ЯЛ ХУ&CCEDILАЛĂХНЕ -- &CCEDILĔНĔ ТЕХНИКА
Республика Президенчĕ Н.В.Федоров тăрăшнипе юлашки вăхăтра ялхуçалăхĕнчи машина-трактор паркĕ çĕнĕ техникăпа пуянланма пуçларĕ. Акă иртнĕ кунсенче кăна Николай Васильевич «Чăваш агрокомплект» акционер обществин территорийĕнче республикăн ялхуçалăх ертỹçисемпе механизаторĕсене çĕнĕ тракторсемпе тĕш тырă пухса çапакан комбайсем пачĕ.
Президент сăмахĕнчен çакă палăрнă: ялхуçалăх техники валли Правительство малашне те укçа-тенкĕ тата ытларах уйăрать. Кăçал кăна техника паркне нумай çĕнетмелле. Республикăна икĕ çулта тĕш тырă пухмалли 200 комбайн,500 трактор килмелле.
Çавăнпа пĕрлех Президент кивĕ техникăна республика бюджечĕ шучĕпе юсаса çĕнетнĕ кустăрмаллă тракторсене те çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен хуçисене пачĕ.Çакăн пеккисен шутĕнче пирĕн районти «Карлинская» агрофирма та пулчĕ.
Вĕсем хăйсен икĕ тракторне Патăрьелĕнчи юсав предприятине леçнĕ пулнă. Кунта 150 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă хыççăн трактора вĕр-çĕнĕ туса янă. Сăмах май каласан,пĕлтĕр кăна лизинг фондне республика бюджетĕнчен 80 миллион тенкĕ ытла хывнă,кăçал тата 165 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.