсейменни хытĂ пĂшĂрхантарать. Юрать-ха, 150 гектар ытларах ыраш ешĕллĕн курĂнать, минераллĂ удобренипе апатлантарнĂ хыççĂн калчасем куç умĕнчех илемленсе пыраççĕ. ХуçалĂхра 80 гектар сахĂр чĕкĕнтĕрĕ акма палĂртнĂ. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕрпе выльĂх чĕкĕнтĕрĕ вуншар гектар йышĂнĕç. ВĂрлĂхсем те, кĂткĂс удобренисем те туяннĂ. Паян-ыран чĕкĕнтĕр акма тухаççĕ.


17 мая 2003
00:00
Поделиться