Тивĕçлĕ тимлĕх
Кивĕ Чукал ял администраци территорине кĕрекен ялсенче пурĕ 39 инвалид пурăнать. Вĕсенчен 10-шĕ – Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсем, ачаран инвалидсем – 13 (çак шутран 4-шĕ – 18 çул тултарманнисем), пĕтĕмĕшле чир-чĕрсене пула инвалида тухнисем – 26 çын.
Инвалидсенчен хăшĕ-пĕрисем, çỹреме-ĕçлеме майсем сахалтарах пулин те, вырăнсенчи ял-хуçалăх кооперативĕсенче вăй хураççĕ, обществăлла ĕçсене хутшăнаççĕ.
Патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăни те инвалидсене савăнтарать. Вĕсем электроэнергипе, газпа усă курнă чухне, имçамсем туяннă вăхăтра, автобуспа çỹренĕ чухне, шăл протезĕ ларттарсан çăмăллăхсем илеççĕ. Санаторисенче сипленме путевкăсем те уйăраççĕ Районти социаллă хỹтлĕх пайĕнчен. Иван Торойкина вара икĕ çул каялла тỹлевсĕрех «Ока» çăмăл автомашина пачĕç. Халĕ Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕ, ывăлĕ Николай пулăшнипе (вăл вырăнти хуçалăхра водитель пулса тăрăшать) пĕр чăрмавсăрах район больни-цине е аптекăна кайса килет. Питĕ тунсăхласа çитсен, Шупашкарта пурăнакан ачисем патне те çул тытать. Пĕр сăмахпа каласан, патшалăх автомашинăпа тивĕçтерни вăрçă участникĕшĕн питĕ меллĕ.
Эпир, ял администрацийĕн ĕçченĕсем, патшалăх паракан çăмăллăхсемпе инвалидсем туллин усă курччăр тесе тăрăшатпăр. Çавăн пекех, вĕсем мĕнлерех условисенче пурăннипе интересленетпĕр, кирлĕ пулсан, пулăшу па-ратпăр.
Кивĕ Чукалти фельдшер пункчĕн заведующийĕ Лидия Малеева тата Шамкайри Наталья Крылова фельдшер инвалидсем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ, вĕсем патĕнче час-часах пулаççĕ. Районтан килнĕ врачсен бригадисем те хăйсен медицина тĕрĕслевне инвалидсенчен пуçлаççĕ.
Йывăртарах чирлĕ инвалидсене 8 опекун пăхса тăрать. Вĕсем нушаллă çынсен шăпине çăмăллатма, ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ. Опекунсем ял администрацийĕпе тата медицина рабоникĕсемпе ĕçлĕ çыхăну тытса тăраççĕ.