ЯЛăМăР ИЛЕМЛĔ, КĔРЕКЕ ПУЯН -ХăНАСЕНЕ ТАРАВАТ ЭПИР ЯЛАН!
ЫРă хыпар, çутă хĕвел шевли пек, яланах чуна ăшăтать, пурăнма хавхалану кỹрет. Пирĕн район центрĕнче Чăваш Енĕн чи пысăк уявне __ Республика кунне ирттерме палăртни шăмăршăсемшĕн çав тери пысăк чыс шутланать.
Чаплă хăнасене тивĕçлипе кĕтсе илес тесен, Шăмăрша тирпей-илем кĕртмелле, кашни çурт, кашни урам тасалăхпа илĕртсе тăтăр тесе тăрăшмалла.
Мĕн-мĕн тума палăртнă-ха ку тĕлĕшпе район центрĕнче; Ятарлă комисси урамсем тăрăх васкамасăр тепĕр хут утса тухса, тиркевлĕ куçпа пăхса умра тăракан ĕçсене палăртрĕ.
Чăн малтан, район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене юсаса илемлетмелле, хула сăнĕ кĕртмелле. Вĕсем çаксем: «Октябре – 50 çул» урамри 4 хваттерлĕ 1-мĕш номерлĕ çурт, 13 хваттерлĕ 3-мĕш çурт, 18 хваттерлĕ 5-мĕш çурт, Юбилей урамĕнчи 16 хваттерлĕ 3-мĕш, 14 хваттерлĕ 8-мĕш, 12 хваттерлĕ 7-мĕш, 8 хваттерлĕ 2-мĕш çуртсем, Космовский урамĕнчи 18 хваттерлĕ 32-мĕш тата 16- мĕш, 32 хваттерлĕ 20-мĕш, 14 хваттерлĕ 12 – мĕш, 8 хваттерлĕ 15- мĕш, 18 хваттерлĕ 14-мĕш, Ленин урамĕнчи 14 хваттерлĕ 25-мĕш, 5 хваттерлĕ 37-мĕш, 8 хваттерлĕ 29-мĕш, 8 хваттерлĕ 33-мĕш, 18 хваттерлĕ 55-мĕш, 4 хваттерлĕ 41-мĕш, 14 хваттерлĕ 27-мĕш çуртсем.
Пуринне тенĕ пекех çивиттисене тата подъездсене юсамалла, алăксене улăштармалла.
Ытти ĕçсенчен пысăкраххисене те асăнар-ха: район центрĕнче çỹп-çап тăкмалли «саккунлă» пĕр вырăн туса ыттисене тăпрапа хупламалла, 3 километртан кая мар асфальт сарнă çул тумалла (Ипподром тата Акатуй вырăнĕ патне, Госстрах çурчĕн кĕтесĕнчен вăтам шкул патне çити, Заводская, Красный бор, Çул тăвакансемпе (улица Дорожников) Луговая урамсенче*
_ Шăмăршăри Восточная поселка, Çул тăвакансен, СХТ урамĕсемпе Энтĕръел ялне газ кĕртессине вĕçлемелле, çĕнĕ микрорайонта газ валеçекен пункт (ГРП) хута ямалла*
_ район центрĕнчи Çĕнтерỹ паркне илемлетмелле, урамсенче армак-чармак ỹсекен йывăçсене касса тирпейлемелле*
_ масар тавра çĕнĕ карта тытмалла, пĕчĕк çурт туса лартмалла*
_ вăтам шкул çуртне тĕпрен юсамалла ( çивиттине, маччине тата стенисене)*
_район центрĕнчи 3 километр тăршшĕ кивелнĕ картасене сỹтсе çĕнерен тытмалла*
_ Космовский урамĕнчи шыв кĕртнĕ çуртсенчи кивелнĕ пăрăхсене çĕннисемпе улăштармалла*
_ Шоссейная урамра ача-пăча шыва кĕмелли пĕве тумалла*
_ тасатакан соружени тăвассипе малалла ĕçлемелле (48 миллион тенкĕ укçа уйăрнă пулсан, 13 миллионне ĕçе кĕртнĕ)*
_ «Социаллă çурт-йĕр» программăна пурнăçласа, сахалтан та 12-15 хваттер туса хута ямалла*
_ Ленин урамĕнче тротуар тумалла*
_ райпромкомбинат районĕнче çуран каçса çỹремелли икĕ кĕпере тĕпрен юсамалла тата çĕнĕрен тепĕр пĕчĕк кĕпер тумалла*
_ Космовский урамĕнче çĕнĕ котельнăй тумалла*
_ Издательство çуртне тĕпрен юсамалла*
_ кăлпасси тата сĕт-çу сутакан ятарлă магазин туса лартмалла.
Çамрăксем çинчен те манса кайман -– вĕсем валли Шăмăршăра кăçал Юрату паркĕ лартса хăварасшăн. Паллах, çамрăксем çеç килмĕç кунта – «любви все возрасты покорны» темеççĕ-и-ха вырăссем;
Тепĕр ырă хыпар: райпромкомбинат патĕнче шанчăклă çул тата кĕпер тунă хыççăн, «Шăмăршă – Энтĕръел» автобус маршручĕ уçăлмалла.
Уява хатĕрленсе, кашни çемйен хăй пурăнакан çурт йĕри-таврашне тирпейлемелле, пỹрт умĕнчи пахчара чечексем лартса ỹстермелле. Район центрĕнчи газонсемпе чечек клумбисене те çĕнетсе илемлетме палăртнă.
Паллах, уявра культурăпа спорт мероприятийĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Шăмăршă вăрманĕнчи Акатуй вырăнĕ 500 тăваткал метр, ипподром 1000 тăваткал метр йышăнаççĕ. Культура Керменĕпе ялсенчи социаллă культура тата вĕрентỹ центрĕсем фольклор ушкăнĕсене йышăнма пултараççĕ. Вĕсенче районти предприятисен тата ал ăсти продукцийĕсен выставка-ярмаркине иртерме май пур.
Физкультурăпа спорт мероприятийĕсем валли район центрĕнче 4 площадка тата стадион пур. Стадионта стандартлă футбол уйĕ, чупмалли сектор, волейбол площадки вырнаçнă.
Акатуй уçланкинче те кĕрешмелли трибуна, волейбол площадки, кире пуканĕ йăтакансем валли помост, мини-футбол уйĕ, юланутпа чупса ăмăртмалли вырăн пулать.
Шăмăршă хăна çурчĕсенчен те чухăн мар: «Шемуршинская» МСОн 50 вырăнлă, ДРСУн 10 вырăнлă, Наци паркĕн 5 вырăнлă хăна çурчĕсем пур.
Апатланакансене «Красный бор» ресторан-кафе, «Бистро», «Березка», «Волнушка» кафесем , вăрман хуçалăхĕн столовăйĕ ăшă кăмăлпа йышăнĕç.
Çапла , республикăри чи илемлĕ район центрĕ ята тивĕçлĕ пулма пĕрре те çăмăл мар. Кашни предприятипе организацин, учрежденин, кашни çыннăн çанталăк ăшăтсанах субботниксене тухмалла.Район центрĕ тата кашни ял тирпейлĕ те илемлĕ пулни хамăршăнах лайăх вĕт-ха. Малашне урамри тирпейлĕхе пăсакансене, çуртсен умĕсенче вутă-шанкă, стройматериалсем, тĕрлĕрен техника упракансене пуçран шăлса каçармĕç. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев çирĕппĕн çапла палăртрĕ: текех никама та ял ятне ярса пурăнма ирĕк памăпăр. Шăмăршă районĕ республикăри чи илемлĕ, чи лăпкă район пултăр тесе тĕллев лартрăмăр тăк – сăмаха пурнăçлатпăрах!