Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇĔР ХУÇИ – ПЫСĂК ТУХĂÇШĂН

Ялхуçалăх кооперативĕсемпе акционерсен обществисем çеç мар, фермер хуçалăхĕсем те çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра ирттерсе яма тăрăшаççĕ, йывăрлăхран тухма тĕрлĕрен майсем шыраççĕ. Çак кунсенче пуянкассинчи «Канаш» фермер хуçалăхĕн ертỹçипе Сергей Угаринпа курса калаçрăмăр. --Хам агроном пулнăран, çĕр ĕçне чухлатăп пулĕ тетĕп, - терĕ Сергей Михайлович. – Унсăрăн çанăсене тавăрас та çукчĕ. Пĕтĕм лаптăксем çинче кĕркуннех пысăк палахăпа çĕртме сухи туса хăвартăмăр. Çакă кăçал самаях пулăшрĕ. Фермерăн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ кăçал тата 68 гектар йышăннă иккен. Çĕр хуçи ăна та йăлтах сухаласа акма юрăхлă туса çитернĕ. кунсăр пуçне пĕтĕм лаптăксем çинче – 140 гектар – вăхăтра нỹрĕк тытса хăварнă. «Акма пуçламарăр-и», - тесе ыйтсан, фермер çанталăк пăсăличчен 50 гектар урпа акса хăварма ĕлкĕрни çинчен пĕлтерчĕ. Планра – татат çакăн чухлех. Пĕлтĕр С.Угарин сахăр чĕкĕнтĕрĕ те çитĕнтернĕччĕ, унран пайти те пулман мар-тăр: унсăрăн вăл кăçал пылак тымар-çимĕç лаптăкне 100 гектара çитерес темен те пулĕччĕ. --Пĕр çул ỹсекен курăксем те пулаççĕ, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Сергей Михайлович. – Вĕсене кăçал 20 гектартан кая мар акса хăварасчĕ. Вăрлăхсем çитеççĕ. Врăлăхсем тенĕрен, фермерăн вĕсем çитеççĕ, лабораторире ятарласа тĕрĕслеттернĕ хыççăн пĕрре те иккĕленмелле мар – пурте кондициллĕ. Çанталăк мĕнле пуласса малтанах пĕлсе тăма çук, анчах та С.Угарин кăçал та пысăк тухăç илме ĕмĕтленет. Ун шучĕпе, мĕн палăртнине пурнăçа кĕртме пур майсем те пур: 15 тонна хутăш удобренисемпе тата 50 тонна аммиак селитрипе пĕлсе те вырăнлă усă курмалла çеç.


12 мая 2003
00:00
Поделиться