КĔТỸ ТУХРĔ ÇАРАНА
--Хăшпĕр чăрмавсем пулкаларĕç пулин те выльăхсене чиперех хĕл каçартăмăр темелле, - терĕ сахал яваплă «надежда» обществăн тĕп зоотехникĕ В.Любимов. –Халĕ çăмăлтарах пулать – ешĕл курăк çинче ăтăрамастпăр.
Сăвăнакан 166 пуç ĕнене иртнĕ эрнере кĕтĕве кăларнă кунта. Вĕсене çитерме нумай çул ỹсекен курăксене 70 гектар уйăрнă. Çанталăк ăшăтнеçемĕн, вĕсем ỹссех пыраççĕ. Вырăнлă усă курсан, ку лаптăк пайтахлăха çитмелле. Нумай çул ỹсекен курăксемсĕр пуçне хуçалăхра ĕнесем валли ыраш лаптăкне те уйăрнă. Малтанласа кĕтĕве 10 гектар çинче çỹретме палăртнă, запасра – тата 20 гектар.
Кĕтỹçĕсем – опытлă çынсем. Н.Еремеев, сăмахран, ку ĕçре темиçе çул ĕнтĕ. Н.Давыдов та выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре çĕнĕ çын мар. Ю.Игнтаьев çамрăк вара вĕсенчен вĕренĕ, хăнăхĕ. Кĕтỹçĕсем графика çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Ĕнесене çарана кăларнă хыççăн, нумаях мар пулин те, сăвăм ỹсме тытăнни палăрать.
Тĕп зоотехник каланă тăрăх çак эрнерех пушмак пăрусене те çуллахи лагере кăлараççĕ, вĕсене яланхи вырăнта -- вăрманта кĕтме тытăнаççĕ. 90 пуç пулас ĕнесене пăхма кăçал Н.Санигаров, Ю.Захаров, Р.Айзатулов кăмăл тунă. Вĕсем те ку ĕçре самаях пуян опыт пухнă.
Хуçалăхра çамрăк пăрусене те çуллахи лагере кăлараççĕ, кĕркуннеччен 70 пуç çамрăк выльăха Ирçе Тĕккинче тытаççĕ. Кĕтỹçи те паллă, вăл – А.Камкин.
--30 вăкăра вара витерех самăртас терĕмĕр, - тете В.Любимов. –Вĕсене пăхма С.Шамеева çирĕплетнĕ. Апат енчен йывăрлăхсем пулмалла мар -- малашне вĕсем валли ешĕл курăк çулса вĕтетессине йĕркелĕпĕр. Халлĕхе вăкăрсен ỹт хушаслăхне питех хурламалли çук.
Çу кунĕсенче вара пушаннă витесене юсаççĕ, дезинфекци туса хăвараççĕ.