ЭКОНОМИКА АТАЛАНĂВĔН ЫРĂ ПАЛĂРĂМĔСЕМ - ХАЛĂХ ПУРНĂÇНЕ ЛАЙ
РЕСПУБЛИКА правительстви, район администрацийĕ йышăнакан активлă мерăсем промышленоç тата ялхуçалăх предприятийĕсенче продукци туса кăларассине ỹстерсех пыма май туса параççĕ. 2002 çулта тĕп капитала инвестицисем хывассин калăпăшĕ тата халăхăн тĕп тупăшĕсем малалла пысăкланнă. Республикăри тата районти тĕллевлĕ программăсем ăнăçлă пурнăçа кĕреççĕ, пĕчĕк предпринимательствăна аталантарас, ял хуçалăх предприятийĕсен парăмĕсене реструктуризацилес тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.
Паллă ĕнтĕ, район экономикинчи лару-тăру промышленоçра пулса иртекен процессемпе уйрăлми çыхăннă. Физически калăпăшĕн индексĕ Чăваш Республики тăрăх 105,2 процент шутланать пулсан, пирĕн районта 115,4 процентпа танлашать. Продукцие потребительсем патне тиесе ярасси чылай лайăхланнă. «Агростройсервис» ООО, вăрман хуçалăхĕ, «Аш-какай комбиначĕ» ЗАО çулталăка ăнăçлă вĕçлерĕç.
Промышленоç предприятийĕсен экономикăн объективлă требованийĕсене çирĕп пăхăнмалла, ĕç тухăçлăхĕ ĕç укçи тỹлессинчен хăвăртрах ỹсмелле, производство хăвачĕсемпе тата лаптăкĕсемпе эффективлă усă курмалла, налуксемпе ĕç укçине вăхăтра тата туллин тỹлемелле, туса кăларакан продукцин номенклатурине анлăлатмалла. Уйрăм узелсемпе детальсем туса хатĕрленĕ, сервис çăмăллăхĕсем панă çĕрте пĕчĕк предпринимательствăпа партнер çыхăнăвĕсем йĕркеленин пĕлтерĕшĕ те пысăк.
Район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен, пур формăллă предприятисен пысăк задачи районти бюджет организацийĕсен заказĕсене тивĕçтересси пулса тăрать. Чỹрече тата алăк блокĕсене, доскасене, шкул парттисене ытти районсенчен туянни пире намăс кăна мар, ĕçлеме пĕлменнине те çирĕплетет. Вăрман хуçалăхĕпе «Саид» ООО туса кăларакан продукци ассортиментне çĕнĕрен пăхса тухмалла, рынок ыйтакан çĕнĕ таварсем туса кăларма пуçламалла.
Патшалăх кашни çулах ял хуçалăхне пулăшма укçа тенкĕ нумай тăкаклать. 2002 çулта районти ял хуçалăх предприятийĕсене 4 миллион тенкĕ ытла çăмăллатнă кредитсем уйăрса панă. Бюджет ассигнованийĕсене уйрăмах «Мир» ЗАОпа (500 пин тенкĕ) «Восход» СХПК (500 пин) нумай илнĕ.
Районта çĕрпе тĕллевлĕ усă курасси лайăхланса пырать, унчченхи çулхипе танлаштарсан, ял хуçалăхĕнчи ĕç укçи 66,7 процент ỹснĕ. 10 хуçалăх çулталăка таса тупăшпа вĕçленĕ.
Çав вăхăтрах отрасльри проблемăсем çав-çавах çивĕч-ха: нумай предприятисен кредитор парăмĕсем дебитор парăмĕсенчен пысăкрах (районĕпе кредитор парăмĕсем 24952 пин тенкĕ, дебитор парăмĕсем 6706 пин тенкĕ шутланаççĕ).
Кредит илнĕ чух тата лизинг йĕркелемешкĕн салука хывма пурлăх çитменни те, пултаруллă специалистсем сахалли те, çамрăксем ял хуçалăх производствине каясшăнах пулманни те проблемăсен çивĕчлĕхне ỹстерет. Çавăнпа та ял хуçалăх управленийĕн, ял хуçалăх предприятийĕсемпе тата вырăнти администрацисемпе пĕрле, хуçалăхсен финанс ĕç-хĕлне лайăхлатас, килти хушма хуçалăхсемпе килĕштерсе ĕçлес тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.
Ялсенчи килти хуçалăхсем сĕт те, аш-какай та сутасшăн, анчах туянакан çук. Çак ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе яни пуриншĕн те усăллă пулĕччĕ.
2002 çулта тĕп капитала инвестици хывасси палăрмаллах ỹснĕ (2001 çулхипе танлаштарсан – 280 процент). Пĕлтĕр республикăри адреслă инвестици программи те пысăкланнă, республикăри федераллă бюджетран укçа-тенкĕ ытларах уйăрнă. Пĕтĕмпе çак укçа 70 миллион тенкĕпе танлашать.
Пурăнмалли çурт-йĕрĕн ипотечнăй кредичĕпе района 1,4 миллион тенкĕ уйăрса панă. Пурĕ 1,6 километр тăршшĕ асфальт сарнă çул тунă, автомобиль çулĕсене пăхса-юсаса тăнă çĕрте 16,2 миллион тенкĕпе усă курнă. Район центрĕнчи К.Маркс, Илпек тата Ленин урамĕсене асфальт сарнă.
Районта пурĕ 24,9 километр тăршшĕ газ валеçекен сетьсене хута янă, 502 çурта газ кĕртнĕ, икĕ котельнăя çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтма тытăннă. Çаксем валли финанссен мĕнпур çăл куçĕнчен 14,2 миллион тенкĕ уйăрнă
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ районсемпе хуласенче градостроительствăна планлас тĕлĕшпе ирттернĕ конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнса, Шăмăршă районĕ 25 миллион тенкĕ укçан преми илме тивĕçрĕ.
Бюджет сферинчи объектсене энергие перекетлекен технологипе тăвас тĕлĕшпе ирттернĕ республикăри бизнес- плансен конкурсĕнче эпир хатĕрленĕ документацие ырласа йышăннă, 2002 çулхи декабрьте района 2,5 миллион тенкĕ уйăрса пачĕç. Котельнăя кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута ямалла.
Иккĕмĕш проект – Пуянкассинче котельнăй тăвасси. Инвестици политикин канашĕ документацие ырланă тата объект валли укçа уйăрма шантарнă.
Республикăри инвестици программипе килĕшỹллĕн, социаллă çурт-йĕр лартма 4652 пин тенкĕ укçа уйăрса панăччĕ, пурăнмалли лаптăкĕ 703 тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр хута янă.
Пĕлтĕр çавăн пекех Шăмăршăра 320 ача вĕренмелĕх шкул çурчĕ хута кайрĕ, ăна тума 22362 пин тенкĕ укçа тăкакланă.
2002 çулта Карапай Шăмăршăри Культура çуртне (вăрман хуçалăхĕпе топсбыт пулăшнипе) тĕпрен юсанă, «сухаллă» объекта – Виçпỹрт Шăмăршăри социаллă культура комплексне («Шемуршинская» МСО тата «Карлинская» ЗАО) хута янă. Çавăн пекех Улмаллăра социаллă культура тата вĕрентỹ центрĕн çуртне туса лартнă, Палтиелĕнчи Культура çуртне тĕпрен юсанă. Кунта ăшă парасси тата вак-тĕвек ĕçсем çеç юлнă. Энтĕръелĕнче те социаллă культура тата вĕрентỹ комплексĕ уçăлнă.
Кăçал Чукалти тата Улмаллăри социаллă культура тата пĕлỹ центрне хута ярас, Пуянкассинчи Культура çуртне газпа ăшăтмалла тăвас тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçламалла.
2002 çул шăмăршăсемшĕн нумай объектсене пуçланипе тата вĕçленипе асра юлчĕ: тасатакан сооруженин уйрăм пайĕсене тата кунта администраци çуртне тума тытăннă, Шăмăршăри çĕнĕ мунчара тĕп ĕçсене пурнăçланă, Кĕçĕн Хырла çырми урлă хурçă конструкцисенчен хывнă çĕнĕ кĕпер хута янă, район центрĕнче шанчăклă çуллă çỹп-çап тăкмалли свалка тума пуçланă, Пашъел тата Чукал тăрăхне газ илсе килекен полиэтилен пăрăхĕсен малтанхи километрĕсене вырнаçтарнă, район центрĕнче электричествăн йывăç юписене тимĕр – бетон юпасемпе улăштарасси вĕçленнĕ.
Экономика аталанăвĕн малашлăх резервĕнче пĕчĕк предпринимательство паллă вырăн йышăнать. Пĕчĕк бизнесра, уйрăм предпринимательсене шута илсен, экономикăра вăй хуракансен 17 проценчĕ тăрăшать, çулталăк хушшинче вĕсен йышĕ 9 процент ỹснĕ. Енчен те район центрĕнчи çынсенченчылайăшĕ уйрăм предприниматель шутланать пулсан, Чукал тăрăхĕнче вĕсен йышĕ чылай пĕчĕкрех.
2002 çулта пĕчĕк бизнесран район бюджетне налук тỹлевĕсен пайĕнчи 24 проценчĕ чухлĕ налук куçарнă, çак кăтарту унчченхи çулхинчен пысăкрах. Çапах та районта хăйсен аллипе продукци туса кăларакан предпринимательсем çукрах-ха. Пирĕн предпринимательсем çакăн валли укçа-тенкĕ те тупаймаççĕ.
Тепĕр чăрмав – пĕчĕк предпринимательство представителĕсем укçа-тенкĕпе çыхăннă бюрократи барьерĕсене те çĕнтерме пултараймаççĕ.
Мĕнпур лайăххипе япăххине тĕплĕн шута илсе, Чăваш Республикин Президенчĕ ĕçлеме пултаракан халăхăн 25 проценчĕ таран пĕчĕк предпринимательствăна явăçтарма задача лартнă.
2003 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 215 предприниматель шутланнă пулсан, çулталăк вĕçленнĕ тĕле вĕсен йышĕ 300 çын таран ỹсмелле. Çак процеса Чăваш Республикин Президенчĕн Чăваш Республикинчи пĕчĕк предпринимательствăна аталантарассине хăвăртлатасси çинчен калакан Указĕ те çивĕчлетет.
Макроэкономика политикин тĕп çул-йĕрĕ халăх пурнăçне пĕрмай лайăхлатса пырасси, пурне те социаллă çăмăллăхсем илме майсем туса парасси пулса тăрать. Ĕç укçипе халăхăн тупăшĕ ỹснинче ĕç укçин чи пĕчĕк виçине ỹстерни тата пенсисене индексацилени палăрмаллах витĕм кỹчĕç. Районта уйăхри вăтам ĕç укçи 72,5 процент ỹснĕ. Çакă ял хуçалăх работникĕсен мĕнпур тупăшĕсене шута илнипе пуçтарăннă.
Халăхăн тупăшĕ ỹсни ваккăн тавар сутассине те аталантарма майсем туса парать. 2002 çулта пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ 30652,8 пин тенкĕпе танлашнă, çакă вăл танлаштаруллă хаксемпе илсен унчченхи çулхин 97 проценчĕпе танлашать.
Райпо таварçаврăнăшĕ 18,9 процент ỹснĕ пулсан та, районăн пĕтĕм таварçаврăнăшĕнче 52,5 процент çеç шутланать. Райпори пĕр çутăç вăтамран çулталăкра 20 пин тенкĕлĕх çеç тавар сутни çителĕксĕр.
Районта халăха çăмăллăхсем паракан сфера та ерипен аталанать. Халăха пĕтĕмпе 2 миллион та 449 пин те 200 тенкĕ, унчченхи çулхи шайăн 98,3 проценчĕ чухлĕ çăмăллăх панă.
Районта холодильниксем тата пылесоссем юсасси проблема пулса тăрать, заказсем тăрăх вырăна тухса çỹрессине йĕркелемен.
Халăх тăкакĕсенче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тăкакĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Район центрĕнче халăх коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн тỹлесси тивĕçлĕ шайра мар. 2003 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăмсем 700 пин тенкĕ шутланнă, çулталăк тăршшĕнче вĕсем 200 пин тенкĕ çеç чакнă. 76 хваттер хуçине суда парса 154 пин тенкĕ укçа шыраса илме йышăннă.
Тĕрлĕ шайри бюджетсене тỹлесси пирки те – уйрăм калаçу. 2002 çулта федераллă бюджета тỹлемелли плана 127,7 процент, республика бюджетне тỹлессипе – 161,3 процент, район бюджетне тỹлессипе 115,8 процент пурнăçланă. Уйрăммăн илсен, бюджета 153-мĕш номерлĕ АЗС-436 пин те 336 тенкĕ, «Чувашнефтепродукт» АЗС – 264 пин те 853 тенкĕ, «Шăмăршăри топсбыт» ГУП –350 пин те 972 тенкĕ, «Шăмăршăри ДРСУ» ГУП – 4 миллион та 129 пин те 595 тенкĕ, вăрман хуçалăхĕ – 2 миллион та 104 пин тенкĕ, райпо – 1 миллион та 638 пин тенкĕ, «Шемуршинская» МСО 906 пин те 694 тенкĕ укçа куçарнă.
ăçта çирĕп те ĕçлĕ коллектив, ăçта патшалăх умĕнчи яваплăха туяççĕ – унта налуксене те вăхăтра тата туллин тỹлеççĕ.
2003 çул районшăн экономикăна малалла аталантармалли çул пулса тăнă май, пурăнмалли çурт-йĕр, газификаци, тирпей-илем ыйтăвĕсемпе те çине тăрса ĕçлеме тивет. Район центрĕнче кăна 50 объект çĕкленмелле е хута каймалла, çав шутра коммуналлă 20 çурт, çулсем, газ трасси тата ытти те.
Пирĕн экономика аталанăвĕнчи лайăх палăрăмсене çирĕплетсе хăвармалла, пур шайри бюджетсене те тупăш енĕпе пурнăçлассишĕн, чи кирлĕ социаллă ыйтусене ăнăçлă татса парассишĕн пĕтĕм вăя хумалла.