ТĔРЕКЛĔ МăШăР
Паянхи кун çинчен шухăшлакан çын çăкăр ỹстерет,
Ыранхи кун çинчен шухăшлакан çын вăрман ỹстерет,
Ĕмĕрлĕх çинчен шухăшлакан çын ача-пăча ỹстерет.
Виçĕ теçетке çул шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне чĕререн юратса пурăнакан Мандрюковсем пиркиех каланăн туйăнать ку ваттисен сăмахĕ. Мария Иванвнăпа Василий Михайлович çăкăрне те ỹстернĕ, йывăçне те сахал мар лартнă. Чи пысăк пуянлăхĕ вара – куç тулли ачисем. Мандрюковсем вĕсемпе тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ. «Тăватă ывăлпа пĕр хĕрĕмĕр – пирĕн тĕрек, юрату, пуянлăх», - тет мария Ивановна.
Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашъел каччи патăръел районĕн хĕрĕпе пĕр çемьене пĕрлешсенех пурнăç çулĕпе çирĕп утма тĕв тунă: кил-çурт çавăрнă, ача çуратса çитĕнтернĕ, ĕçре хастар пулнипе пĕрлех ял-йышпа та килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсен çемйине таврара ырăпа асăнаççĕ, çамрăккисемшĕн – тĕслĕх вырăнĕнче.
Кил хуçи – Василий Михайлович -- çутçанталăкпа ачранах туслă пулнă, йывăç-курăкпа, чĕрчунсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă. Шăп çак туртăм хистенĕ те ĕнтĕ ăна вăрман ĕçченĕн профессине суйласа илме, çак ĕçре вăл нумай çул хушши вăй хунă. Хальхи вăхăтра В.М.Мандрюков килти хушма хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе ытларах вăхăт уйăрать, ăна чăн-чăн хурт-хăмăр ăсти теме пулать. Выльăх-чĕрлĕхне те чылай усраççĕ Вĕсем. Таврара паллă çын Василий Михайлович – вăл йăваланă кăçатăсем хĕл кунĕсенче ял-йыш урине çеç мар, кỹршĕллĕ районсене те шăнма памаççĕ.
Унăн мăшăрĕ – Мария Ивановна – ачасемпе ĕçлеме килĕштерет. Вăл нумай çул хушши Пăчăрлă Пашъелĕнчи «Асамат кĕперĕ» ача сачĕнче воспитательница тивĕçĕсене пурнăçлать. Кĕçĕн çулхи шăпăрлансемпе пĔр чĕлхе тупма пултарать вăл, ачасем ăна иккĕмĕш анне вырăнне хурса хаклаççĕ. Кунсăр пуçне М.И.Мандрюкова – тĕрĕ ăсти те.
--Унра пĕтĕмпех пур: илемлĕхĕ те, ыркăмăллăхĕ Те, сăпайлăхĕпе ăшпилĕхе те, - хак парать Василий Михайлович мăшăрне. – Вăл çемье вучахне сỹнме памасть, пурнăç тилхепине пĕлсе тытса пырать – унсăр çемье ăшши те çук».
Пилĕк ача çуратса çĕршыва юрăхлă çынсем çитĕнтернинчен пахи мĕн пур-ши ашшĕ-амăшĕшĕн; Ачисем те пĕри тепринчен маттуртарах. Асли – Коля хăй те çемьеллĕ ĕнтĕ, кил-çурт çавăрса тĕп килтен уйрăлса тухнă. Сергейпа Миша Чечня тата Дагестан çĕрĕсем çинче хĕсметре тăнă, халĕ куçăмсăр майпа Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕренеççĕ. Саша вара аякри Приморье тăрăхĕнче службăра тăрать, салтак тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлать. Кĕçĕнни –хĕрĕ Ирина – вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренет, амăшне кил-çуртри ĕçсенче хастар пулăшать.
--Миçе çул хушши салтак амăшĕ ĕнтĕ эпĕ, - ассăн сывлать Мария Ивановна. – Пĕр ывăл салтакран таврăнать çеç, теприн кайма та вăхăчĕ çитет: çапла вара темиçе çул. Ывăлăмсем лăпкă мар вăхăтра хĕсметре тăни чĕрене ыраттарать, чылай хушă çыру килмесен пушшех те. Мĕн чухлĕ ыйхăсăр каçсем пулман-ши вĕсемшĕн пăшăрханса;
Ашшĕпе амăшне те, ачисене те çутçанталăк чăннипех ĕçченлĕх, ырă чун, сăпайлăх, пĕр-пĕрне ăнланма пултаракан чĕре парнеленĕ тесе калассăм килет. Вĕсем пысăк та туслă çемйипе кар тăрса ĕç ĕçленипе, уявра савăннине ăмсанса пăхаççĕ çынсем. Ара, Мандрюковсенни пек тĕреклĕ те пысăк йышлă çемье паянхи кун сахал-çке.
--Çемье тĕрекĕ юратура çеç мар, пĕр-пĕрне хисепленинче, яланах пулăшнинче, - çирĕплетеççĕ Мандрюковсем. -- çемьери килĕшỹ -- чăн пысăк телей.