Эрех, пирус, наркотик – саншăн пулччĕр ют
Ĕçкĕ ырă туманнине пур те пĕлетпĕр. Çакăн çинчен хаçатра çыраççĕ, радиопа телевидени те асăрхаттарсах тăраççĕ. Ỹсĕрсем нумайланса пыни çине те куçа хупма вĕрентĕмĕр пулас. Куллен эрех-сăрапа минренĕ çынсене курма та хăнăхрăмăр. Ĕçекеншĕн кашни кун уяв пулнине те чухлатпăр. Ара, халĕ ĕçес тесен, пур кĕтесре те эрех-сăра сутаççĕ-çке! Тархасшăн, ил те ĕç, çур литрпах е 100 грамм ярса пама ыйт. Çитĕннисем çеç мар, шкул ачисем те "хаяр" шĕвекпе туслашни хурлăхлă чан çапма хушать. Анчах та нумай ашшĕ-амăшĕн чĕрине çакă ыраттармасть пулас. Ĕçме ан вĕрентĕр тесе ăс парас вырăнне, хăйсемех ачисене çуралнă кунĕ валли илемлĕрен те илемлĕ этикеткăллă, хаклăран та хаклă хĕрлĕ эрех илсе параççĕ. Темшĕн шутласа пăхмаççĕ ача организмĕшĕн хĕрлĕ эрех те сиенлĕ пулнине. Пĕр черкке эрехрен пуçланать те йăнăш çул çине тăрасси. Шкул ачисем эрех-сăрапа туслашнине нумай тĕслĕхпе çирĕплетме пулать.
Шăмăршăн аслă урамĕпе икĕ шкул ачи килĕшỹллĕн калаĕса пыраççĕ. Уроксем пĕтеймен те пулмалла, кăнтăрла çеç çитнĕ. Тарса тухнă пулинех вĕсем. Пĕрин аллинче сăра кĕленчи. Апла-тăк, ку ачасен вĕренес шухăш çук. Пурнăç илемне çамрăксем эрех-сăрара тупнин тĕслĕхĕ çакă.
Тем сăлтавпа ачан çуралнă кунĕнче, çитĕннĕ çынсене эрех-сăра ĕccedilтерме, ашшĕ-амăшĕ черккене хăйсен пепкисене шанса тыттарать. Уявĕ унăн, хăнасене те унăн пăхмалла, теççĕ пулас. Хăйсен тĕпренчĕкне мĕнлерех каласа ĕçтермеллине те ăс парсах пыраççĕ. Ачаран вĕренсе ỹстĕр, теççĕ тейĕн. Ку пурнăçра кирлĕ япала пек туйăнать-çке. Анчах темшĕн ватă асатте-асаннесем ачана аслисемпе пĕр сĕтел хушшине ларма мар, аслисем калаçнă чухне итлесе тăма та ирĕк паман.
Усал йăла-йĕркесене ашшĕ-амăшĕ хăйсем вĕрентсе пыраĕçç. Ашшĕ-амăшне çеç мар хăш-пĕр вĕрентекенсене те ырă тĕслĕх вырăнне илсе кăтартаймăн. Ним васкамасăр хăйĕн вĕренекенĕ умĕнчех черкке пушатаĕççĕ ăçтан калайтăр-ха вăл кайран çав ачана эрех-сăра енне ан пăх тесе.
"Мана атте-анне ĕçнĕшĕн вăрçмасть, туртма çеç ан вĕрен, тет", - час-часах илтетпĕр çамрăксен калаçăвнею Пирус илсе укçа-тенкĕ нумай пĕтет имĕш. Эрех-сăрапа вара?
Çамрăксем пирус туртасси çултан-çул ỹссех пырать. Шкул партти хушшинче ларнă чухнех çăвара хыпса тĕтĕм кăларма хăнăхаççĕ. Малтанласа вылямалла, вăхăт ирттермелле тутанса кураççĕ. Кунран-кун килĕштерме пуçлать организм пирус тĕтĕмне. Сисмесĕрех туртакансем шутне кĕрсе ỹкетĕн. Малтан атте-аннерен, аслăраххисенчен пытанса çеç мăкăрлантарнă пулсан, ỹснĕçемĕн уççăнах мăнаçлăн пирус тивертсе урам тăрăх утма пуçлатăн.
Тăхтав вăхăтĕнче шкул туалетĕнчен кăн-кăвак тĕтĕм йăсарланса тăнине те тахçанах хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Çул çитмен ачасене пирус сутма чармалли тени те пĕлтерĕшлĕ мар иккен. Сутуçăсемшĕн сутса пултăр, вĕсен план тултармалла. Шутласа пăхсан, мĕн чухлĕ пушар пирус туртнипе пулать-çке. Ĕçкĕпе пирус туртни пĕр-пекех сиенлĕ.
Усал йăласенчен пăрăнмалла, вĕсемпе туслашмалла мар. Çук вĕт, ĕçесси те, туртасси те нихăш енчен те чакни курăнмасть. Вĕсем çумне тата наркотик хутшăнса пурнăçа аркатма тытăнчĕ. Наркотик тата та хăрушăрах иккенне ăнланма вăхăт çитнĕ ĕнтĕ. Шел те, ăна кăмăллакансем те тупăна пуçларĕç. Унпа туслисен шучĕ те ỹссех пырать. Врачсем çирĕплетнĕ тăрăх, пурнăçран наркотиксене пула уйрăлса каякансем – 16-18 çулхи çамрăксем.
Ытла та хăвăрт вĕренетпĕр-çке усал йăла-йĕркене. Çиме çăкăр илмесен те, чуна "канăç" кỹрекен эрех-сăра, пирус туянма укçа тупатпăрах. Эх, пурнăç, пурнăç...