Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Премьер-министр ш&#259м&#259рш&#259семпе к&#259м&#259лл&#259

Нумаях пулмасть ятарлă комисси кăÇал республика кунне хутшăнма тĕллев тытнă хуласемпе районсен конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрне пĕтĕмлетнĕччĕ. Унта ЙĕпреÇ, Сĕнтĕрварри, Шăмăршă районĕсем, Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисем Çĕнтернине палăртнă. Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче кам Çĕнтерĕ Республикăн чи пысăк уявне районсенчен кам хутшăнĕ тата ăÇта ирттерĕÇ Ĕнер Çак ыйтусем Çине хурав шырарĕÇ Шăмăршă тăрăхне килсе Çитнĕ Правительство пуÇлăхĕ Наталия Партасова, Президент администрацийĕн ертỹÇипе унăн Çумĕ Владимир Мидуковпа Василий Максимов тата Михаил Игнатьев, Владимир Филатов министрсемпе культурăпа национальоÇин министрĕн Çумĕ Роза Лизакова. Хăнасем Çакна уÇăмлăн палăртрĕÇ: Шăмăршă районĕнче пурăнакансем юлашки Çулсенче экономикăпа социаллă пурнăÇа аталантарас тĕлĕшпе утăм хыÇÇăн утăм тăваÇÇĕ. Кунта кĕске вăхăтрах Перекет банкĕпе Налук инспекцийĕн вĕр-Çĕнĕ Çурчĕсем ÇĕкленчĕÇ, пĕр харăсах вун-вун Çемье пурăнмалли хваттерсем ĕÇе кайрĕÇ, район центрĕпе ялсене Çыхăнтаракан нумай-нумай Çулсене Çĕнĕрен тунă е тĕпрен юсанă. Иртнĕ Çулта кăна пĕтĕмĕшле врач офисĕсем, вĕрентỹпе культура центрĕсем темиÇе ялта уÇăлнă. Президентăн шкул программине пурнăÇласа база шкулĕсем йĕркелнĕ тата ачасене турттарма ятарлă 4 автобус туяннă. Район центрĕнче вăтам шкулăн виÇĕ хутлă хушма Çуртне купаласа хута янă. Тĕп больницăн чылай Çурчĕсене тĕпрен юсанă, канализаци системине тăвасси вĕÇленсе пырать. Халĕ Шăмăршăра кăмрăкпа е вутăпа хутакан пĕр котельнăй та юлман. Иртнĕ Çулта 500 ытла Çуртра тата чылай культурăпа вĕрентỹ, сиплев учрежденийĕсенче «кăвак Çулăмпа» усă курма пуÇланă. Район центрĕпе ялсене Çĕнетсе ылмаштарас тата тирпей-илем кĕртес енĕпе пысăк ĕÇсем туса ирттернĕ. Экономика аталанăвĕнчи ырă улшăнусем те куÇ умĕнчех. Пĕлтĕр район тĕш тырă тухăÇĕпе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Промышленность, йăла тата ытти пулăшу парассинче те сисĕнмеллех ỹсĕмсем пур. «Шăмăршăри хуÇалăхсем хушшинчи строительство организацийĕ», «Çул-йĕр управленийĕ», «Агростройсервиз» УО пĕрлешĕвĕсем, вăрман хуÇалăхĕ тата ытти хăшпĕр предприятисем йĕркеллĕ аталанса пыраÇÇĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ унччен хавшаса Çитнĕ ял хуÇалăх кооперативĕсене Çăлса хăварас тĕллевпе пуÇарулăх кăтартаÇÇĕ. Шупашкартан тĕл пулăва килнисем Çакна та палăртрĕÇ: районта туллин усă курман резервсем те чылай-ха. Акă, чылай пĕрлешỹллĕ хуÇалăхсенче выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ пĕчĕк. Уй-хиртен илекен тупăша ỹстерес енĕпе те ĕÇлемелли чылай. «Паян тата малашне Çĕр пулăхне ỹстерес, сортсемпе ĕÇлес, ăратлă выльăх ĕрчетес енĕпе татăклă улшăнусем тумалла», - пусăмлăн палăртрĕ Ял хуÇалăх министрĕ М.В.Игнатьев. Строительствăпа архитектура тата Çул-йĕр хуÇалăхĕн министрĕ В.Н.Филатов хăшпĕр ялсенче пурăнакансем хăйсен Çуртне газ кĕртме васкаманнипе килĕшмест. «Кăвак Çулăма» кăÇал тата Çитес Çул нихÇанхинчен те ытларах Çул памалла. Унсăрăн ку енĕпе патшалăх паракан Çăмăллăхсемпе усă курассинчен тăрса юлма та пулать. Сахал тупăш илекенсем халĕ пĕр чăрмавсăрах банкран 15-20 пин тенкĕ кивÇен илме пултараÇÇĕ, уншăн Çулталăкне 6 процент ÇеÇ хушса тỹлемелле. Н.Ю.Партасова тата пысăк хăнасем Республика кунне ирттерме шутланă вырăнсене те Çитсе курчĕÇ (Ипподром, Хырлăх уÇланкипе вăрманĕ, Çĕнĕ урамсемпе илемлĕ вырăнсем тата ытти те). Тĕпрен илсен, вĕсен хатĕрлĕхĕ, дизайнĕ, халăха канмалли (тата савăнмалли майсем тата ытти те чылайăшне килĕшрĕÇ. Вĕсем Çакăн Çинчен район администрацийĕнче пухăннă актива та пĕлтерчĕÇ. Çав вăхăтрах конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче тумалли те пайтах иккене кăтартса хăварчĕÇ. «Чи малтан Çурхи акана пур енчен те тĕплĕн хатĕрленсе ирттерсе ямалла, выльăх-чĕрлĕхе ăнăÇлă хĕл каÇармалла, - терĕ тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ Н.Ю.Партасова. – Ун чух уявра та тивĕÇлипе савăнма пулать. Çакна ÇеÇ палăртатăп: эпĕ шăмăршăсен ĕÇĕпе, район центрĕ тата ялсен аталанăвĕпе, капăрлăхĕпе тата хăтлăхĕпе, район администрацийĕ ку енĕпе мĕн тунипе кăмăллă. Конкурсăн иккĕмĕш тапăхрĕнче район черетлĕ Республика кунне уявламалли программăна кĕрессе пысăк шанăÇ пур». Район администрацийĕн пуÇлăхĕ В.П.Фадеев республика ертỹÇисем шăмăршсен ĕÇне Çакнашкал хаклани халăха хавхалану кỹни, пурте Çак пысăк шанăÇа тỹрре кăларма хатĕрри Çинчен пĕлтерчĕ.


22 марта 2003
00:00
Поделиться