Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КАШНИ КУН ТУХĂÇЛĂ ИРТТĔР

РЕСПУБЛИКА кунне уявлама хатĕрленес тĕлĕшпе йĕркеленĕ комитетăн тунтикунхи ларăвне уçса, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев хăш-пĕр ертỹçĕсен ĕçĕпе ( тĕрĕссипе -- ĕçлеме пĕлменнишĕн, кахалланнишĕн) хытă пăшăрханни çинчен пĕлтерчĕ. вырăнти администраци пуçлăхĕсен темиçе метр çĕнĕ карта тытнипе кăна çырлахмалла мар, ялсенче тирпей-илем тăвассишĕн васкавлă мерăсем йышăнмалла. Шыв-шур типнĕренпе чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ, апла пулин те çỹп-çаппа тĕрлĕ тасамарлăхран хăтăлса çитеймерĕмĕр-ха. Ку тĕлĕшпе комунналлă служба та ырă тĕслĕх кăтартмасть, Шăмăршăри нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенчи тасамарлăха хăçан турттарса пĕтересси те паллă мар. Çапах та районта хатĕрленỹ ĕçĕсем пачах та пымаççĕ Тени те тĕрĕс мар пулĕччĕ. Тăрăшса ĕçлекенсем сахал мар. Ларура сăмах илсе, Киров ячĕллĕ кооператив ертỹçи М.В.Петьков уява хатĕрленсе пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ: хоккей площадки, çĕнĕ туалет тунă, вуншар метр çĕнĕ карта тытнă. ДРСУ вăйĕпе ферма патне çити – пурĕ 1,5 километр тăршшĕ – асфальт сарнă çула тĕпрен юсаççĕ. «Карлинская» агрофирма ертỹçи И.М.Абсалямов та Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ уяв хăнисене кĕтсе илме хатĕр пуласси пирки шантсра каларĕ. Çурхи ĕçсем вĕçленсен пĕтĕм вăя яла тирпей-илем кỹресси çине хурĕç. «Агростройсервис» ООО ертỹçи А.В.Максимов – лаша спорчĕшĕн яваплăскер – ипподрома хатĕрлесе çитерес ыйтăва çĕклерĕ. Уйрăммăн илсен, чупмалли çул çине хăйăрпа шлак сарассине хăвăртлатмаллине палăртрĕ. «Шемуршинская» МСО ертỹçине Н.Н.Быкова уяв умĕн хута каякан çĕнĕ çуртсене шыв кĕртес ыйту шухăшлаттарать. Ларура ытти ыйтусене те хускатрĕç, вĕсене татса памалли майсем шырарĕç. Сăмахран, платниксем валли ĕç темĕн чухлех, анчах вĕсем район тулашне тухса кайнă. Çавăнпа та Шăмăршă район администрацийĕ платник ĕçне пултаракан арçынсене хаçат урлă çапла чĕнсе каласшăн: аякра çỹресе çемьерен уйрăм пурăниччен тăван районтах ĕçлĕр, сире ĕç укçине начар мар тỹлĕпĕр. Çапла, паян пирĕн пурсăмăрăн та пĕр шухăш – тĕллевпе пурăнмалла, уяв умĕнхи кашни кун тухăçлă ĕçре ирттĕрччĕ тесе тăрăшмалла.


17 мая 2003
00:00
Поделиться