Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

РЕСПУБЛИКА КУННЕ ХАТĔРЛЕННĔ МАЙ

Паллă ĕнтĕ, тепĕр уйăхран вăрманлă-çăлкуçлă Шăмăршă тăрăхĕ таçтан-таçтан килекен хăнасене йышăнĕ, тăван районăмăр Чăваш Республикин кунне чăаплăн паллă тума хатĕрленет. Мĕнлерех пыраççĕ-ха хатĕрленỹ ĕçĕсем ялсенче; Акă мĕн каласа панă пирĕн корреспондент хăш-пĕр вырăнти администрацисен пуçлăхĕсем. С.Е.Ильина, Палтиел ял администрацийĕн пуçлăхĕ: --Хăнасем пирĕн ял çумĕпе иртсе каяççĕ Те, намăс курас марччĕ, тетпĕр. Чăн малтан ял администраци кантурĕн крыльцине турăмăр тата ялти Культура çуртне тĕпрен юсарăмăр. Çавăн пекех ялти чăваш масарĕ Йĕри-тавра çĕнĕ карта тытрăмăр. Аслă çул хĕрринчи картасене те çĕнетме тытăнтăмăр, решетке çуккипе çеç вăхăтлăха ĕç чарнăччĕ. Юпа-кашта çителĕклĕ хатĕрленĕ. Ĕлĕкхи ырă йăлана чĕртсе, урамсем вĕçĕнче укăлча хапхисем тума пуçăнтăмăр. Тирпей-илем кĕртес ĕçрен «Мир» хуçалăх ертỹçисем те аякра тăмаççĕ: хальхи вăхăтра витесене штукатурка туса шуратаççĕ, картасене çĕнетеççĕ. Шыв башни йĕри-тавра та çĕнĕ карта тытнă. Шкул ачисем аслă çулăн икĕ енне те çỹп-çапран тата тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тасатса тухрĕç. Çак ĕçе кашни эрнерех пурнăçлама палăртнă. Çурт умĕсене тирпей тăвасси пирки халăхпа темиçе хутчен те калаçнă, сăмахпа каланине ăнланманнисене районти тивĕçлĕ органсем штраф тỹлеттереççĕ. Халлĕхе Октябрь урамĕ чи тирпейли шутланать. В.В.ДЕНИСОВ, Карапай Шăмăршă ял администрацийĕн пуçлăхĕ: --Çăкăр-тăварпа, савăк юрăпа кĕтсе илĕпĕр хаклă хăнасене. Делегацисем пирĕн яла кафе енчен пырса кĕрсе шкул патĕнче чарăнаççĕ. Кунта ятарласах сцена тăватпăр: Çавăн пекех хоккей коробки тăвас ĕç те анлă сарăлчĕ. Стадионри картсене çĕнетĕрĕмĕр, тирпей-илем кỹтĕмĕр. «Çĕрпỹ-Сызрань» трасса хĕррипе тытнă решеткесене – пурĕ 1,5 километр тăршшĕ – сăрласа тухни те çула илемлетрĕ. Республикăри урăх хăш районта пур-ши çакăн пек тирпейлĕх; Ялти Культура çурчĕ йĕри –тавра тата пахчасем хыçĕнче – 600 метр тăршшĕ - çĕнĕ карта тытрăмăр. Ял халăхĕ те çине тăрсах ĕçлетпĕр. Çапах та «хытă хăлхаллисем» тупăнаççĕ-ха, хăйсен умĕнче тирпей тума васкамаççĕ. Вĕсем пирки тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр. А.Э.КУЗЬМИН, Виçпỹрт Шăмăршă ял администрацийĕн пуçлăхĕ: --Картасене çĕнететпĕр, сăрласа илемлететĕпр. Яла тирпей-илем кỹме халăхх хастар хутшăнать. Халлĕхе Ленин урамĕ – чи илемли. Çак урама – пурĕ 540 метр тăршшĕ - асфальт сарма палăртнă. Çавăн пекех клуб умĕнче те асфалльт сарса ташă площадки тăватпăр. Пуянкассине каякан аслă çул хĕррипе те çĕнĕ карта тытатпăр. Кăмăла пăскан пĕр ỹкерчĕк те ан пултăрччĕ Тесе тăрăшатпăр.


14 мая 2003
00:00
Поделиться