ИКĔ ÇУЛ ИРТСЕН – СУД САККИ ÇИНЕ
2000 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче Вырăс Чукалĕнчи Александр Симурзин килĕ умне Кивĕ Чукалти Александр Сатриванов хăйĕн лашипех çитсе чарăннă.
--А, тезка çитнĕ иккен, ытама кĕми пысăк савăнăç йăтăнса анчĕ Иккен-ха паян ман çине! - хăпăртланса калаçнă Симурзин. – Атя, кĕр пỹрте, хисепле хăвăн юлташна!
--Сан патна кĕрес çук, çакăнта çити лаша хăваласа та килес çук эпĕ! – Пỹртре «ăшăнмалли» пуррине туйса, лаша тилхепине вăр-вар карта çумне çыхса хурать лешĕ.
Икĕ тус часах сĕтел хушшинче рехетленсе эрех ĕçме пуçланă. Паллах, черккери эрех карланкăна юхнă май, сăмах-юмах та кĕрĕлтетсех тăрать.
--Итле-ха, тезка, паян техника юсакан паркра пултăм эпĕ... – васкамасăр пуçлать Симурзин.
-Уру айне тем лекрĕ Пулинех, - аллинчи черккене каялла сĕтел çине хурсах тăнлама пуçлать Сатриванов. – Кĕçĕр мĕн-тĕр çапса килмелле ĕнтĕ.
--Точно! – тет лешĕ, юлташĕ Хăйне тỹрех ăнланнишĕн савăнса.
--Мишуксем хатĕрлерĕн-и вара;
--Мишук терĕн-ха, шăп та лăп лаша çунине вырнаçать вăл.
--Мĕн;! – куçне тавăрать Сатриванов. – Мишукпа тесен ăнланатăп-ха, лашапах тесен вара...
--Ан хăра, паркра хуралçăн ячĕ кăна. Çуна çине хуратпăр та ваш! Тăватпăр.
--Нивушлĕ мотор;
--Вăт кур, чăн-чăн юлташ! Сăмаха каламарăм-ха, вăл вара живо-два ăнланчĕ.
--Борисов «Беларуçĕн» двигательне сỹтсе илнĕ унта, çавна «уралантармалла»!
- ăнлантăм.
- Тепрер черкке «çуттине» янклаттарнă та вĕсем лаша çуни çине ларса çула тухнă. Çула май тата икĕ çамрăка чĕнсе тухнă вĕсем.
- ăçта каятпăр вара; - кăсăкланнă лешсем.
- Эпĕ мастерская МТЗ-82 двигательне юсава парса хăварнăччĕ, паян илме пыма хушрĕç, - ăнлантарнă Симурзин. – Ырана хăварсан хăш-пĕр пайĕсем çухалма та пултараççĕ. Хăвăрах ăнланатăр – колхоз! Мастерская çитсенех Симурзин чỹречерен ваш! Сикнĕ шалалла. Аслашшĕн кĕлетĕнчи евĕр, яриех уçса хунă вăл алăксене.
--Килĕр, кар тăрса йăтса тухар эппин, - тенĕ вăл.
-- Атьăр вара, - аллине сулнă Сатриванов.
Часах вĕсем двигателе лав çине тирпейлесе хунă та, лаша симурзин амăшĕн килĕ еннелле тапса сикнĕ. Икĕ çамрăк кайнă хыççăн, Симурзинпа сатриванов двигателе çуртпа юнашар юрпа хупласа хунă.
Темиçе кунтан Симурзин двигателе хăй лайăх паллакан çынна тыттарса янă. Паллах, ахаль мар ĕнтĕ. Симурзинăн ăна 3000 тенкĕ памалла пулнă. Урăхла каласан, хăйĕн парăмне ют пурлăхпа саплаштарнă.
Преступлени тунă хыççăн икĕ çула яхăн иртсен, Александровсем – Симурзинпа Сатриванов нумаях пулмасть суд сакки çине ларчĕç. Айăпа хăйĕн ирĕкĕпех йышăннă вĕсем. Уксăн 158 статйин 2 пайĕн «а» тата «в» пункчĕсемпе айăпласа, районти суд ларăвĕ Стариванова – 3 çуллăха, Симурзина 2 çуллăха условнăй майпа айăпламалла турĕ. Çак хушăра каллех тỹнтерле ĕç туса хурсан, вĕсен асăннă сроксене «пит аякрах мар вырăнсенче» ирттермелле пулать