Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КУ&Ccedil&#276СЕМ ШЫВЛАНЧ&#276&Ccedil В&#258Р&Ccedil&#258 АЧИСЕН...

Вăрçă ачисем... 1928-1932 çулсенче çурланисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче мĕн чухлĕ нуша тỹснине, колхоз ĕçĕнче мĕн чухлĕ тар тăкнине çырса та кăтартма йывăр. «Аттемĕрсем фронта тухса кайсассăн Мĕнпур нуша тиеннĕ Юлнисем çине. Ах, вăрçă ачисем... Мĕн-ма сывлатăр ассăн; Аса илмешкĕн йывăр иртнине», - çапла çырнă И.Саландаев журналист 1928-1932 çулсенче çуралнисене халалланă сăввинче. Хĕрĕхĕн ытла пурăнаççĕ Вăрçă ачисем Анат Чаткаспа Тури Чаткас ялĕсенче. Майăн 9-мĕшĕнче ял администрацийĕ çумĕнчи ветерансен канашĕ вĕсене йыхрав хучĕсем ярса пĕр çĕре пуçтарчĕ. Митинг Анат Чаткасра 1941-1941 çулсенчи вăрçăра вилнĕ ял-йыша асăнса лартнă палăк умĕнче уçăлчĕ. Ветерансемпе пĕрле вĕсен ачисем тата мăнукĕсем те пуçтарăннă. Чаплă лару-тăрура палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Хăшĕ-пĕрисем чĕрĕ чечексем те илсе килнĕ, вĕсем çинчи ирхи çутă сывлăм куççуль тумламĕ пек йăлтăртатать... Ирпе 10 сехетре палăк умĕнче Мухтав вучĕ Ялкăшма пуçларĕ. Вăрçăра тата фронтран таврнăман вилнисене, пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă тыл ветеранĕсене асăнса халăх пĕр самант шăп тăчĕ. Пĕрин хыççăн тепри ветерансем тухса калаçаççĕ, вăрçă çулĕсенчи йывăр вăхăта куççуль витĕр аса илеççĕ. Ялти вăтам шкулти ветерансен хорĕ Вăрçă çулĕсенчи юрăсене юрлани те чун-чĕрене хумхантарать. «Чечекленчĕç улмуçипе груша, Çырма çийĕн сарăлчĕ тĕтре. Çыран хĕрне анчĕ те катюша Шăрантарчĕ хăйĕн юррине», - янăрать ял çийĕн пĕтĕм халăх юраткан «Катюша» юрă. Ветерансемпе ял-йыша район тата ял администрацийĕсен, «Восход» кооперавти представителĕсем чун-чĕререн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ. Митинг вĕçленсен ветерансемпе вăрçă ачисем шкул столовăйнелле утрĕç. Уяв сĕтелĕ хушшинче аса илмелли питĕ нумай пулчĕ. Шкулти юрă ансамблĕ Хаклă хăнасене хăйĕн пуян репертуарĕпе савăнтарчĕ. Вăрçă тата тыл ветеранĕсем те тỹссе тăраймарĕç -- юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Хăйсем валли çакăн пек чаплă уяв туса панăшăн ветерансем район администрацийĕн пуçлăхне В.П.Фадеева, райпо, «Агросройсервис», «Лига-Шемурша», «Восход» кооператив ертỹçисене В.П.Еремеева, А.В.Максимова, В.Ф.Чумуркина тата В.Ф.Захарова чĕререн тав тăваççĕ.


14 мая 2003
00:00
Поделиться