Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĔÇÇИ САРăЛАТЬ, ВăЙ ИЛЕТ

Юлашки çумăрсем хыççăн çĕр хăвăрт ĕлкĕрет. Хирсенче вара тăри юррипе ĕç шавĕ пĕр кĕвве пĕрлешеççĕ. «Искра» ял хуçалăх кооперативĕнчех, акă, хирте тăватă трактор ĕçлет. _ Нỹрĕк тытаççĕ, - пĕлтерчĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ Р. Севрюгин. – Н. Болянин, Вячеславпа Анатолий Мурзабаевсем, Р. Толстов мезанизаторсем 120 гектар сỹрелеме ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Р. Алеев вра 150 гектар нумай çул ỹсекен курăксене сỹрелесе хăварчĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене те акма тытăннă патирексем. В. Скворцовăн икĕ сеялкăллă агрегачĕ кĕске хушăрах 30 гектар урпапа нумай çул ỹсекен курăксем акма ĕлкĕрчĕ. А. Матвеевпа А. Идрисов сеяльщиксемпе пурте кăмăллă. А. Емельяновпа Н. Цыганов вăрлăхсене вăхăтра турттарса тăнăран, агрегат самантлăха та чарăнса тăмасть темелле - çаврăм хыçăн çаврăм тăвать. Акма çĕр хатĕрленĕ çĕрте Р. Алеев механизатор тăрăшуллă. Вăл дисклă йывăр сỹрепе халлĕхе 150 гектар таран çĕре кăпкалатса хăварнă. Патирексем пропашной культурăсен вăрлăхĕсене те вырăнтах туса илеççĕ. Кăçал та, çак тĕллевпе, пĕр гектар выльăх кăшманĕ лартса хăварнă. Кунта çĕр улми вăрлăхне те 250 тонна суйласа яровизацилеме хунă. Агроном пĕлтернĕ тăрăх, вăл сутмалăх та пур: кама кирлĕ – килсе туянма пултараççĕ. Тĕштырă вăрлăхĕсене пĕтĕмпех имçамланă. «Восход» ял хуçалăх кооперативĕнче те çурхи ака-суха ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ, «хурçă утсем» кашни бригадăрах хире тухнă. Пĕрремĕш бригадăра çĕртме пуссине сỹреленĕ çĕрте В. Фадеев, А. Петров тăрăшуллă. А. Хрисанов, В. Буранов, В. Юманов, В. Викторов механизаторсем те канăç мĕнне пĕлмеççĕ, акма çĕр хатĕрлеççĕ, П. Новый вара пикенсех суха тăвать. Иккĕмĕш бригадăра Н. Степанов, Г. Муравьев, В. Васильев, В. Козлов агрегачĕсем ĕçлеççĕ, культиваци тăваççĕ. С. Ивановпа П. Воробьев механизаторсем сухалакан лаптăк та ỹссех пырать. Хуçалăхăн тĕп агрономĕ Н. Воробьев каланă тăрăх, чаткассем çĕнтерỹ кунĕ тĕлне тĕштырăсем акма пуçлаççĕ.


12 мая 2003
00:00
Поделиться