ÇАНТАЛĂК ÇЕÇ УЯР ТĂТĂР...
Ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан, Пашъел-Чукал тăрăхĕнче çĕрсем каярах ĕлкĕрсе çитеççĕ. Çакна пула çурхи ака-суха ĕçĕсене те ирĕксĕрех пĕрер эрне юлса пуçăнма тивет.
-Кăçал кал-кал ĕçлетпĕр тесе çук, - хăйĕн шухăшне пытармарĕ Хупă пĕлтерĕшлĕ «Нива» акционерсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Г.Исаев. -- Ĕнер, акă, акма çĕр хатĕрлекен трактор çĕмĕрĕлсе ларчĕ. Юсавсăр техника ахаль те çук мар...
ăнланма пулать председатель пăшăрханăвне: хĕрỹ тапăхрта, самай хĕрсе ĕçлемелле чухне «хурçă ут» ванни – апат çиме ларсан алăри кашăксăр тăрса юлнипе танах-çке. Хирте ахаль те виçĕ агрегат çеç ĕçлетчĕ çак кун. Хуçалăх ертỹçи вара вĕсене мухтамасăр чăтаймарĕ. Кăçалхи çуракинче чи маттуррисем – пĕртăван Петрпа Виталий Беляковсем иккен. Эпир хуçалăхра пулнă чухне вĕсен агрегачĕ 90 гектра çинче урпа акассине вĕçлерĕ те пĕр тăхтаса тăмасăр тепĕр лаптăк çине куçрĕ, Валерий Юманов, Валерий данилов, Лев Муздуков сеяльщиксем сеялкăсене тасатнă хыççăн тулă акма тытăнчĕ. Унăн лаптăкĕ 105 гектратан кая мар пулмалла. Вăрлăха Виталий Прохоров вăхăтра турттарать.
Шел, минераллă удобренисем çеç çук. «Çĕр çăкăрĕ» тухăçа самаях ỹстерме пулăшнă пулĕччĕ те çав... Складран вăрлăха Валентина Назарова, Александра Долгова, Михаил Ванюшин, Николай Кадеев, Николай Карсаков тиесе ăсатаççĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те хĕрỹ тапхăрта тăван хуçалăха вăй çитнĕ таран пулăшма килĕшнĕ вĕсем, хăшпĕр вăйпитти çамрăксем пек ĕç çине алă сулмаççĕ.
Хĕвеллĕ те уяр çанталăкра çĕр хăвăрт типет. Çавна май асанкассисем акнă лаптăксене çийĕнчех катокпа пусăрăнтарма тăрăшаççĕ. Ку ĕçе, вăрлăх турттарассинчен пушаннă хушăра, Виталий Прохоров пурнăçлать. Çĕр хатĕрленĕ çĕрте пĕр агрегат çеç -- Валентин судуков культиваци тăвать. Маларах хуçалăхра пĕр çул ỹсекен курăксене 30 гектар акса хăварнă.
Асанкассисен кĕркунне сухаласа хăварайман лаптăксем те пур-ха. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши култьтурăсене 270 гектар акса хăвармалла. Çавăн пекех 30-40 гектар хуратуллă та пуласшăн, пропашной культурăсем те кирлĕ.
--Ĕлкĕрнĕ лаптăксене вăй çитнĕ таран ĕçе кĕртме тăрăшатпăр,- терĕ юлашкинчен Г.Исаев. -- Çав вăхăтрах йĕпе вырăнсем те нумай -- паян-ыранах техникăпа кĕреймĕн. Çанталăк çеç уяр тăтăрччĕ...
Районти çул-йĕр управленийĕ экономика тĕлĕшĕнчен хавшанă «Заря» акционерсен обществине кăçал хăйĕн çунаттисем хỹттине илсе йĕркеленĕ сахал яваплă «Агродор» обществăра та, «Калинино» акционерсен обществинче те хирсенче тракторсен сасси тăри юррипе пĕрлешет. Шамкайсем те кăçал «МСО «Шемуршинская» çуначĕсем айĕнче хăйсене шанчăклă туяççĕ.