Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

СПОРТСМЕНСЕНЕ ТАРАВАТ ШУПАШКАР

Хăвăрт утасипе Европăн V Кубокĕ – пирĕн республикăра тĕнче шайĕнче ирттерекен пĕрремĕш ăмăрту. Европăри 30 ытла çĕршыв Шупашкара килме кăмăл тунă. Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче Чăваш Енĕн тăватă спортсменĕ – Елена Николаева, Владимир Андреев, Лариса Емельянова тата Вера Соколова ăмăртăва тухĕç. Тăваттăшĕ те – тĕнчери тĕрлĕ шайри ăмăртусенче пĕрре çеç мар çĕнтернỹçĕ Ята тивĕç пулнă спортсменсем. Мĕнлерех пулĕ-ха Европа Кубокĕн культура программи; Çак ыйтăва пирĕн корреспондент ЧР Культурăпа национальноçсен ĕçĕн министрĕн çумне В.С.БОНДАРЕВА панă. --Культура программи анлă та пуян, - тенĕ В.С.Бондарев. – Унăн пĕрремĕш пайĕ Урицкий ячĕллĕ урамри Выставка залĕнче йĕркеленĕ «Спортăн илемĕпе вăйĕ» выставкăпа пуçланать. Шăпах кунта ĕнтĕ, залив çыранĕ Хĕрринче, хăвăрт утакансен ăмăртăвĕ пуçланать. Выставка Чăваш Енĕн чапа тухнă спортсменĕсемпе паллаштарĕ, республикăра ХХ ĕмĕрте спорт мĕнле аталанса пыни çинчен каласа парĕ. Спорт темине ỹкернипе палăрнă Ю.Зайцев, Н.Сверчков, М.Спиридонов, Акцыновсен ĕçĕсем пурне те килĕшессе шанатпăр. Экспозицире – Чăваш патшалăх художество музейĕн фондĕнчи произведенисем, Наци музейĕн тата спортсменсен килти архивĕнчи экспонатсем. Майăн 14-мĕшĕнче Художество музейĕнче тепĕр выставка – «Çуркунне –2003» уçăлать. Унта паллă художниксемпе çамрăк сăрă ăстисен тăван çут çанталăк илемне мухтакан çĕнĕ картинисене вырнаçтарнă. Шупашкарти библиоекăсенче вара сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан кĕнекесен выставкисем ĕçлеççĕ. --Виктор Сергеевич, театр е концерт курма юратакансене мĕн сĕнетĕр; --Майăн 13-19-мĕшĕсенче театрсен репертуарĕсенче республикăри «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра мала тухнă чи лайăх спектакльсем пулĕç. кубок программи майăн 17-мĕшĕнче 20 сехетре «Олимпийский» стадионра «Салам, чăваш Ен!» ятлă пысăк уяв концерчĕпе уçăлать. Унта – вокалпа хореографи сюити, бал тата спорт ташшисем, художество гимнастики, хип-хоп... --Кубокăн гимнне çырман-и; --Шăпах «Салам, Чăваш Ен!» концентра ĕнтĕ В.Быков Л.Симонова сăвви тăрăх çырнă, Европа Кубокне халалланă юрă янăрĕ. ăна гимн теме те юрать. Кубок талисманĕ -- кăвакал чĕппи. Сцена çине пĕр «чĕпĕ» çеç мар, тỹрех çĕр тухĕç. Уявăн тĕп илемĕ Вара -- çамрăксем валли хатĕрленĕ программа. «Виа Гра» тата «Плазма» ушкăнсем пурне те ташлаттарĕç тата юрлаттарĕç. 22 сехетре вара кубок ячĕпе фейерверк çутăлĕ. Майăн 18-мĕшĕнче спортсменсемшĕн савăнма вăхăт сахал. Апла пулин те ăмăртусен антрактĕнче (12 сехетрен пуçласа 13 сехет те 30 минутчен) Юрăç умĕнче тата Хĕрлĕ площадьре каллех конццертсем пулĕç. Оперăпа балет театрĕ умĕнче ал ĕç япалисемпе суту-илỹ выставки ĕçлĕ. Европăн V Кубокĕ оперăпа балет театрĕнчи пысăк концертпа вĕçленĕ. ăна Юрăç уйĕнче вырнаçтарнă видеотабло çинче трансляцилеме палăртнă.


14 мая 2003
00:00
Поделиться