Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХАЛĂХ СЫВЛĂХĔН ХУРАЛĔНЧЕ

ХАМăРăН паллă ентешсем çинчен çырсах тăратпăр пулин те, çак ырă хыпара манса хăварнишĕн хытă пăшăрханатăп. 2001 çулта Шăмăршă çынни Игорь Юрьевич Долгов медицина наукисен докторĕн ятне ăнăçлă хỹтĕленĕ. Шел те, кун пирки эпĕ кая юлса çеç — кăçал тин пĕлтĕм. Калама çук сăпайлă çынсем Долговсем. Игорĕн амăшĕ – Елена Васильевна Долгова – районĕпех хисеплĕ çын, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ. Вăл 1934 çулти февралĕн 22-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. Хусанти медицина институчĕн педиатри факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк чăваш хĕрне Шăмăршă тăрăхне – Пăчăрлă Пашъелĕнчи участок больницине ĕçлеме янă. ăсталăхне тата пултарулăхне шута илсе, Елена Васильевнана пĕр çулталăкранах Шăмăршăри тĕп больницăна ĕçлеме куçарнă. Ача çураттаракан тухтăра – акушер-гинеколога часах пĕтĕм район хисеплеме пуçланă. Ун чухне çулталăкра хальхи пек 170-180 ача мар, 1 пин ытла ача çуралнă. Çак шута кỹршĕри Тутарстанран килнĕ йывăр çын хĕрарăмсене те кĕртмелле. 1968 çулхи ылтăн кĕркунне Е.В.Долгована Шăмăршăри тĕп больницăна ертсе пыма шаннă. Çак йывăр лава хастар хĕрарăм тăватă çула яхăн ăнăçлă туртса пынă. Хуçалăх ĕçĕ (ун чухне больницăна хутса ăшăтасси те, юсасси те, çĕнĕ объектсем çĕклесси те тĕп тухтăр çине тиеннĕ) хĕрарăмшăн йывăр пулнине ăнланса, Елена Васильевна хăйне урăх ĕçе куçарма ыйтнă. Çапла вара, Е.В.Долгова 1971 çултан пуçласа паян кунчченех Шăмăршăри тĕп больницăн инфекци уйрăмне ертсе пырать. Çак уйрăм – районта çеç мар, республикăри сывлăх учрежденийĕсем хушшинче те чи лайăххисенчен пĕри. Кунта яланах тирпейлĕ, медицина ĕçченĕсем чирлисемпе ăшшăн калаçаççĕ. Елена Васильевна хăй ертсе пыракан коллективра çирĕп йĕрке туса хунă. Елена Васильевна район халăхĕн сывлăхне упрассишĕн ырми-канми тăрăшать, профилактика ĕçне вара чăн мала хурать. Район хаçатĕнче статьясем пичетлени те, вырăнти радиопа калаçни те — çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшниех. Вăл ертсе пыракан инфекци уйрăмĕ пур кăтартусемпе те больницăра ырă тĕслĕх кăтартать. Чунтан тăрăшса ĕçленине чысласа, Е.В.Долгована Тăван çĕршыв «В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медальпе, «Сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ» знакпа, темиçе теçетке Хисеп грамотипе наградăланă. Елена Васильевна хăйĕн мăшăрĕпе – Юрий Захаровичпа икĕ ача çуратса ỹстернĕ. Ывăлĕсем иккĕшĕ те амăшĕн профессине суйласа илнĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Иккĕшĕ те — хирург-онколог. Асли – Игорь – медицина наукисен докторĕ, кĕçĕнни – Олег – пĕрремĕш категориллĕ хирург. Долговсен тухтăр династийĕ 70 çул ытлана тăсăлать. —Эпĕ хам та халăх сывлăхне упрассипе çыхăннă – 40 çула яхăн физкультура учителĕ пулса ĕçлерĕм, - тет Елена Васильевнан мăшăрĕ Юрий Захаров. – Мăшăрăм та, ывăлăмсем те медицина ĕçченĕ пулнишĕн чунтан савăнатăп тата мухтанатăп. Эппин эпир Тăван çĕршывшăн усăллă çынсем!


12 мая 2003
00:00
Поделиться