Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЯЛАН МАЛАЛЛА, &Ccedil&#276НТЕР&#7928 ЕННЕ

Шупашкарти 52-мĕшпе 62-мĕш номерлĕ шкулсенче стрит-баскет (бсакетбол площадкин çурринче выляни) енĕпе ăмăрту иртнĕ. пирĕн район команди, хĕрсемпе яшсен уйрăм ушкăнĕсем, С.Хафизовпа, А.Антонов вĕренекенĕсем, 20 команда хушшинче, икĕ хула командине мала ярса, яшсем виççĕмĕш вырăн йышăннă. Командăри йĕкĕтсем – С.Шумилов, Э.Козлов, С.Буланов, И.Быков, С.Егоров – питĕ пуçаруллă пулнине кăтартса панă. Хĕрсен команди те лайăх вылянă. Вĕсем 20 команда хушшинче 8-мĕш вырăнпа çырлахнă. Малашне те пирĕн район спортсменĕсем республика шайĕнче иртекен ăмăртусенче пысăк результатсеа кăтартса савăнтарасса шанатпăр. Райадминистрацин çамрăксемпе ĕçлекен тата физкультурăпа спорт уйрăмĕ МСО «Шемуршинская» организацийĕн директор çумне – Б.Александрова -- ăмăртăва тухса кайма машина енчен пулăшнăшăн тав тăвать.


20 ноября 2002
00:00
Поделиться