Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КАЛЛЕХ &#276&CcedilС&#276РЛ&#276Х ПИРКИ...

ПУРНĂÇРА кунпа кун нихăçан та пĕр килмест, самана улшăнсах тăрать. Темиçе çул каялла акă рынок системине кĕтĕмĕр, çĕнĕлĕх пулчĕ ку пирĕншĕн. Ырă ĕмĕтсемпе пурăнма тытăннăччĕ, анчах кĕтнĕ пек пулса тухмарĕ, йĕркеллĕ чупакан пурнăç кустăрми шатăртатма , унччен тарпа туни аркана пуçларĕ. Ĕç вырăнĕсĕр тăрса юласран кашниех хăрать паянхи кун. Çакă çамрăксен чĕринче те шиклĕх кăларса тăратать. Ара, пĕр-пĕр специальность алла илсен те -- ĕçĕ çук вĕт. Ĕçпе тивĕçтерекен центра кайса пăхар -- ĕçсĕррисен çарĕнче мĕн чухлĕ çамрăк! Пирĕн районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта пурĕ 103 çын учетра тăрать пулсан яшсемпе хĕрсем,вăтам çулхи çынсем çак хисепĕн ытларах пайне йышăнаççĕ. Чăн та, хăшĕсем «шабаша» кайса хăйсене темиçе уйăх пурăнмалăх укçа-тенкĕ туса килеççĕ. Пĕр хушă хуйхă-суйхăсăрах пурăнаççĕ вара. Енчĕкĕ çỹхелсе çитсен каллех инçе çула тухаççĕ. Яланах çапла çỹрейĕн-ши; Кисĕр-çуртсăр çынсем пек кĕтесрен кĕтесе çỹрени йăлăхтарать, паллах. Аякра ĕçленĕ хыççăн пĕр пус укçасăр килне таврăннă тĕслĕхсем те пĕрре çеç мар пулнă. Пĕр-пĕр ĕçре тĕпленнине нимĕн те çитмест ĕнтĕ. Асрах-ха: хулари пысăк заводсемпе фабрикăсен филиалĕсене ялсенче уçатчĕç. çамрăксем ĕçлеме пĕтĕм кăмăлтан килĕшетчĕç, хуланалла туртăнмастчĕç. Пĕтрĕ вĕт вăл вăхăт, филиалсем пĕр самантарах хупăнса ларчĕç. ăçта каймалла-ха çамрăксен; Хуланалла, паллах. Хăйсен профессийĕпе ĕç вырăнĕ тупăнмасан та хĕрсен ытларах пайĕ пасарта сутуçă ăсталăхне алла илет. Каччăсен вара чылай чух тăван хуçалăхрах юлма, трактор е автомашина рульне тытма тỹр килет. Хăшĕн лаша тилхепипе, сенĕкпе улăштарма тивет. Нумай ĕçлесе илет-и ял çынни; Виçĕ уйăхра пĕр хутчен чĕрĕ укçа алла тытсан та пысăк савăнăç. Çамрăкшăн ку çав тери çителĕксĕр. Яш чух илемлĕрех тумланас килет-çке, кунсăр пуçне çĕнĕ çурт лартасси е киввине юсасси çинчен те шутламалла. Куллен тенĕ пек илтетпĕр: «вăрлаççĕ, çаратаççĕ». Юлашки çулсенче уйрăм çын е патшалăх пурлăхне хапсăнакансем йышланни тĕлĕнтерме те пăрахрĕ.Акă,2002 çулхи 9 уйăхра пирĕн район территорийĕнче 156 преступлени тунине регистрациленĕ, административла йĕркене пăснăшăн 1925 çынна явап тытттарнă. Шел пулин те,çак йышра çамрăксем нумай пулнине палăртмалла.Ахальтен мар тỹнтерле çул-йĕр çине тăраççĕ тĕреклĕ хул-çурăмлă каччăсем. Япала вăрласа тухаççĕ те – ним ĕçлемесĕр, тертленмесĕр самант хушшинчех укçа-тенкĕлĕ пулаççĕ. Паллах, çакă ырри патне илсе çитермест, анчах та ку хăшĕсемшĕн йывăр лару-тăруран тухмалли пĕртен-пĕр меслет. Акă, нумаях пулмасть – манăн пĕлĕш, çирĕм тăваттăри çамрăк суд тенклĕ çине ларчĕ. Сергей (ятне улăштаратăп) çартан таврăннă хыççăн хулари пĕр предприятие ĕçе вырнаçрĕ, вырăс хĕрĕпе палашса çемье çавăрчĕ. Веçех лайăх пулмалла та... Анчах Сергей вăй хуракан предприяти тĕрĕс тĕкел ĕçлейменрен хупăннă, общежитинчи пỹлĕмĕнчен тухса кайма ыйтнă. Арăмĕ вара, аслă вĕренỹ заведенийĕнче укçа тỹлесе вĕреннĕ май, упăшкине кĕске хушăрах вунă пин тупса пама хушнă. Хулăн кĕсъеллĕ пиччĕшĕ пулманран, Сергейăн ирĕксĕрех преступлени çулĕ çине тăма тивнĕ. халиччен çынна усал сăмах та каласа курманскере, çийĕнчех ярса тытнă пакунлисем. Укçаллă та пулаймарĕ, ятне те яланлăхах вараларĕ çамрăк арçын. «Ĕç вырăнĕ пулнă пулсан та çакăн пек çул çине тăман пулăттăм», - ỹкĕнет халĕ Сергей. Ĕçсĕрлĕхпе преступлени тачă çыхăнса тăни паллă ĕнтĕ. Ĕç вырăнĕнче тар кăларса ĕçлес вырăнне саккуна хирĕçле укçа-тенкĕ «ĕçлесе» илме тивет. Çакă йăнăш утăм пулнине палăртса хăвармалла. «Вăрласа тунă туслăх шывпа юхсах каять» - теççĕ асатте-асаннесем. Тĕрĕсех çирĕплетеççĕ ватăсем.


20 ноября 2002
00:00
Поделиться