Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

РАЙОН ПУ&CcedilЛ&#258Х&#276Н П&#276Р КУН&#276

ИРПЕ çичĕ сехетрех ĕçе çитесси – Валерий Петрович Фадеевшăн хăнăхнă йăла. Çуркуннепе çулла иртерех те ĕçе пуçăнма тивет. Ялта çуралнă, çĕр-аннене юратса ỹснĕ çыншăн çулталăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те канăç çук. Акă, паян та район пуçлăхĕн ĕç пỹлĕмĕ ир-ирех уçă. Телефонпа калаçмалли те, хут çырмалли те чылай. Яра куна вун-вун ыйту татса пама тивет, вун-вун çынна харпăр-хăй нушипе йышăнмалла. Шăнкăр-р! турĕ сĕтел çинчи телефон. Кам шăнкăравлать-ши çиччĕрех; Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн ертỹçин çумĕ В.И.Максимов иккен. Шăмăршă районĕпе унăн çыннисем çинчен темиçе кĕнеке кăларнăскер, çĕнĕ кĕнеке хатĕрлес тĕлĕшпе Валерий Петровичран канаш ыйтать. --Пулăшма тăрăшатпăр, - шантарчĕ район пуçлăхĕ. Шăмăршă тăрăхĕн пуян историйĕ В.И.Максимов кĕнекисенче çутă курни Валерий Петровича чунтан савăнтарать. Калаçу вĕçленчĕ кăна, телефон татах шăнкăртатрĕ. Асанкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.И.Укин çут çанталăк газĕ кĕртес ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Ленин урамĕнче газ пăрăхĕсем тăсма тытăннă ĕнтĕ. Газовиксене тухăçлă ĕçлеме йĕпе-сапаллă çанталăк та чăрмав мар. «Лига-Шемурша» ĕçченĕсем Пăчăрлă Пашъелĕнче те газ пăрăхĕ Тăсаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ыран пашъел тăрăхĕнчи хуçалăхсенче пулма палăртрĕ. Телефонпа калаçнипе çеç вырăнти лару-тăрăва тĕрĕс пĕлейместĕн, вырăссем «доверяй, но проверяй» темеççĕ-и-ха; СЕХЕТ йĕпписем саккăр çитнине кăтартаççĕ. Чипер сăн-питлĕ, ырă кăмăллă Маша Яковлева секретарь Палтиелĕнчен икĕ ветеран килни çинчен пĕлтерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ватăсене тỹрех йышăнчĕ, мĕнле нушапа çỹренине ыйтса пĕлчĕ. Ветерансене çул тăвас ыйту пăшăрхантарать, «Мĕнле те пулин май тупса килес çул урамри çăрăлчăкран хăтăлма май çук-ши;» - теççĕ. --Çул тума укçа-тенкĕ нумай кирлĕ, - ватăсен нушине ăнланса калаçрĕ администраци пуçлăхĕ. --Çак ыйтупа çине тăрса ĕçлетпĕр-ха, сирĕн ялта та нумай вăй хунă. Çапах та пысăк ĕç тỹрех пулмасть, мĕнпур майсемпе тата республикăри çыхăнусемпе усă курса çул тăвассине хăвăртлатма тăрăшатпăр. Ветерансем район пуçлăхĕпе кăмăллăн уйрăлчĕç. Вĕсем çакна лайăх пĕлеççĕ: В.П.Фадеев -- сăмахпа çеç шантаракан çын мар, каларĕ тĕк -- пурнăçлатех! Çакна районта çуллен тăвăнакан нумай-нумай ырă ĕç лайăх çирĕплетет. Акă, палтиелсем темиçе çул хушши ĕнтĕ çут çанталăк газĕн ырлăхĕпе усă кураççĕ, кăçал çемье тухтăрĕн офисĕ хута кайни те – ял халăхĕшĕн пысăк савăнăç. Ветерансемпе сывпуллашнă хыççăн В.П.Фадеев шухăша путрĕ. Эх, тем пекех кашни урамах, кашни фермăпа техника паркĕ патне çитиех асфальт сартарĕччĕ вăл, анчах укçа-тенкĕ ыйтăвĕ ал-урана çыхсах тăрать. Районта пысăк промышленноç предприятийĕсем çуккипе бюджет та пуян мар, налуксем те нумай пуçтарăнаймаççĕ. Апла пулин те Шăмăршă районĕ обществăлла инфраструктурăна аталантарассипе республикăра пурне те ырă тĕслĕх кăтартать. Ырми-канми, сывлăха шеллемесĕр ĕçлемесен çак çитĕнỹсене тăваймăн. Хăйĕнчен те, ытти ертỹçĕсенчен те çирĕп ыйтать Валерий Петрович. Çакна халăх ырлать, кăлава авторитечĕ районта питĕ пысăк. ВăХăТ кăнтăрла еннелле сулăнсан Валерий Петрович автомашина рулĕ умне ларчĕ. Паян вăл виçĕ-тăватă хуçалăха çитсе курасшăн. Тĕрлĕ ыйтусем канăç памаççĕ ăна: выльăх-чĕрлĕх фермисенчи лару-тăру та, техникăна хĕл валли упрама лартасси те, тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсен пахалăхĕшĕн мĕнле тăрăшни те... Паллах, кашни ялтах халăхпа тĕл пулмалла, çынсем мĕнле пурăннине лайăх пĕлсе тăмалла. Акă, В.П.Фадеев Патиреке çитрĕ. «Искра» кооператив председателĕ М.Х.Хамдеев Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă поселокне кайма хатĕрленнĕ иккен, кунти сахăр завочĕн ертỹçисемпе калаçмалли пур. __ 25 тонна песук илсе килтĕмĕр, тата жом кỹресшĕн. Килес çул сахăр чĕкĕнтĕрне чылай пысăкрах лаптăк çинче туса илетпĕр, __ пĕлтерчĕ председатель. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ пирĕн тăрăхри хуçалăхсемшĕн тупăшлă пулнине лайăх ăнланать район пуçлăхĕ , çакна кашни ертỹçĕпе специалистах ĕнентерме тăрăшать. Вăл çине тăнипех хуçалăхсем чĕкĕнтĕр лаптăкне пысăклатсах пыраççĕ. Кăçал 430 гектар ытла акса тунă пулсан, килес çул 500 гектартан та ирттересшĕн. Хăш-пĕр ертỹçĕсене вара ăнланма çук: çĕр ĕç культурине ỹстерессишĕн нимĕн те тумаççĕ, фермăсем те юхăннă, строительство объекчĕсем те çĕкленмеççĕ. Тупăшлă ĕçлеме тăрăшмасан, хуçалăх арканатех ĕнтĕ. Ун пек юлхав ертỹçĕсене «Искра», «Восход», «Яблоневка» хуçалăхсенчен тĕслĕх илме сĕнет район пуçлăхĕ. Пĕр пек çанталăк условийĕсенчех малта пыракансем тыр-пул та , выльăх апачĕ те ытлă -çитлĕ туса илеççĕ, фермăсенчи ĕçсем те ăнса пыраççĕ. Хуçалăх тилхепине тытрăн тăк, тар кăларса ĕçле, халăх шанăçне тỹрре кăлар. В.П.Фадеев фермер хуçалăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те интересленсех тăрать, çывăх вăхăрах фермерсене пухса калаçма та шутлать. Сахалăн мар вĕсем районта__ 44 хуçалăх. Анчах та тупăшлă ĕçлекенсене шутласа тухма пĕл алăри пỹрнесем те çитеççĕ. Фермерсене , паллах, пулăшмалла, вĕсем чăннипех те çĕр хуçисем пулччăр. Çĕр пулăхне ỹстерессишĕн тăрăшманнисене вара явап тыттармалла. Анат Чаткаса çитсен район пуçлăхĕ кăçал çеç уçăлнă çемье тухтăрĕн офисне тата шкула кĕрсе курчĕ, техника паркĕнче пулса механизаторсемпе курса калаçрĕ. Ял лавккинче мĕнле таварсем сутни те интереслентерчĕ В.П.Фадеева . Халăх кăмăлĕ лавкка пуян е чухăн пулнинчен те килет вĕт-ха. Кирлĕ таварсене вырăна илсе пырса сутсан, ял çыннисем райпо ертỹçисене тав сăмахĕ çеç калаççĕ. Çула май Васанти аш-какай комбинатне те кĕрсе тухрĕ В.П.Фадеев, производствăна аталантарас тĕлĕшпе ырă сĕнỹсем пачĕ. Паллах, техника паркне те чарăнчĕ, çĕр ĕçченĕсемпе чунне уçса калаçрĕ. ...Таврана каç чаршавĕ карсан ĕç кунĕ вĕçленнĕ май Валерий Петрович киле кайма та хатĕрленнĕччĕ ĕнтĕ. Каллех телефон шăнкăртатрĕ. Ку хутĕнче килтен мăшăрĕ – Галина Александровна иккен. Вăл кил хуçине савăнăçлă хыпарĕ пĕлтерчĕ. Пензăра пурăнакан Николай тетĕшĕпе Нина мăшăрĕ килсе çитнĕ. --Юрĕ, çывăх вăхăтрах çитетĕп. Эсĕ унта сĕтел çине хатĕрлесе ăшăткаласа хур, - çурма шỹтлесе, çурма чăнласах, телефон кỹпçине хучĕ вырăнне. Ыран ирпе-ирех Шупашкара тухса каймалли, кирлĕ хутсен папкине хул хушшине хĕстерсе те черетлĕ ĕç ку вĕçленнине пĕлтерсе пỹлĕм алăкне тепĕр енчен ерипен хупса аялти хутала анчĕ. ...Таврана каç чаршавĕ карсан ĕç кунĕ вĕçленнĕ май Валерий Петрович киле кайма та хатĕрленнĕччĕ ĕнтĕ. Каллех телефон шăнкăртатрĕ. Ку хутĕнче килтен мăшăрĕ – Галина Александровна иккен. Вăл кил хуçине савăнăçлă хыпарĕ пĕлтерчĕ. Пензăра пурăнакан Николай тетĕшĕпе Нина мăшăрĕ килсе çитнĕ. --Юрĕ, çывăх вăхăтрах çитетĕп. Эсĕ унта сĕтел çине хатĕрлесе ăшăткаласа хур, - çурма шỹтлесе, çурма чăнласах, телефон кỹпçине хучĕ вырăнне. Ыран ирпе-ирех Шупашкара тухса каймалли, кирлĕ хутсен папкине хул хушшине хĕстерсе те черетлĕ ĕç ку вĕçленнине пĕлтерсе пỹлĕм алăкне тепĕр енчен ерипен хупса аялти хутала анчĕ. Çакăн пек иртет район администрацийĕн пуçлăхĕн кашни кунех. Канăçсăр, апла пулин те ырă та пархатарлă кун.


16 ноября 2002
00:00
Поделиться