Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТИМ&#276Р САССИ ЯН КАЯТЬ...

ВăТăР виççĕмĕш çур акине ирттерме хатĕрленет хăйĕн пурнăçĕнче «Восход» кооперативăн тĕп инженерĕ П.Чумуркин. Техника кивелсех пынă май, ака-суха ĕçĕсене пурнăçлама та çултан çулах йывăрланать. Юрать-ха, кăçал икĕ СК-5 «Нива» комбайн тата пĕр «Беларусь» трактор туянма пултарнă. Кăкарса ĕçлемелли техника вара тахçанах шутран кăларма вăхăт çитнĕ. вырăнти ăстасем лайăх упранипе тата вăхăтра юсанипе çеç ял хуçалăх машинисем «иккĕмĕш ĕмĕр» пурăнаççĕ. --Хамăрăн механизаторсемпе эпĕ чăннипех те мухтанатăп, - тет П.Чумуркин. -- Ваттисем пенсие тухса пынă май, коллектива çамрăксем йышлăн хутшăнчĕç. Пурте тенĕ пекех хăйсене шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлаççĕ, техникăна юратаççĕ. Хуçалăх, çанталăкне кура, кăçал тухăçлă тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ, районти ăмăртура виççĕмĕш вырăн йышăннă. Н.Ильин тракториста «районти чи лайăх механизатор» ята панишĕн те чаткассем тивĕçлипе мухтанма пултараççĕ. Ял хуçалăх çулĕн кăтартăвĕсем тăрăх В.Пименов тракториста район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата хаклă парнепе чысланă. Тĕп инженерпа пĕрле Анат Чаткас бригадинчи техника паркне кĕретпĕр. Ретĕн-ретĕн уратасем çине лартса тухнă, пылчăкпа çỹп- çапран тасатнă ял хуçалăх машинисем çине пăхма та кăмăллă. Кăçал çак техника хирте ĕçлемен те тейĕн – кустăрмасене шуратнă, тутăхакан пайсене çу сĕрнĕ. Кĕскен каласан, ял хуçалăх машинисене ГОСТ требованийĕсемпе килĕшỹллĕн упрама лартнă. Комбайнсем пурте ангарта вырăн тупнă. --Техникăна юсама та пуçларăмăр ĕнтĕ, - пĕлтерчĕ П.Чумуркин. – Владимир захаров, Михаил кузьмин, Александр Брусов тата Виталий бакланов юсавçăсем ир тытăнса каçченех тăрăшса ĕçлеççĕ. çавăн пекех иккĕмĕш бригадăра та сỹресене тата культиваторсене юсаççĕ. Таврана тимĕр сасси ян каять. Хура кĕркуннепе хĕл кунĕсем -- механизаторсен пĕлĕвне ỹстермелли тапхăр та. Хуçалăхра кашни уйăхăн пĕрремĕш ытларикунне техника хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕренмелли кун тесе йышăннă. Ку тĕлĕшпе ятарлă кабинет йĕркеленĕ, унта пĕлĕве ỹстерме майсем çителĕклĕ. кабинет заведующийĕ В.Морозов хăйне шанса панă ĕçе тăрăшса туни документсене тĕрĕс те тирпйлĕ çырнинчен те курăнать. Механизаторсене тăпра эрозийĕпе кĕрешмелли меслетсене те вĕрентеççĕ. çак кун «Искра», «Мир» тата Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче те пулса куртăмăр. Виççĕмĕшĕнче те ял хуçалăх техникине хĕл валли упрама лартас тĕлĕшпе сахал мар ĕç тунă. Анчах вĕçленмен ĕçсем те пур-ха, уйрăмах палтиелсен çаврăнăçулăрах пулмалла. Асăннă хуçалăхсенче техникăна юсама та тивĕçлипе пуçăнайман. çанталăк лайăх тăнă чух васкани кирлех пулĕ.


20 ноября 2002
00:00
Поделиться