Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

&Ccedilурт лартатп&#259р, газ к&#277ртетп&#277р

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырупа тĕплĕн паллашнă май,мана уйрăмах Çак йĕркесем хумхантарчĕÇ: «Çын ăшă тата хăтлă Çуртра пурăнтăр,ачасем Çуратма ан хăратăр тесен тивĕÇлĕ общество инфраструктури кирлĕ. ... Газ кĕртнин социаллă эффекчĕ тата та пĕлтерĕшлĕрех.Вăл ялта революци тунипе,Çĕнĕ,хăтлă,уйрăмах хресченшĕн тивĕÇлĕ пурнăÇ пуÇланнипе пĕр тан. 2003-2004 Çулсенче Чăваш Республикинче газ кĕртес ĕÇ питĕ пысăк калăпăшпа пулса иртмелле,ăна 2 004 Çул пĕтнĕ тĕле вĕÇлемелле». Президент район администрациĕсем умне лартнă пысăк задачăна пурнăÇласси—паянхи чи Çивĕч ыйтусенчен пĕри. «Кăвак Çулăм» кĕртессипе шăмăршăсем унччен те начар ĕÇлемен-ха,2002 Çулта 26 километр тăршшĕ Пăрăхсем тăсма,501 Çурта газ кĕртме вăй Çитернĕ. «Пирĕн пата газ ырлăхĕ ХăÇан Çитĕ-ши;»--ĕмĕтленетчĕÇ Пашьел тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем.Район администрацийĕ,халăх пурнăÇне лайăхлатассишĕн пĕрмай тăрăшнă май,кашни ялах газ кĕртессишĕн мĕн пултарнине пĕтĕмпех тăвать. КăÇал «Тутар ПаснапуÇĕ—Пăчăрлă Пашьел» газопровода хута яма, Асанкассипе Пăчăрлă Пашьелне ÇутÇанталăк газĕ илсе Çитерме палăртнă. Çакăнпа кăна Çырлахасшăн мар пирĕн ертỹÇĕсем:Пашьелĕнчен Вырăс Чукалне,Кивĕ Чукала,Улмаллăна тата Шамкая тăсăлмалли газопроводăн проектпа смета документацине хатĕрлесе Çитернĕ ĕнтĕ. КăÇалах пулмасан та,килес Çул Çак ялсенче пурăнакансем ĕмĕрхи вутă хуйхинчен хăтăлĕÇ, «кăвак Çулăм» ырлăхĕпе савăнĕÇ. Тĕрĕс, газ кĕртме укÇа кирлĕ,сахалах та мар. КăÇал 1358 Çемье газ кĕртме кăмăл тунă пулсан,1142-ĕшĕ кредит илме документсем йĕркеленĕ. Вĕсем 17,2 миллион тенкĕ укÇа илĕÇ. 2003 Çулта Палтиелпе Пăчăрлă Пашьел клубĕсен тата Шăмăршăри ММП ЖКХ котельнăйсене ÇутÇанталăк газĕпе хутма пеуÇлĕÇ. Çултан Çулах районти ялсенче Çĕнĕ Çуртсем нумай лартаÇÇĕ,Çĕнĕ урамсем йĕркеленеÇÇĕ.Çав урамсене электричество кĕртесси те—пурнăÇ ыйтăвĕ.Пĕлтĕр Шăмăршăпа Патирек ялĕсенчи Çĕнĕ урамсенче электролинисем тăснă пулсан,кăÇал Çак ĕÇе Кивĕ шăмăршăпа Пуянкасси ялĕсенче пурнăÇламалла. Районта патшалăх пулăшнипе Çурт-йĕр лартасси анлă сарăлнਥ КăÇал та 3 миллион тенкĕлĕх социаллă Çурт-йĕр лартма палăртнă, тăкаксен пĕр пайне саплаштарма 1 миллион тенкĕ ипотека кредичĕ уйăраÇÇĕ. Ялсен социаллă пурнăÇне 2010 Çулччен аталнтармалли программăпа килĕшỹллĕн,кăÇал 40 Çурт тумалла,район Çыннисем Çакăн валли федераллă бюджетран 4 миллион та 840 пин тенкĕ субсиди илĕÇ. Районта асфальт сарнă Çулсем тăвас,киввисене юсас тĕлĕшпе те пысăк ĕÇ пурнăÇамалла. КăÇал 3,6 километр Çул Çине асфальт сармалла, 7,7 километра тĕпрен юсамалла. Кĕскен каласан, 2003 Çул пирĕн районта пысăк ĕÇсен Çулталăкĕ пулса историре Çырăнса юлĕ. Çулталăк тухăÇлă иртрĕ, пурнăÇ лайăхлантăр тесен,кашни Çыннăн хăйĕн вырăнĕнче чунтан тăрăшмалла, дисциплинăпа йĕркелĕх кăтартмалла. Тăрăшакансене Шупашкар та,Мускав та пулăшĕ.


22 марта 2003
00:00
Поделиться