Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

СЫВЛ&#258ХРАН ХАКЛИ НИМ&#276Н ТЕ &CcedilУК

ХĔРĔХ çула яхăн ялти медпунктра вăй хутăм. Йывăрри нумай пулнă, паллах. Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра ял урамĕсенче пылчăк çăрăлатчĕ, çын сасартăк аптăраса ỹксен Шăмăршăри больницăна илсе çитерме питĕ кансĕрччĕ. Медпунктра эмелсемпе тĕрлĕрен оборудовани сахаллчĕ, çынсем йывăрах мар чирпе те района çити çỹретчĕç. Аслă пĕлỹллĕ тухтăр пулманнипе те сывату пахалăхĕ пысăках пулман ĕнтĕ. Кăçал вара ял халăхĕшĕн çав тери пысăк савăнăç çитрĕ -- çемье тухтăрĕн офисĕ Уçăлчĕ. Хамăрла «офис» теместпĕр-ха ăна, больница вырăннех хуратпăр. Кунта ăшă та çутă, çав тери тирпейлĕ. аслă пĕлỹллĕ тухтăр Д.П.Уресметов пурне те кăмăллăн йышăнать, кашнин сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслет. Тĕрлĕ кабинетсенче сывлăха тĕрĕслемелли тата сиплемелли оборудовани йышлă. Н.Кузьмина, Р.Матвеева, Т.Юнкерова метработниксем тухтăр хушнине тĕрĕс пурнăçлаççĕ, чирлисене эмелпе те , ăшă сăмахпа та сиплеççĕ. И.Бурановапа Н.Капралова техничкăсен ĕçне те ырламалла. Тупата, Шупашкар больницинче те пирĕнни чухлĕ тасалăх çук пулĕ. Ял урамĕсене асфальт сарнипе, сиплев çуртĕнче хуть те мĕнле çанталăкра та çăмăллăнах çитме пулать. Халăх район администрацийĕн пуçлăхне В.П.Фадеева тав туса та пĕтереймест – ырă ĕçсем питĕ нумай-çке! Пирĕн ялта çеç мар, Патирекре те, палтиелĕнче те, ытти çĕрте те халăхшăн тăрăшни уççăн курăнать. Ялта çемье тухтăрĕн офисĕ уçăлнăранпа Шăмăршăри тĕп больницăна çỹрекенсем те сахалланчĕç. Тĕрĕссипе, района йывăр чирлисене кăна илсе килеççĕ. Вырăнта сиплеме май пуррисем вара офисрах тивĕçлĕ пулăшу илеççĕ. Ялти тухтăр валли чаплă çурт лартса пани те – район ертỹçисем кадрсене çирĕплетсе хăварассишĕн тăрăшни. Малашне хамăр ялта та тухтăрсем тухасса шанса тăратпăр.


20 ноября 2002
00:00
Поделиться