Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

&Ccedil&#276РЕ Ч&#276РЕРЕН

ÇАК кунсенче кăна-ха районти çĕр ресурсĕсемпе çĕр йĕркелỹ комитетне Васанти М.Старый фермер кĕрсе тухрĕ. —Хуçалăха анлăлатасшăн-ха – 13 гектар çĕр çеç сахалтарах пек, - терĕ Михаил Алексеевич. – Ялти хăш-пĕр çынсем хăйсен хирти пай çĕрĕсене мана пама килĕшеççĕ. Тепĕр 10 гектар илсен, аван пулмалла. «Елена» фермер хуçалăхĕ – пысăкăшĕпе районта вăтаммисен шутĕнче. Районта пĕр-пĕр пĕчĕк колхозăнни чухлĕ çĕр илнĕ фермерсем те пур. Пуянкассинчи «Канаш» хуçалăхăн 151 гектар, Палтиелĕнчи «Мир» фермер хуçалăхĕн 113 гектар çĕр шутланать. Канаш паççулккинчи «Ударник» фермер хуçалăхĕ те 100 гектар ытла лаптăк çинче тырпул çитĕнтерет. 2003 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 43 фермер хуçалăхĕ шутланатчĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра тата 4 фермер çĕр хуçи пулса тăчĕ. Асанкассинчи Н.Тимошкин «Нина», Васанти М.Кузьмина – «Александр», Кивĕ Чукалти М.Малеев «Унка», Пуянкассинчи А.Горбунов «Ангор» фермер хуçалăхĕсем йĕркелерĕç. Районта фермерсем пурĕ 1123 гектар çĕр çинче ял хуçалăх культурисем çитĕнтереççĕ. Ытларах тĕштырă, сахăр чĕкĕнтĕрĕ, çĕр улми туса илеççĕ, выльăх-чĕрлĕх валли пĕр çул ỹсекен курăксем акаççĕ. Фермерсемпе калаçатăн та, нумайăшĕ ĕçлес шухăшлă, пысăк хавхалануллă пулни кăмăла çĕклет. Чăнах та, йывăрлăхсем нумай: техникăна çĕнетес ыйту та, запас пайсемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем тата пысăк репродукциллĕ вăрлăхсем туянасси те фермерсене хытă шухăшлаттараççĕ. Туса илнĕ продукцие, уйрăмах тырра вырнаçтарма та кансĕр. Ял хуçалăх продукчĕсен хакĕсем пысăк пулманни фермер хуçалăхĕсене аталанма чăрмав кỹрет. Тĕпрен илсен, фермерсем хăйсен çĕрĕсене кĕркунне сухаласа хăварма пултарнă. Çур акине ăнăçлă ирттерме майсем пур. Анчах ĕç акса –лартса хăварнипе çеç вĕçленмест: çу хутах çумкурăксемпе кĕрешмелле, хĕвелпе пĕрле тăрса хĕвел аничченех ура çинче пулмалла. Чунтан тăрăшакан фермерсен хуçалăх экономики тĕрекленсех пырать, пурнăçа лайăхлатма укçа-тенкĕ çителĕклĕ ĕçлесе илеççĕ. Çăмăл автомашина, хаклă йышши сĕтел-пукан туянакан, чаплă çурт-йĕр лартакан фермерсем темиçе те. Апла пулсан, фермер пулма хăрамалла мар, çĕр пире тăрантарать тата ачасене те ĕçе юратса ỹсмешкĕн воспитани пама пулăшать.


02 апреля 2003
00:00
Поделиться