Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПУÇăМăРА ТАЯТПăР УМăРТА...

ЙЫШЛăНЧЧĔ вĕсем çирĕм-вăтăр çул каялла. Хамăр редакцире кăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем виççĕн – К.С.Смирнов, С.А.Павлов тата А.Н.Шамеев ĕçлетчĕç. Фронтра тар шăршланă, вут-çулăм витĕр тухсан та чĕрĕ юлнă çынсем маншăн чăн-чăн паттăрсем пек шутланнă. К.С.Смирнов редактор Çĕнтерỹ парадне те хутшăнни çинчен пĕлеттĕмĕр. Редакци ĕçĕпе ял-ял тăрăх çỹренĕ чух В.П.Кошкин, З.З.Сейфутдинов, М.Я.Калаков, А.И. Гармонщиков, П.М.Фадеев, М.В.Каримов, И.А.Алексеев, И.А.Елисеев тата ытти фронтовиксемпе темиçе те тĕл пулса калаçнă, вĕсен асаилĕвĕсене е хăйсем çинчен хаçатра çырса кăтартнă. Асăмрах-ха Патирекри Х.Хамдеев вăрçă инваличĕпе паллашни. Фашистсем пирĕн Тăван çĕршывăмăр çине вăрă-хурахла тапăнса кĕрсен, çап-çамрăк йĕкĕт фронта тухса кайнă. Кенигсберг (Калининград) хулишĕн пынă пĕр хаяр çапăçура Хасензяна йывăр амантаççĕ. Сулахай урине унăн çавăнтах хăварма тивнĕ. Госпитальсенче чылай хушă сипленнĕ хыççăн, Х.Хамдеев тăван ялне таврăннă. Инвалид, чăлах тесе килте ларма шутламан вăл, хăш-пĕрисем пек ĕçкĕпе те иртĕхмен. Чунне хытарса, пурнăçа юратса мирлĕ ĕçе кỹлĕннĕ. Хасензян абы жнейкăпа тырă вырнă, платниксен бригадине ертсе пынă. 1944 çулта вара ăна «Искра» колхозри сĕт-çу фермин заведующийĕ пулма шаннă. Х. Хамдеев пысăк вăй хунипе, коллектива йывăрлăхсене çĕнтерме çĕкленипе Патирек ферми районта мала тухнă. Çирĕм çул ытла ертсе пынă вăрçă инваличĕ фермăна, сывлăхĕ япăхланса çитсен тин çак йывăр та канăçсăр ĕçрен уйрăлнă. 8 ача çуратса ỹстернĕ вĕсем мăшăрĕпе – Шемшурий аппапа иккĕшĕ. Ывăлĕсенчен пĕри – паянхи «Искра» кооператив председателĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М.Хамдеев. Мнир Хасензянович ашшĕн ырă ятне çĕре ỹкермест, ялта та, районта та хисеплĕ çын. Хăрах ураллă тепĕр ветеран –- Карапай Шăмăршă çынни И.А. Елисеев та чуна хумхантараканнине нумай каласа паратчĕ. Иван Абрамович фронтран йывăр аманса таврăнсан пĕр кун та килте ахаль ларман, ял хуçалăхне çĕклессишĕн ырми-канми тăрăшнă. Чылай хушă колхоз председателĕн йывăр лавне туртса пынă, халăх хисепне тивĕç пулнă. Вăрçă ветеранĕсене ертсе пыракан вырăнсене шанса панă тĕслĕхсем нумай пулнă, пурте тенĕ пекех район руководителĕсен тата ял халăхĕн шанăçне тỹрре кăларнă. Е.И.Афанасьев, З.З.Сейфутдинов, В.П.Кошкин, К.П.Рахманов, А.П.Малов, Ф.Н.Чекушкин, И.Л.Кудряшов, И.А.Кудряшов, А.Н.Бутанов тата ытти хăш-пĕр фронтовиксем вăрçă çулĕсенче юхăннă колхозсене ура çине тăратассишĕн пысăк вăй хунă. Паянхи çамрăксем, тен, вĕсем çинчен илтмен те пулĕ. Анчах та вăрçă паттăрĕсен ячĕсене манма юрамасть. Вĕсем пирĕншĕн, Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçнă, вăрçă хыççăн та ăçта йывăр — çавăнта вăй хунă. САХАЛЛăН юлчĕç фронтовиксем, хăш-пĕр ялсенче пĕрре-иккĕн кăна е пачах та çук. Ним те тăваймăн, вăрçă суранĕсем пурнăçа нумай кĕскетнĕ, мирлĕ ĕç те сывлăха чылай илнĕ. Пирĕн – фронтовиксен ачисемпе мăнукĕсен – Аслă Çĕнтерĕве туптанă çынсене чĕрере тытмалла. Çавăнпа пĕрлех тылра ырми-канми ĕçленисем те чыс-хисепе тивĕç. Ман шутпа, Шăмăршăри истори музейĕнче «Районти ертсе пыракан вырăнсенче ĕçленĕ фронтовиксем» ятлă стенд йĕркелесен те аван пулĕччĕ. Хальлĕхе, вĕсене астăвакансем чĕрĕ-сывă чухне, хаклă документсемпе аса илỹсене пуçтарма май пур. Çак ĕçе шкул ачисене явăçтарни те – пархатарлă тивĕç.


12 мая 2003
00:00
Поделиться