"Çутти" пурнăçа çутатмасть
Кашни кунах телевизор çинче çавăрттаракан реклама роликĕсенчи илĕртỹллĕ каччăсемпе хĕрсем аллисенче тытнă кĕленченсенчен чи техĕмлĕ, чи кăпăклă, чи тутлă сăрана ĕÇсе пăхма сĕнеÇÇĕ. Вĕсен кăмăлĕ савăк, сăра ĕÇсех Çавăн пек сывлăхлă та хитре курăнаÇÇĕ тейĕн. Çакăн хыÇÇăн ĕÇсе курман Çыннăн тутанса пăхас килĕ,утмăл урлă каÇнă мучин те пырĕ Ярăнĕ. «Çак сортлине ĕÇсен хама каллех вун Çиччĕре туймăп-ши;» шутласа илĕ «сенкер экран» Çинчи йĕкĕт Çине ăмсануллăн пăхса ватăскер.
Илĕртме пĕлеÇÇĕ алкоголь продукцине хатĕрлесе сутакансем, япăххине те лайăх тесе ырлаÇÇĕ.Шăп Çак сăра кĕленчисенчен пуÇланать те ĕнтĕ Çамрăксемпе хĕрарăмсем черкке енне туртăнасси. Урама тухса е тĕрлĕ бар-кафесене кĕрсе пăхар-ха: алăра чей курки мар вĕт—сăра кĕленчи. айванскерсен пуÇĕсене минретме нумай кирлĕ-и ; Çакăн хыÇÇăн эрех-ханша пурнăÇа кĕрет.
Самани халĕ чăнах та ирĕклĕ. ирĕклĕн Çỹретпĕр,калаÇатпăр, ĕÇетпĕр...Ытлашши чаракан Çук темелле. Кашни ялтах аншарли юхтарса сутакансем Çумăр хыÇÇăнхи кăмпасем пек ĕÇчесе кайнă. Вĕсен енчĕкĕ кунсерен хулăмланса пырать,теприсем вара куÇÇульпе макăраÇÇĕ. Çемьери кашни пуса шутласа ачи-пăчине тĕрĕс-тĕкел Çитĕнтерме тăрăшакан мăшăрĕ Çинчен арÇынсем темшĕн-Çке манаÇÇĕ.
АрÇын ĕÇни Çур хуйхă, хĕрарăм ĕÇни вара пĕр хуйхă,теÇÇĕ Халăхра. Хĕрарăм «симĕс Çĕленпе» Çыхланчĕ Пулсан Çемье арканасса, ача-пăча Çур тăлăха юласса кĕтсех тăр вара. Мĕнле пулăшмалла-ши вĕсене тĕпсĕр авăра сикме памалла мар; Амăшĕн прависенчен хăтарни уссине кỹмĕ. Чăн малтанах ял администрацийĕн пуÇлăхĕн явап туймалла пек туйăнать: инкеке кĕрсе ỹкнĕ Çемьене е уйрăм Çынна пулăшма май шыраса тупмаллах.Шел пулин те, чылайăшĕ Çак ыйтăва чĕре патне илмест,алă ÇеÇ сулать. Çавăн пекех сăмакун юхтарса сутакансене те курми пулса яваплăхран сиреÇÇĕ Хăш-пĕр ял администрацийĕсенче. Хăшĕ-пĕри тỹрре тухма пăхать: укÇа-тенкĕ Çителĕксĕр, Çавăнпа аншарли юхтарса сутатпăр. Çак «каÇхи бизнесменсем» вара саккуна пăсса Çул Çитмен Çамрăксене савăнса кайсах хăйсен продукцине сĕнеÇÇĕ. Пĕрре мар курнă Культура Çурчĕсенчи каÇхи дискотекăсенче 13-16 Çулхи Çамрăксем аллисенчи вак укÇана чăнкăртаттарса сăмакун туянма чупнине.Ушкăнпа ларса ĕÇнĕ хыÇÇăн ташă картине тăраÇÇĕ те хăйсем мĕн хăтланнине хăйсем те ăнланмаÇÇĕ. Çакна ниепле те ырă тĕслĕх тесе калаймăн.
Эрех-сăмакун ĕÇни,паллах,ырри патне илсе Çитермест—вĕренĕн те вĕÇĕ пур. ПуÇра «симĕс Çĕлен» явăнакан Çын яланах тỹнтерле ĕÇ тума,саккуна пăсма хăтланать. 2002 Çулта пирĕн районта регистра-циленĕ 187 преступленин ытларах пайне «йỹÇÇине» ỹпĕнтернисем пулнă,Çав шутра Çынна вĕлерни те. Çавăн пекех обществăлла вырăнсенче ỹсĕр Çỹренĕшĕн е эрех ĕÇнĕшĕн 776 Çынна, ĕÇ вырăнĕнче алкоголь шĕвекне ĕÇнĕшĕн 23 Çынна штрафланă.Чылай трактор-автомашина водителĕсем те руль умне ỹсĕр ларни инкек патне илсе Çитерет.Иртнĕ Çул ГИБДД уйрăмĕн ĕÇченĕсем 215 ỹсĕр водителе тытса чарнă, Çав шутра хамăр район Çыннисем—98 Çын. Илсе кăтартнă цифрăсем пĕчĕк теме Çук,Çакă пурне те пăшăрхантарма тивĕÇ.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров эрех ĕÇнипе тата алкоголизмпа кĕрешмелли мерăсене вăйлвтвсси Çинчен кăларнă Указа пурнăÇа кĕртессипе хамăр районта та тивĕÇлĕ мерăсем йышăнасса шанас килет. «Çутти» пурнăÇа Çутатмĕ,эрехпе туслашса сывлăхпа сывпуллашас марччĕ.