ĔÇ УКÇИ ТỸЛЕССИ – РУКОВОДИТЕЛĔН ТĔП ТИВĔÇĔ
Районти предприятисемпе организацисен руководителĕсем специалистсемпе рабочисене, тĕрлĕ профессипе вăй хуракан ĕçченсене ĕç укçи парассине мĕнлерех йĕркеленине прокуратура тĕрĕслесех тăрать. Тỹрех каламалла, ĕç укçи енĕпе ĕç законодательствине пăснă тĕслĕхсем питĕ нумай. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи лару-тăру уйрăмах йывăр.
«Нива» ЗАОра 2002 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçин парăмĕсем 708 пин тенке çитнĕ пулнă. Прокуратура мерăсем йышăннă пулин те, çак сумма ытлашшиех чакман, парăм 681 пин тенкĕпе танлашнă. Ял ĕçченĕсене тỹлесси 2 уйăх ытларах вăхăта юлса пырать. Общество директорне Г.А.Исаева çапла тума юраманни пирки прокуратура асăраххатарнă, çапах та вăл парăма татас тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнман. Парăмăн тĕп пайне кунта тырăпа, аш-какайпа ата ыттипе саплаштараççĕ. РФ Административлă право Кодексĕн 5.27 статйипе килĕшỹллĕн, Г.А.Исаева 500 тенкĕ штраф тỹлеттернĕ.
Ĕç укçи тỹлес тĕлĕшпе «Заря» хуçалăхра та лару-тăру йывăр. 2002 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăм 814 пин тенкĕ пулнă. Тепĕр уйăхран та вăл ытлашши пĕчĕкленмен – 738 пин тенкĕ юлнă. Общество директорĕ В.Л.Эрюков парăмсене пĕтерес енĕпе кирлĕ пек ĕçлемест. ăна та 500 тенкĕ штраф тỹлеттернĕ.
Районти хăш-пĕр предприятисен руководителĕсем, работниксем умĕнче ĕç укçин парăмĕсем пулсан та, ытти организацисенчен илмелли укçа-тенке суд урлă шыраса илме васкамаççĕ-ха. «Агрофирма –Карлинская» ЗАОра шăпах çакнашкал лару-тăру хуçаланать. Çакна пула предприяти директорне асăрхаттарнă, тĕп бухгалтера административлă майпа айăпланă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче ĕçрен тухнă работниксене те ĕç укçи паман фактсемпе тĕл пултăмăр. Акă, М.В.Смирнова 2001 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа 2002 çулхи мартăн 14-мĕшĕччен «Шемуршинскагропромтехсервис» ОАОра кадрсем енĕпе ĕçлекен инспектор пулса ĕçленĕ. Ĕçрен тухнă тĕле унăн 2920 тенкĕ укçа илмелле пулнă. 2002 çулхи августăн 16 мĕшĕнче прокуратурăна тăратнă справка тăрăх, М.В.Смирнована тỹлемелли парăма «Агрофирма-Карлинская» ЗАОна куçарнă.
Тĕрĕслев результчĕсем тăрăх районти 6 руководителе административлă явап тыттарнă, çав шутра иккĕшне – октябрь уйăхĕнче. Октябрь вĕçĕнче тата 2 руководитель пирки постановлени çырнă. Кăçал суда 57 заявлени çырса панă, пурĕ 300 пин тенкĕ ытла шыраса илмелле тунă. Октябрь уйăхĕнче кăна 15 заявлени тăратнă. 45 заявление пĕтĕмĕшле надзор тĕрĕслевĕсен результачĕсем тăрăх çырнă. Паянхи кун тĕлне судра 42 заявление пăхса тухнă, хĕрарăмсенчен 250 пин тенкĕ укçа шыраса илнĕ.
«Шемуршинское молоко» ОООра ĕç законодательствине урăхла майпа пăсни те палăрчĕ. Çак предприятире ĕç кĕнекисем çырса палăртакан журнал çук. Ку вăл работниксен ĕç правине пăсни пулать. Çавăн пекех ĕçрен тухнă работниксене тулли расчет паман фактсем те палăрчĕç. Суда 2 заявлени тăратса 5000 тенкĕ шыраса илмелле тунă.
«Шемуршинская сельхозхимия» унитарлă предприятире 2002 çулхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçин парăмĕсем 183 пин тенкĕпе танлашнă. Тепĕр уйăхран парăмсем татах ỹснĕ – 208 пин тенке çитнĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăм 135 пин тенкĕ пулнă. Предприяти директорне О.Н.Алексеева прокуратура маларах асăрхаттарса хăварнăччĕ ĕнтĕ, октябрь вĕçĕнче вара ĕç законодательствине пăснăшăн ăна административлă майпа айăплама документсем хатĕрленĕ.
ЧР прокуратурин коллегийĕн 2002 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнчи йышăнăвĕсемпе килĕшỹллĕн, район прокуратуринче яланхи ĕç ушкăнĕ Туса хунă. Вăл ĕç укçи паман фактсене пĕтерес енĕпе ĕçлет. Паянхи кун ĕç ушкăнĕн икĕ ларăвне ирттернĕ. сентябрьти ларăва райадминистраци пуçлăхĕ тата предприятисемпе орагнизацисен руководителĕсем те хутшăнчĕç. Çак ларура ĕç укçин парăмĕсене 2003 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех пĕтерме тĕллев лартнă, ятарлă график туса хатĕрленĕ. Октябрьти ларура графикра палăртнă ĕç результачĕсене пĕтĕмлетнĕ. «Заря» ОАОра, «Рассвет» ЗАОра, «Нива» ЗАОра руководителĕсем ĕç укçин парăмĕсене пĕтермелли графика пăхăнманни палăрчĕ. Çак предприятисен ертỹçисене пурне те административлă майпа явап тыттарнă. Çулталăкра туса ирттернĕ ĕç результачĕсен итогĕсем тăрăх район прокуратури вĕсене уголовнăй айăплав пирки ыйту çĕклесси çинчен те асăрхатарса хăварнă.
Ĕç укçи вăхăтра тỹлесси кашни предприятисемпе организаци руководителĕсен тĕп тивĕçĕ пулса тăмалла. Кун пирки пĕр самантлăха та манмалла мар.